Корзина
(пусто)
(0 руб.)

«Варкăш» тĕпелĕнче – Александр Трофимов çыравçă

24 января 2024

Çул хыççăн çул иртет, Чăваш Республикин Наци библиотеки çумĕнче ĕçлекен «Варкăш» литература клубĕ вара уйăхсерен пĕр улшăнми хăйĕн ытамне чăвашла вулама юратакансене пуçтарать. Кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче кăçалхи пĕрремĕш тĕлпулу иртрĕ. Хальхинче варкăшçăсем Александр Трофимовăн «Тепре куриччен!» кăларăмне сӳтсе яврĕç.

Вăл 2023 çулхи кĕркунне Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă. Унта тĕрлĕ çулсенче çырнă хайлавсем кĕнĕ. Ӳнерçи – Анна Никонорова.
Александр Петровичăн пурнăçĕ шкулпа тата литературăпа тачă çыхăннă. Пухура вăл хăйĕн çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Педагог-писатель 1939 çулхи январĕн 10-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Турхан ялĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш, Уйпуçĕнчи çичĕ çул вĕренмелли, Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулсенче ăс пухнă. Архангельск облаçĕнче хут кăларакан комбинат тунă çĕрте, Мурманск хулинче пулă тытакан карап çинче тăрăшнă. 1958 çулта тăван яла таврăннă, октябрь уйăхĕнче ăна çар ретне илнĕ.
Александр Петрович И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. 1965–1992 çулсенче Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мăн Этменти вăтам шкулта учитель, класс тулашĕнчи ĕçсен йĕркелӳçи, директорăн вĕрентӳ енĕпе ĕçлекен çумĕ, директор пулса ĕçленĕ. 1992 çулта ăна районти вĕрентӳ пайĕн ертӳçи пулма чĕнсе илнĕ. Ку ĕçре пилĕк çул тăрăшнă. Каярахпа Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта ĕçленĕ. Литература ĕçне çамрăклах тытăннă. Студент хаçатне хăйĕн сăввине сĕннĕ, вăл пичетленсе тухни ăна хавхалантарса янă. Кун хыççăн çыру ĕçне тек пăрахман, çине тăрсах статьясемпе очерксем, калавсемпе повеçсем, сăвăсемпе поэмăсем хайлама пикеннĕ. Вĕсем ытларах «Пирĕн пурнăç» район хаçатĕнче, республикăри «Çамрăксен хаçачĕ», «Тантăш» хаçатсенче кун çути курнă.
Паянхи кун А. Трофимов – çирĕме яхăн кĕнеке авторĕ. Тивĕçлĕ канура пулин те, алă усса лармасть, шав çырать, тăван ен, йăх-тымар историне тĕпчет. «Тепре куриччен!» кăларăм Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухни те уншăн – пысăк савăнăç.
«Варкăш» ларăвне Александр Трофимовăн ентешĕсем, вĕренекенĕсемпе юлташĕсем, çыравçăсемпе библиотекарьсем йышлăн пуçтарăнчĕç. Вĕсем писателе 85 çул тултарнă тата хайлав пуххи пичетлесе кăларнă ятпа чун-чĕререн саламларĕç. «Эткер» фольклор ушкăнĕ (ертӳçи – ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Земфира Яковлева) Чутай юррисене шăрантарчĕ, чăваш юрри-кĕвви пурин кăмăлне те çĕклерĕ. Земфира Кузьминична Александр Петровича «Чутай ен юррисем» кĕнеке те парнелерĕ. Чăваш наци библиотекин «Чăваш кĕнеки» центрĕн пуçлăхĕ Галина Соловьева уяв хуçине Чăваш таврапĕлӳçисен Грамотине парса чысларĕ.
