Корзина
(пусто)
(0 руб.)

«Варкăшра» Александр Пăрттан «Хĕллехи юратуллă каçсем» кĕнекине тишкерчĕç

22 декабря 2022

Раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Наци библиотекинче «Варкăш» литература клубĕн черетлӗ ларăвĕ иртрĕ.

Хальхинче кĕнеке тусĕсем Александр Пӑрттан «Хӗллехи юратуллӑ каҫсем» кӗнекине сӳтсе яврĕç. Авторӗ, шел пулин те, тӗлпулӑва килсе ҫитеймерӗ. Кӑларӑм Чăваш кĕнеке издательствинче 2021 çулта пичетленсе тухнӑ. Унта пӗр повеҫпе тӑватӑ калав тата икӗ камит кӗнӗ. Хайлав пуххине аслӑ классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕ.
«Александр Пӑртта ҫамрӑксен савӑнӑҫӗпе пӑшӑрханӑвне, кулленхи ӗҫ-хӗлӗпе хутшӑнӑвӗсене ӑста сӑнласа парать. Яш чухне кам ӗмӗтленмест-ши пӗртен-пӗр таса юратӑва тӗл пулса унпа пӗрле ӗмӗрлеме? Повеҫри Валерӑпа Кристинӑна сивӗ хӗл хӗрӳ туйӑм пиллет. Анчах телее упраса хӑварма пултарайӗҫ-ши савнисем?
Калавсене вуланӑ май тарӑн шухӑша путатӑн, геройсен хуйхи-суйхине чӗре ҫывӑхне илмесӗр май ҫук. Сăмахран, «Каҫар мана, аннеҫӗм...» хайлаври Алюшӑн пӗчӗклех инкекпе тӗл пулма тивет. Пысӑк ҫухату усал тӗлӗкре ҫеҫ тӗлленнӗ пулсан юрӗччӗ те, анчах хӗрарӑмсем тӗкӗре, сӑнӳкерчӗк хашакӗсене хура тутӑрпа ахальтен кармаҫҫӗ ҫав... Куҫа хупсан та инкекрен тараймӑн.
«Вилӗм умӗнхи кӗлӗ» калав этем курайманлӑхӗ, кӗвӗҫӗвӗ мӗн таран пысӑк пулма пултарнине кӑтартса парать. Харпӑр хӑй телейӗшӗн ҫуннипе Геннадий Ильич тем тума та хатӗр: таса ҫынна айӑпласси, тӗрмене хуптарасси, теприне усал ӗҫ тума хӗтӗртесси чӑрт сурмалӑх ҫеҫ уншӑн. Ун умӗнче пуҫ таякан та сахал мар. Ара, хуҫалӑх председательне итлемесӗр тӑрайӑн-и? Анчах вӗренӗн те вӗҫӗ пур. Геннадий Ильича та ӗмӗрех ӑнӑҫмӗ. Тулӗк ӳкӗнме кая пулмӗ-ши ун чухне? Пьесӑсем пурнӑҫри кӑткӑс пулӑмсене те йӑл кулса йышӑнма хистеҫҫӗ», – уçса пачĕ хăйĕн шухăшне Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ Ольга Иванова, вăл шăпах çак кăларăм редакторĕ пулнă.
Тĕлпулура филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Ольга Скворцова доцент кӗнекене туллин тишкерчӗ: «Хӗллехи юратуллӑ каҫсем» хайлава повесть шайнех аталантарса ҫитерме хутшӑнусене тарӑнрах кӑтартмалла. Автор литература саккунӗсене пӗлни сисӗнет. Сӑнарсене кӑтартса пама тӗрлӗ мелпе усӑ курать вӑл – ӑшри шухӑшлав, ытти сӑнарпа хутшӑнни, ҫутҫанталӑк улшӑнӑвӗ урлӑ сӑнлани... Юратуллӑ туйӑмсем ҫинчен пӗр евӗрлӗрех ҫырнӑ. «Хӗллехи юратуллӑ каҫсем» повеҫри туйӑмсем «Икӗ хурӑна» куҫнӑн туйӑнать. Ҫак танлаштарӑва анлӑлатса пымалла. Писатель интригӑллӑ сюжетсем тума, вулакана илӗртме пӗлет. Автор-калуҫӑ вулаканпа пӗрлех пурӑнать тейӗн. Япӑххи пулассине систерекен самантсем вӑйланса пыраҫҫӗ. Ҫыравҫа ытларах тулаш сӑн-сӑпат мар, геройӑн чунӗ интереслентерет. Пӑрттан чӗлхи кӑткӑс мар, анчах ҫав хӑйне евӗрлӗ ансатлӑхра та илемлӗ ҫаврӑнӑшсем, диалоглӑ вырӑнсем, ыйтуллӑ-кӑшкӑруллӑ предложенисем тупма пулать. Автор хайлавсен эмоцилӗхне тытса пыма пултарать», – терӗ Ольга Владимировна.
«Александр Пӑртта прозинче те артист, драматург пулни сисӗнет. Вӑл сӑнарсене те ӗҫ-пулӑм урлӑ сӑнласа парать, прозаик пек ирӗклӗн сарӑлса каймасть. «Каҫар мана, аннеҫӗм...» калавӗ хамӑн «Чӗкеҫӗм, чӗкеҫ» хайлава аса илтерчӗ. Вулакан чунне пырса тивекенскер. «Икӗ хурӑнӗ», ман шутпа, – чун вӗҫнӗ вӑхӑтра ҫырнӑ прозӑлла сӑвӑ. «Сарӑхнӑ сӑнӳкерчӗк» тӗрленчӗк пек», – палӑртрӗ Людмила Сачкова прозаик.

Купить эту книгу (кунта пуссан ку кӗнекене илме пулать)


Галерея

вар6 вар7 вар9 варкаш2 варкаш1 варкаш вар4 вар5