Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Ыр-усал халапĕсемпе паллаштаракан кĕнеке пичетленсе тухрĕ

19 сентября 2024

Юлашки çулсенче Чăваш кĕнеке издательствинче «Чăваш халăх пултарулăхĕ» ярăмпа кăларăмсем харăсах икĕ чĕлхепе – чăвашла тата вырăсла – пичетленеççĕ. Пĕлтĕр тăваттăмĕш томăн – «Ыр-усал халапĕсем. Былички» – пĕрремĕш кĕнеки кун çути курнăччĕ. Нумаях пулмасть иккĕмĕшĕ тухрĕ.

Ăна пухса хатĕрлекенсем – Галина Ильинапа Елена Федотова филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕсем, вырăсла куçараканĕ – Алексей Леонтьев истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ, редакторĕ – Надежда Вечеркина. Кăларăма Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн (ЧПГĂИ) ăслăлăх канашĕн йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн пичетленĕ.
Пĕрремĕш кĕнекере уйрăм çын вăрманти, килти, шыври, мунчари, картишри-витери тата ытти мифла сăнарсемпе тĕл пулни çинчен калакан анлă сарăлнă халапсен сюжечĕсем кĕнĕччĕ. Иккĕмĕш кăларăмра вара пĕр-пĕр вырăнпа çыхăнман усал-тĕселпе тата чир-чĕр усалĕсемпе уйрăм çын тĕл пулни çинчен калакан халапсемпе паллашма пулать. Тĕслĕхсене темиçе пая уйăрнă. «Çĕленсем» пайра Вĕре çĕлен, Аçтаха тата Юхха çинчен калаканнисене вырнаçтарнă. Чи анлă сарăлнисем – Вĕре çĕленпе тĕл пулни çинчен хыпарлаканнисем. Пĕрне вулар-ха: «Ĕлĕк Кепе çырминче усалсем пурăннă тет. Пирĕн ялти пĕр хĕрарăма Усал ернĕ тет. Вĕри çĕлен кĕвенте пек йăр-р вĕçсе пыратчĕ тет те хапха çине утланса ларатчĕ тет. Хĕрарăмĕ кайран шыçăнса кайса вилнĕ тет.
Вĕри çĕленĕ пысăках та мар, пĕр метр кăна пулĕ. Йĕтре пек пуçне çавăркаласа пырать. Хапха урлă кăвар тăкса вĕçсе каçса кайрĕ». Вĕре çĕлен – усал, çĕрле е каçхине арçын патне вилнĕ арăмĕн сăнĕпе, хĕрарăм патне вилнĕ упăшкин сăнĕпе килет, вĕсемпе ар хутшăнăвне кĕрет имĕш.
«Усал-тĕсел» пая Алпастă, Вупăр, Вупăр карчăк, Калăм карчăкĕ, Вупкăн, Вилĕм, Чун илли, Эсрел, Инкек, Нуша, Пир, Çавра çил, Усал тата ытти çинчен калакан халапсене пуçтарнă. «Асăннă усалсем çĕр çине хурт-кăпшанкă, çĕлен, шăши пулса тухаççĕ, çынна йĕрлесе çӳреççĕ. Çавăн пекех вĕсем утă капанĕ тата ытти япала, тĕрлĕ чĕрчун – качака, сысна, пăру, кушак т. ыт. те – пулма пултараççĕ. Мифла сăнарсем çынсене палланă çын сăнарĕпе те, тăванĕн сăнарĕпе те курăнма пултараççĕ. Çын ăшне вырнаçсан усалсем ăна типĕтеççĕ, çавăн хыççăн вăл вилме те пултарать», – тет Галина Геннадьевна умсăмахра.
