Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Василий Петровăн «Ват хӗр ҫырӑвӗ» кĕнеки пичетленчĕ

17 января 2023

Çак кунсенче Чăваш кӗнеке издательствинче Василий Петровăн «Ват хӗр ҫырӑвӗ» кăларăмĕ пичетленсе тухрӗ.

Тиражĕ – 800 экземпляр. Писателӗн ҫыпӑҫуллӑ чӗлхи чуна савӑнтарать, шухӑша путарать, вулакана хӑй тыткӑнне илет.
Паллӑ чӑваш прозаикӗн кӑларӑмне икӗ калавпа пӗр повесть кӗнӗ. «Ват хӗр ҫырӑвӗ» хайлавра Лена ҫыравҫӑ патне ҫыру шӑрҫалать. «Хама ҫамрӑк чух пӑрахса авланнӑ ӗлӗкхи савние качча тухмалла-и ман, тухмалла мар-и?» – тесе сӗнӳ пама ыйтать ӑраскалсӑр пике. Пӗрремӗш юрату телей пиллемест ӑна – самантлӑха савӑнӑҫпа илӗртет те тӳрленейми чӗре суранӗ халаллать. Нумай ҫул иртсен малтанхи савни каллех Лена патне ҫаврӑнса ҫитет. Анчах халь тин хӗпӗртемелле-ши куншӑн? Йӑнӑш утӑм тӑвасран епле сыхланса юлмалла хӗрӗн?
«Кивӗ пура» тата «Усрав лаша» хайлавсенче ҫемьери, ял-йышри хутшӑнусене ҫивӗч сӑнласа панӑ. Ҫынсем пӗр-пӗрне ӑнланманни, кӳренӳпе ӑмсану пурнӑҫа самаях йывӑрлатаҫҫӗ, тепӗр чухне инкек патне те илсе ҫитереҫҫӗ.
«Кивӗ пура» калаври Тимофей Еремеевич мӑшӑрӗпе пӗрле ҫичӗ ача – икӗ хӗрпе пилӗк ывӑл – пӑхса ҫитӗнтернӗ. Апла пулин те арӑмӗ вилсен ватлӑх кунӗнче арҫын килте тӑр пӗччен тӑрса юлнӑ. Мӗнле майпа ҫапла ҫаврӑнса тухнӑ-ха? «Тӑван ен» музей валли ӗлӗкхи япаласем пуҫтарма килнӗ Сергей студент, Тимофей Еремеевич патӗнче чарӑннӑскер, ҫак ыйту хуравне питӗ пӗлесшӗн, анчах тӳрремӗн тӗпчеме тӑхтаса тӑрать, кил хуҫине шеллет, кӳрентересрен шикленет. Тӗрӗслӗх пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн уҫӑлса пырать. Хайхи тӗп геройӑн психологийӗ те тарӑнланать.
«Усрав лаша» повесть тӳрех инкекрен пуҫланать. Сима тӑван Мӑнтавӑш ялне ашшӗне пытарма килет, унта та пулин кая юлать. Асӑнса ҫинӗ хыҫҫӑн хуйхӑллӑ килте Симӑпа кӳршӗ хӗрарӑмӗ Лисса инке ҫеҫ тӑрса юлаҫҫӗ, ыттисем пурте ӗҫлӗ пулса вӑр-вар саланаҫҫӗ. Паллах, ашшӗпе – Алтаккин Яруковпа – мӗн пулса иртнине пӗлес килет хӗрӗн. Лисса инке лашана айӑплать. Шӑп ӑна тупнинчен пуҫланнӑ-мӗн пӗччен пурӑнакан старикӑн нуши-терчӗ. Тӗрӗс-и ку, ҫук-и – ӑна вулакан хӑй татса парӗ.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ

Купить эту книгу (кунта пуссан ку кӗнекене илме пулать)


Галерея

Петров Василий Петров-Ват хĕр çырăвĕ