Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Владимир Андреевăн «Ачалăх сăввисем» кĕнеки кун çути курчĕ

14 октября 2024

Ачалӑха халалласа сӑвӑ-калав шӑрҫаламан ҫыравҫӑ ҫук-тӑр. Тин кӑна Чӑваш кӗнеке издательствинчен Владимир Андреевӑн «Ачалӑх сӑввисем» кӑларӑмӗ пичетленсе тухрӗ.

Редакторĕ – Ольга Иванова, ÿнерçи – Наталия Андреева. Тиражĕ – 500 экземпляр. Чӑваш поэзийӗпе кӑсӑкланакансем Владимир Юрьевичӑн сӑввисене социаллӑ тетелте асӑрханах ӗнтӗ. Пултаруллӑ поэт вырӑс ҫыравҫисен хайлавӗсене те чӑвашла куҫарать. 2022 ҫулта унӑн пӗрремӗш кӗнеки – «Ура утать – ҫул юлать» – кун ҫути курнӑччӗ. Авторӑн тепӗр «ҫимӗҫӗ» те библиотекӑсемпе лавккасене кӗҫех ҫитӗ.
Ҫӗнӗ кӑларӑма кĕнĕ ача-пăча сăввисенчен нумайăшĕ – вĕрентекенсемпе ача сачĕн воспитателĕсем ыйтнипе е шкулта, садикра ирттерекен тĕрлĕ уяв-конкурс валли ятарласа çырнăскерсем. Вĕсене пĕр çĕре пуçтарса уйрăм кĕнекен кăларас шухăш та çакăнтанах çуралнă Владимир Юрьевичӑн – кулленхи ĕçре ал айĕнче кунашкал сăвă пуххи яланах кирлĕ. Кунта çавăн пекех халăхра анлă сарăлнă вырăс сăввисен чăвашла куçарăвĕсене кĕртнĕ: Александр Пушкинӑн «Тинӗс кукрин юманӗ симӗс», «Пуппа Палта ҫинчен хывнӑ юмах», Сергей Есенинӑн «Юхӑ юр», «Шурӑ хурӑн», «Тырӑ вырнӑ, ҫулҫӑ ӳкнӗ» т. ыт. те. Светлана Гордеевӑн «Хӑнасем» тата «Кушакпа шӑши» хайлавӗсене те чӑвашлатнӑ В. Андреев.
Тематикине кура автор хӑй сӑввисене уйрӑм ярӑмсене пӗрлештернӗ. «Эпӗ – пӗчӗкҫӗ чӑваш» ятлинче ҫывӑх ҫынсем, ҫемье, ача садӗнчи тата шкулти пулӑмсем, кулленхи ӗҫ-хӗл ҫинчен калакан сӑвӑсемпе паллашма пулать. Тӗслӗхрен:
Эх, чиперскер, хитрескер,
Ҫӗр мӑкӑртса тухнӑскер,
Карҫинккана лекнӗскер,
Шыва кӗрсе тухнӑскер,
Мӑн хуранта пиҫнӗскер,
Ҫатмара ташланӑскер,
Питӗ-питӗ тутлӑскер!
Ку ахаль сӑвӑ кӑна мар, тупмалли юмах та. Ачан тавҫӑрулӑхне, сӑнарлӑ шухӑшлавне аталантарма пулӑшать.
«Ҫулталӑк вӑхӑчӗсем» ярӑмра кӗркуннепе хӗллене, ҫуркуннепе ҫуллана сӑнлакан хайлавсене пухнӑ. Кӗрхи куна акӑ еплерех курать лирика харкамҫи:
Вӗлтӗр-вӗлтӗр, вӗл-вӗл-вӗл –
Савӑнать халь ылтӑн кӗр.
Таш ташлаҫҫӗ ачисем –
Хӗрлӗ, сарӑ ҫулҫӑсем.
Кунтах Ҫӗнӗ ҫул, Сурхурипе Ҫӑварни ҫинчен вуласа пӗлме май пур.
«Чӗрчунсен тӗнчи» ярӑмра автор килти тата тискер чӗрчунсене, вӗҫен кайӑксене тимлӗх уйӑрнӑ. «Кампур» ятлине вулар-ха:
Сӑнчӑрта тӑрать Кампур,
Ун та хӑйӗн ӗҫӗ пур:
Вӑл сыхлать ман кил-ҫурта,
Нихӑҫан кӗртмест юта.
«Кукша ҫинчен хывнӑ юмахра» тавҫӑруллӑ Кукша ҫинчен сӑмах пырать. Пӗррехинче вӑл хулана ӗҫ шырама тухса утать. Хайхискер ҫул хӗрринче пӗчӗкҫеҫ старика, тунката ҫинче лараканскерне, тӗл пулать, унпа вашават пуплет. Ватӑ ҫын хӑйне ырӑ тунине манмасть, Кукшана парнесемпе савӑнтарас тет. Ылтӑн-кӗмӗл япаласем илӗртмеҫҫӗ тӗп сӑнара. Уншӑн мӑка пуртӑ, кукӑр ҫурла темле мулран та пахарах. Старик тата пуҫ тури халаллать. Ку япаласем малашне шутсӑр кирлӗ пуласса ӑҫтан пӗлӗн-ха? Вуланӑҫемӗн йӑлт паллӑ пулать. Усал та чее вӑйсемпе самай кӗрешме тивӗ Кукшан. Аптраманлӑхӗпе, ҫаврӑнӑҫулӑхӗпе, кӑмӑл ҫирӗплӗхӗпе вӑл Александр Пушкинӑн Палтине аса илтерет. Ӑна хирӗҫ тӑракан хуҫа вара вырӑс поэчӗн пупӗнчен нимпе те кая мар.
Кӗнеке авторӗ ҫинчен те тӗплӗнрех калас килет. Владимир Юрьевич Андреев 1963 çулхи раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче Çĕмĕрле районĕнчи Хутар ялĕнче çуралнă. 1970–1981 çулсенче Хутарти вăтам шкулта вĕреннĕ. Кайран Шупашкарти 19-мĕш училищĕре пĕлÿ пухнă, тракторсем тăвакан заводра ĕçленĕ. Салтакран килнĕ хыççăн 1985 çулта И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн хатĕрлев, кайран чăваш чĕлхин уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Çав çултах Çĕмĕрле районĕнчи «Малалла» хаçатра тăлмачă пулса ĕçлеме тытăннă, кунтах унăн пĕрремĕш сăвви-калавĕ пичетленнĕ. Университетра вĕреннĕ вăхăтрах В. Андреев Хĕрлĕ Чутайри, Çĕрпӳри район хаçачĕсенче тăлмачă, корреспондет, яваплă секретарь пулса вăй хунă, унăн сăввисем республикăра тухса тăракан тĕрлĕ хаçат-журналта пичетленнĕ. Аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн 1992 çулта Çĕрпӳ районĕнчи Михайловкăри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме пуçланă. 1994 çултан пуçласа шкул ертӳçин ĕçне кӳлĕннĕ.
«Ачалӑх сӑввисем» кĕнекене автор юлашки çирĕм çул хушшинче çырнă тата куçарнă хайлавсене кĕртнĕ. Вӗсем ачасемшӗн те, ҫитӗннисемшӗн те интереслӗ, усӑллӑ пуласса шанатпӑр.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ

Подробнее о книге...