Корзина
(пусто)
(0 руб.)

«Варкăшра» Ара Мишшин «Тăвалла çул» кĕнекине пахаларĕç

01 февраля 2023

Кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинчи «Варкăш» литература клубĕн хастар пайташĕсем черетлĕ тĕлпулăва пухăнчĕç. Хальхинче Ара Мишшин «Тăвалла çул» кĕнекине сÿтсе яврĕç.

Кăларăм 2021 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă, унта калавсемпе повесть кĕнĕ. Хайлавсенче çыравçă аслă классенче вĕренекен çамрăксене хумхантаракан темăсене хускатать: шкул пĕтерсен мĕнле професси суйласа илмелле, ăна алла илес тесен ăçта вĕренме кĕмелле, кампа канашламалла... Тĕрлĕ профессие тимлĕх уйăрнă Ара Мишши: компьютер специалисчĕ, вĕрентекен, çурт-йĕр тăвакан, юрăç, çемье тухтăрĕ, патшалăх службинче тăрăшакан, повар тата ытти те.

Тĕлпулура çыравçă хăйĕн пултарулăхĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ.

– Эпĕ шкулта вĕреннĕ чухне Ефросинья Васильевна чăваш чĕлхи учителĕ анне çинчен сăвă çырма киле ĕç парса янăччĕ. Атте çинчен виçĕ çаврăмлă сăвă çырса килтĕм, манăн атте радиотелемеханикра ĕçлетчĕ. Çакă манăн чи пĕрремĕш хайлав пулчĕ, икĕ çаврăмне «Хĕрлĕ ялав» Вăрмар район хаçатĕнче пичетлерĕç, уншăн гонорар та илтĕм. Ку вăл 1965–1968 çулсенче пулнăччĕ, – каласа пачĕ варкăшçăсене Михаил Николаевич. – Пиллĕкмĕш класра вĕреннĕ чухне вĕрентекен пире, ачасене, кăшт юлма ыйтрĕ, паян хăнана писательсем килеççĕ терĕ. Çав кун Василий Алендейпе пĕрле шкула Леонид Агаков тата Петĕр Хусанкай çитрĕç.

Çак пулăмсем Ара Мишшинче çырас вăрлăха акса хăварнă та. Кайран та, çитĕнсе çитсен, Михаил Николаевичăн ĕçĕ-хĕлĕ пултарулăх çыннисемпе тачă çыхăннă.
– Чăваш Республикин Культура министерствинче ĕçленĕ çулсенче çыравçăсемпе пĕрле чылай çулçÿреве тухнă, вĕсемпе хутшăннă. Тивĕçлĕ канăва тухсан литература ĕçне пуçăнтăм. Манăн хайлавсем пĕр çыншăн та пулин усăллă пулсан хама çĕр çинче ахаль пурăнман тесе шутлатăп, – пĕтĕмлетрĕ Михаил Николаевич.

Ара Мишшин хайлавĕсене Людмила Сачкова çыравçă тĕплĕ тишкерсе тухрĕ.
– «Тăвалла çул» кĕнекери хайлавсенче автор кашни профессие туллин уçса панă – çакă мана уйрăмах килĕшрĕ. Ку кăларăма манăн чи малтанах вĕрентекенсене вулаттарас килет. Хайлавсенчи сăнарсем пĕр-пĕрне хисеплесе калаçаççĕ, вĕсем культурăлли пулни палăрать, – терĕ вăл.

 Калаçăвне вĕçленĕ май Людмила Николаевна çыравçа малашнехи хайлавĕсене усал сăнарсене кĕртесси пирки те шухăшласа пăхма сĕнчĕ: «Кĕрешÿре тĕрĕслĕх çуралать».
Раиса Воробьева поэтесса та кĕнекепе кăсăклансах паллашнă, кашни калаврах вулакан валли нумай кирлĕ информаци пуррине каларĕ вăл.

Ольга Федорова кĕнеке редакторĕ авторпа килĕштерсе ĕçленине, кирек мĕнле ыйтăва та тÿрех татса панине палăртрĕ. Ольга Иванова Ара Мишшин «Çамрăк юлаутçă», «Пĕрремĕш утăмсем. Первые ступеньки» тата «Пиллĕкмĕш чĕрĕк. Пятая четверть» кăларăмсен редакторĕ пулнă. Аслă классем валли хатĕрленĕ «Тăвалла çул» кĕнекене тишкернĕ май кăмăла кайнă самантсем çинче чарăнса тăчĕ.

Лидия Сарине, Лидия Филиппова çыравçăсем те, Геронтий Никифоров вĕрентекен те, ыттисем те кĕнеке çитĕнекен ăрушăн усăллă пулнине палăртрĕç, çыравçа малашне те литература анинче тăрăшса ĕçлеме вăй-хал, çирĕп сывлăх сунчĕç.

 


Галерея

IMG_20230131_191637 IMG_20230131_180231 IMG_20230131_180702 IMG_20230131_180240 IMG_20230131_180600 IMG_20230131_180625 IMG_20230131_180635