«Тепре куриччен!» кĕнекен редакторĕ Ольга Иванова авторпа килĕштерсе ĕçленине палăртрĕ. «Александр Петровичăн сăнарĕсем темĕн тĕрлĕ йывăрлăхпа тĕл пулаççĕ, анчах пурпĕр авăнса хуçăлмаççĕ, ырра шанма пăрахмаççĕ. Ку произведенисенче ырăлăх çути палăрать. Калавсенче те, повеçре те çыравçă çĕршывăмăр кун-çулĕнчи пĕлтерĕшлĕ самантсене сăнланă. Репресси çулĕсем, колхозсем йĕркеленĕ тапхăр, вăрçă ачисен нуши, вĕрентекенсен кулленхи пурнăçĕ... – çак тата ытти тема çыравçа канăç паманни, алла ручка тытма хистени сисĕнет. Çавăнпа вĕсем вулакана та тыткăнлаççĕ, шухăша яраççĕ», – терĕ Ольга Михайловна.
Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕн çумĕ Ольга Федорова чи малтан Александр Трофимов çинчен Арсений Тарасов çыравçăран илтнĕ-мĕн, «Тăван Атăлта» унăн хайлавĕпе паллашнă. Çĕнĕ кĕнекене те кăсăклансах вуласа тухнă Ольга Леонидовна. «Тепре куриччен!» повеçе роман шайне те çитерме май пуррине, произведенисенче геройсемшĕн пăшăрханмалли самант чылаййине палăртрĕ.
Людмила Сачкова прозаик кăларăма яланхи пек туллин тишкерчĕ. «Авторăн хăйĕн илемлĕх меслечĕсем пур. Çутçанталăк пулăмĕсене никам пек мар сăнлать, чĕлхи вырнаçуллă, пуян. «Тепре куриччен!» маншăн – повесть-асаилӳ. Кунта тĕп сăнарăн курăмĕ, ĕçĕ-хĕлĕ тĕпре, ытти геройсен шухăш-кăмăлĕ палăрсах каймасть. Писателĕн хăйне евĕр стилĕ çакăнта та курăнать. Репресси теми темиçе хайлавра та тĕл пулать, вăл автора çывăх пулни туйăнать. Вăрçă ачисен пурнăçне те куç умне тухмалла «ӳкерет» Александр Петрович. «Тупăшу» – çăмăл шухăшлă мыскараллă япала. «Сĕрĕмре» илемлĕ те сăнарлă ӳкерчĕк нумай. «Мыскара» калав çынна укçа вăйĕ вĕçертменнине кăтартса парать. «Ашак Хăлхи» хайлавра автор десантниксен паттăрлăхĕ çинчен сăмах хускатнă», – терĕ Людмила Николаевна.
Сăмах май, «Ашак Хăлхи» калава автор пурнăçра чăн пулнă ĕçсене тĕпе хурса çырнă. Хайлаври Çемен çар офицерĕн прототипĕ – Александр Петровичăн ывăлĕ-мĕн. Вăл Дагестан çĕрĕнчи çапăçусене хутшăннă, унта юлташĕсене çухатнă, хăй йывăр аманнă.
Чутай тăрăхĕнчен килнĕ ентешĕсем, вĕренекенĕсем Александр Трофимов çинчен нумай ырă сăмах каларĕç. Мăн Этменти шкулта саккăрмĕш класра вĕренекен Игорь Конячкин юбилярăн «Чутайсем» ятлă сăввине янраттарса вуларĕ. Юлия Васильевна вĕрентекен Александр Петровичăн «Хӳтĕлев çыранĕ» сăввине каларĕ. Ку хайлав тăрăх ачасем хушшинче ӳкерчĕксен конкурсне йĕркеленĕ иккен. Вĕсене те вулавăшра курма май пулчĕ.
Лидия Саринепе Зоя Сывлăмпи çыравçăсем уяв хуçин пултарулăхне пысăка хурса хакларĕç. Лариса Петрова çамрăк сăвăç, А. Трофимовăн ентешĕ, унăн хайлавĕсемпе «Пирĕн сăмах» район хаçатĕнче вуласах тăнă-мĕн, каярахпа вара хăйĕнпе те паллашнă. «Паянхи тĕлпулура сире тĕрлĕ енчен куртăм: эсир вĕрентекен те, таврапĕлӳçĕ те, куçаруçă та, ăста ташăçă та иккен», – терĕ Лариса хăпартланса.
Тĕлпулу чăннипех те кăмăллă иртрĕ, хăтлава пухăннисене ăшă туйăм, савăк самантсем парнелерĕ.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ
Автор сăнÿкерчĕкĕсем

Подробнее о книге...


Галерея

7 8 6 5 4 3 1 10 9 2