Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Вулаканăмăрсене «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурс çинчен аса илтеретпĕр

14 сентября 2023

Кăçал ĕçсене авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 31-мĕшĕччен йышăнатпăр.

 

Конкурс виçĕ номинаципе иртет:

✏«Юратнă кĕнеке çинчен çырнă чи лайăх хаклав». Ку номинацие аслисен те хутшăнма юрать. Çак ĕçре Чăваш кĕнеке издательствинче тухнă кăларăма вуланă хыççăн çуралнă шухăш-кăмăла уçса памалла: вăл мĕнпе тыткăнларĕ, мĕншĕн шăпах ăна суйласа илтĕр т. ыт. те.

✏«Юратнă хайлаври чи интереслĕ самант» темăпа хатĕрленĕ ÿкерчĕк» номинаципе хутшăнакансем кĕнекери пĕр-пĕр саманта ÿкерсе пама пултараççĕ.

✏«Ача хатĕрленĕ чи лайăх кĕнеке» номинацире ачан хăй шухăшласа кăларнă хайлава кĕнеке пек хатĕрлесе памалла. Çак ĕçе калăплакансем тĕрлĕ тĕслĕ кăранташсемпе, фломастерсемпе, илемлĕ хутсемпе усă курма пултараççĕ. Текста алăпа çырмалла, интернетран тупса çыпăçтарнă ÿкерчĕксем пулмалла мар. Ку номинацире ача аллин ĕçĕ тĕпре.

Конкурса хутшăнма Чăваш кĕнеке издательствинче тухнă кăларăмсемпе çеç усă курмалла.

Ĕçсене çак адреспа йышăнатпăр: 428019, Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчĕ, 13-мĕш çурт, Чăваш кĕнеке издательстви, 820-мĕш пÿлĕм, «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурс. Конкурсăн тулли йĕркипе (Положени) Чăваш кĕнеке издательствин сайтĕнче www.chuvbook.ru, «ВКонтакте» страницинче паллашма пулать.

Подробнее о конкурсе...


Галерея

Чув кн (1)