«Чир-чĕр усалĕсем» пайра Ăншăрт, Кăчăрлан, Чăкарми, Лăп-лап, Мур, Сив чир, Ниш, Сăямак тата ытти чирсем çинчен калакан халапсем пуçтарăннă. Ку усалсене ят парасси пĕр-пĕр чир ячĕпе пулса пырать. Чи анлă сарăлнисем – Мур çинчен калаканнисем. Вăл хыткан хĕрарăм сăнарĕпе çӳрет, нумай çынна тата выльăх-чĕрлĕхе вĕлерме пултарать-мĕн.
«Мул» пайра мул çинчен калакан халапсем пичетленнĕ. Чăвашсем ĕненнĕ тăрăх, Выхăта (мул* мул упранакан вырăн) çынсене тĕрлĕ сăнарлă курăннă: пуянлăха пытарнă вырăнта вут çуннă. Пытарнă мул выльăх-чĕрлĕх, çын е ытти сăнар йышăнма пултарнă.
«Аташтаракан усалсем» пайри халапсенче калуçăсем «çулран аташтаракан усалпа» тĕл пулни çинчен пĕлтереççĕ. Ку усалсем этеме тĕл пулаççĕ е чӳречерен шаккаса чĕнсе кăлараççĕ те хăйсем хыççăн ертсе каяççĕ. Çын е тарăн çыран хĕррине, е тухма çук вырăна пырса тăрать те тăна кĕрет.
«Шуйттан» пайри текстсенчен ытларахăшĕ Шуйттан мĕнпур усалтан аслăраххи пулнине çирĕплетет. Чăвашсем Çавра çиле те вăлах тăвать, унăн варринче хăй куçса çӳрет тесе ĕненеççĕ.
«Этем шăпине уçса пани» пайра Шăпа çинчен калакан халапсене пуçтарнă. Пĕринпе паллашар-ха: «Çын çуралсанах Турă ăна çапла çырать: çавăн телей курмалла, теприн çул çинче ӳксе вилмелле т. ыт. те. Ĕлĕк кашни вулама пĕлекен çыншăн Турă кĕнеки пулнă. Çав кĕнекене вуласа тухакан ухмаха ерет тет. Çĕнĕ Ачча ялĕнче (пирĕн ялтан инçех мар) пĕр Унюк ятлă çын халĕ те çӳрет. Эпĕ хам та курнă, Ачча пасарне халĕ те вăл тухать. Çавскер Турă кĕнеки вуласа тухнă хыççăн ухмаха тухса кайнă. Çылăхсăр çын анчах Турра курма пултарать тет».
«Чăваш халăх пултарулăхĕ» ярăмăн тăваттăмĕш томĕн «Ыр-усал халапĕсем. Былички» ятпа тухнă иккĕмĕш кĕнекине 495 текст кĕнĕ, çав шутра ЧПГĂИ ăслăлăх архивĕнче упранакан çак таранччен пичетленмен алçырусенчен – 288, пичетленнĕ ĕçсенчен суйласа илнисем – 206. Çырса илнисенчен ытларах пайĕ алçыру хальлĕн ЧПГĂИ ăслăлăх архивĕнче, Чăваш Республикин Патшалăх архивĕнче, Чĕмпĕр облаçĕн Патшалăх архивĕнче упранать. Тĕпчевçĕсем ытти çăлкуçпа та усă курнă. Архиври алçырусен тексчĕсенчи вырăнти калаçу уйрăмлăхĕсене туллин сыхласа хăварнă, диалектизмсемпе сайра тĕл пулакан сăмахсене ăнлантарса панă.
«Ыр-усал халапĕсем. Былички» кăларăм филологсемшĕн, этнографсемшĕн, этнологсемшĕн, чăваш халăхĕн сăмахлăхĕпе, аваллăхĕпе тата культурипе кăсăкланакансемшĕн усăллă пулĕ.

Ольга ИВАНОВА

Подробнее о книге...


Галерея

Ыр-усал халапĕсем_Былички-том 4 (1) Алексей Леонтьев Галина Ильина Елена Федотова