Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Юмаха ушкăнпа вуларĕç

11 августа 2023

Лайăх кĕнеке кирек хăш çанталăкра та пĕр пекех интереслĕ. «ВанГоги» студие çÿрекен çамрăк вулакансем август шăрăхне пăхмасăр Чăваш Республикин наци библиотекинче «Çураçми кÿршĕсем. Недружные соседи» кĕнеке авторĕпе Галина Матвеевăпа тата юмаха вырăсла куçарнă Светлана Гордеевăпа тĕл пулчĕç. Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнă çĕнĕ те илĕртÿллĕ юмаха вĕсем пĕрле вуларĕç.
Мĕн авалтан кушакран тарса та пытанса пурăнакан шăшисен çемйи çăмламас хÿреллĕ хуралçа хăйсем майлă çавăрса малашне пĕр шиксĕр пурăнма ĕмĕтленет. Лайăхчĕ те çав: кăшла та кăшла мĕн çиес килнине. Анчах мĕнле çавăрмалла-ха ыйхă чăптин кăмăлне? Шăши çурисем тĕрлĕ меслет сĕнеççĕ, анчах виççĕшĕ те (Асли, Вăтамми тата Кĕçĕнни – вĕсен сăмахĕсене Лиза, Миша тата Ваня вулаççĕ) Сарă Кушак аллине çакланаççĕ. Авторпа куçаруçă текста вулама пăрахаççĕ те ачасене шухăшласа пăхма ыйтаççĕ: шăши çурисем виççĕшĕ те тыткăнра, мĕнпе вĕçленет-ши юмах? Миçе ача – çавăн чухлĕ шухăш.
Юмах авторĕ никама та макăртмасть. Вăхăтлăха кунтăк ăшне хупнă шăши çурисем ăна кăшласа шăтăк тăваççĕ те тараççĕ. Анчах тепрехинче Сарă Кушак вĕсене тытатех, иртĕхме памастех! Кун пирки никам та иккĕленмест. Ачасен хăйсен те (нумайăшĕн) килĕсенче юратнă кушак пур-çке-ха. Кушак – тимлĕ хуралçă.
Кĕнекене вулама, юмаха сÿтсе явма хастар хутшăннисем автор парнине тивĕçрĕç. Унтан пурте (çав шутра автор та) сĕтел хушшине вырнаçса Сарă Кушак сăнне ăсталама пуçларĕç. Акă ĕнтĕ чанк хăлхаллă, чăр-чăр куçлă, сайра уссиллĕ кушаксем хатĕр. Халĕ асăнмалăх сăн ÿкерĕнме те юрать.
Тĕлпулу вăхăчĕ епле иртсе кайнине никам та сиссе юлаймарĕ.


Галерея

5 3 4 1 2