Вулакана тĕлĕнтерекен кĕнеке кун çути курчĕ
13 апреля 2023
Пĕчĕк ачана пурнăçра кирек епле пулăм та тĕлĕнтерет: çутçанталăк хăйне евĕрлĕхĕ те, чĕрчунсен пурнăçĕ те... Вĕсем пĕтĕмпех пĕлме ăнтăлаççĕ, хăвăрт астуса юлаççĕ. Çакна Чăваш кĕнеке издательствинче нумаях пулмасть кун çути курнă «Удивляюсь я всему. Пĕтĕмпех тĕлĕнтерет» сăвă пуххи уçăмлăн кăтартса парать.Унăн авторĕ – Любовь Петрова. Кăларăма икĕ чĕлхепе – вырăсла тата чăвашла – хатĕрленĕ. Чăвашла Лариса Петрова çамрăк поэт куçарнă. Редакторĕ – Ольга Федорова, ÿнерçи – Виктория Самарина.
Кĕнекене кĕçĕн çулхи шкул ачисем валли хатĕрленĕ. «Кашни сăвă сюжечĕ – хăйне уйрăм кăсăклă истори, хайлавсенчи сăнарсен ĕçĕсемпе хăтланкаларăшĕсем тÿрех куç умне тухаççĕ», – тесе палăртнă умсăмахра М.Н. Павлова филологи наукисен кандидачĕ. Тĕп сăнарсем – ырă чĕрчунсем тата пĕтĕмпех пĕлме ăнтăлакан ачасем. Арçын ачасемпе хĕрачасем пĕр вырăнта ларма пĕлмеççĕ, туслă пурăнаççĕ, пĕрле выляççĕ:
...Мухтанмалăх çурт çĕкленчĕ –
Ытарма та çук пăхса.
Çумăр çурĕ те – пĕтерчĕ:
Хăйăр пулчĕ çурт ванса.
(«Пÿрт».)
Çутçанталăк пулăмĕсем те чĕрĕ пулса тухнă кĕнекере. Акă, сăмахран, çумăра илер. Мĕнлерех курать-ха ăна сăвăç?
Сукмакпа таçта васкарĕ
Çумăр, вĕттĕн пускаларĕ.
Çул хĕррине тасатать,
Пÿртсене, хунарсене.
Пÿрт тăрне хăпарчĕ, ларчĕ,
Тен, ăна такам сас пачĕ?
Пит курасшăн кантăкран
Уйрăм çыннăн пурнăçне.
(«Çумăр».)
Лариса Петрова хайлавсене сăнарлă куçарнă, вĕсем чăвашла та илемлĕ янăраççĕ, лирика харкамçин кăмăл-туйăмне уçса параççĕ:
Çук ман йытă тус пачах,
Ĕмĕтре куратăп.
Шел те, тĕлĕкре анчах
Унпала вылятăп, –
çапларах кулянать «Юлташ парнелĕр» сăвăри сăнар. Кĕнекене килте çемьепе пĕрле пухăнса вулама та, унпа шкулта е ача садĕнче паллашма та кăмăллă пулĕ.