«Варкăшра» Людмила Сачковăн кĕнекине пăхса тухрĕç
03 апреля 2023
Чăваш Республикин Наци библиотекинче «Варкăш» литература клубĕн хастарĕсем пуш уйăхĕн вĕçĕнче Людмила Сачковăн «Çиçĕмпе туслашни» кăларăмне сÿтсе яврĕç.Вăл Чăваш кĕнеке издательствинче 2021 çулта кун çути курнă. Унта калавсемпе повесть кĕнĕ. Тĕлпулура Людмила Николаевна вĕсем çинчен тĕплĕ каласа пачĕ.
‒ Кĕнекери хайлавсене эпĕ тĕрлĕ çулта çырнă. Сăмахран, «Хĕллехи лĕпĕшсем» калав 9-мĕш класра вĕреннĕ чухне çуралнă. Вăл Патăрьел районĕн «Авангард» хаçатĕнче пичетленсе тухнăччĕ. Кайран ăна тÿрлетсе якатрăм. Ача-пăча литературинче тĕпре ‒ шăпăрланăн пĕлес туртăмĕ, вăл малалла ăнтăлни, кăмăл-сипет ыйтăвĕсем. Тăван çĕршыва юратма, тĕслĕхрен, çутçанталăк илемне кăтартса та вĕрентме пулать, ‒ терĕ Людмила Сачкова.
Кĕнекере каласа панă пулăмсенчен чылайăшĕ авторпа хăйĕнпе пулса иртнĕ. Сăмахран, «Шакă ‒ космос хăни», «Çиçĕмпе туслашни» калавсенчи сăнарсен прототипĕсем ‒ çыравçă хăй. Çиçĕмпе «туслашасси» Людмила Сачкова 6-мĕш е 7-мĕш класра вĕреннĕ чухне пулса иртнĕ.
‒ Аслатиллĕ-çиçĕмлĕ çумăр килсе кĕнĕ чух эпĕ килте пĕчченехчĕ, ниçта пытанма та пĕлместĕп, çумра никам та çук. Кравать айне кĕрсе лартăм. Çавăнтах çиçĕм чухне тимĕр çывăхĕнче пулма юраманнине аса илтĕм те «хÿтлĕхрен» сирпĕнсе тухрăм. Пÿрт варрине йывăç пукан çине вырнаçрăм, мана çиçĕм кун пек тупаймĕ терĕм... ‒ аса илчĕ прозаик.
Малалла мĕн пулса иртнине çыравçă калавра питĕ интереслĕ çырса панă. Çиçĕмпе тĕл пулнă тĕслĕхсене кĕнеке уявне хутшăннă ытти çыравçăсем те аса илчĕç.
Ольга Федорова кĕнеке редакторĕ авторпа ĕçлени çинчен каласа пачĕ. Малтанах кăларăма калавсем çеç кĕнĕ иккен, çĕнĕ повеçе каярах хушнă.
‒ «Илĕртÿллĕ тÿпе айĕнче» повесть ‒ юлашки çулсенче çуралнă хайлав. Унта эпĕ пĕчĕк ача тĕнчи еплерех уçăлса пынине кăтартса патăм. Кайăксен пурнăçне тĕплĕ тишкерсе çыртăм. «Каçăрăлчăк автан», «Пăши» калавсене каласа пани тăрăх шăрçаланă. Сюжечĕсем тÿрех куç умне тухса тăчĕç, ‒ уçса пачĕ вăрттăнлăхне Людмила Николаевна.
Ольга Австрийская кăларăма тĕплĕ тишкерсе тухрĕ:
‒ «Илĕртÿллĕ тÿпе айĕнче» повесть вулакана ачалăх тĕнчине ертсе каять. Анкартинче утă типĕтни, Пăлара шыва кĕни, аслатипе çиçĕмрен хăрани, пĕрремĕш хут Акатуйра пулни, чуччупа ярăнни, хур аçи ташланине курни, шăнкăрч вĕлли туни, Чĕмпĕр хулине экскурсие кайса килни, Çĕнĕ çул чăрăшĕ тавра юрласа ташлани, кĕтÿ кĕтни ‒ çак тата ытти ĕç-пуçа Энтри ятлă арçын ача куçĕпе куратпăр, унпа пĕрле таçта та çитетпĕр. Пурнăçра хĕпĕртемелли кăна мар, хурланмалли те пулать. Йывăрлăхсенчен картламасть автор ачасене. Кун-çул хура-шурне пĕчĕкренех йышăнма, вĕсене тÿссе ирттерме вĕрентет. Çакна «Хур аçи ташши» сыпăкра кăтартнă, ‒ терĕ вăл.
Ольга Скворцова литература тĕпчевçи Людмила Сачковăн ача-пăча хайлавĕсенче автобиографизм йĕрĕ пуррине, çакă хайлавсене уйрăмах чĕрĕлĕх кĕртнине палăртрĕ.
Раиса Воробьева поэт Людмила Сачковăн ача-пăча хайлавĕсенче çитĕннисем валли те вуласа пĕлмелли нумай тесе пĕтĕмлетрĕ.