Корзина
(пусто)
(0 руб.)

«Варкăш» литература клубĕнче «Вăрçă çăкăрĕ» кĕнекене сӳтсе яврĕç

01 марта 2023

Нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче «Варкăш» литература клубĕн ларăвĕ иртрĕ. Хальхинче варкăшçăсем Юлия Николаевăн «Вăрçă çăкăрĕ» кăларăмне сӳтсе яврĕç. Вăл 2022 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă.

Хайлав пуххине «Вăрçă çăкăрĕ» калавсăр пуçне «Инкеклĕ телей», «Кашни çыннăн хăйĕн шăпи» повеçсем, «Уяв умĕнхи шухăшсем», «Тăманлă хĕл», «Çимĕк кунĕнчи тĕлпулу», «Юлашки самантчен», «Алăк айĕнчи укçа», «Икĕ туй» калавсем кĕнĕ. Вĕсенче, тĕпрен илсен, Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнчи тата ун хыççăнхи пурнăçа сăнласа панă. Вуланăçемĕн вăрçă нуши-тертне, инкекне тӳссе ирттернĕ фронтовиксен, тыл ĕçченĕсен, тăлăха юлнă ачасен çирĕплĕхĕнчен, паттăрлăхĕнчен тĕлĕнетĕн.
Галина Антонова илемлĕ литература редакторĕ кăларăма пухса йĕркелени çинчен каласа пачĕ. 2020 çулта издательство ятарласа хĕрарăмсем валли çĕнĕ ярăм пуçарса янă – «Алран алла». Юлия Николаевăн «Инкеклĕ телей» повеçĕ малтанхи сборника кĕнĕ. Издательство ĕçченĕсем – Галина Алексеевнăпа ун чухнехи тĕп редактор Валерий Алексеев – сĕннипе хайлава К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн илемлĕх ертӳçи Валерий Яковлев асăрханă. 2021 çулта çыравçăн çав произведенийĕ тăрăх лартнă «Инкеклĕ телей» спектакль (инсценировки Сергей Павловăн) сцена çине тухнă. Çакăн хыççăн Юлия Федоровнăн пултарулăхĕпе интересленекенсем йышланчĕç тесен те йăнăш мар.
Каярахпа Галина Антонова Юлия Николаевăн «Вăрçă çăкăрĕ» калавне «Вутчуль» сборника кĕртнĕ. Писателĕн уйрăм кĕнекине кăларсан аван пулĕччĕ тесе шухăшласа илнĕ те ĕçе пуçăннă. Тĕрлĕ вăхăтра Юлия Федоровнăн «Юратакан чĕре», «Пурнăç – паттăрлăх», «Уй куçлă, вăрман хăлхаллă» кĕнекисем тухнă пулнă. Анчах унтанпа чылай вăхăт иртнĕ, вĕсене чылай вулавăшра тупма та çук. Галина Алексеевна калавсемпе, повеçсемпе паллашнă, тишкернĕ, чи лайăххисене «Вăрçă çăкăрĕ» кăларăм валли суйласа илнĕ. «Çĕнтерӳ мĕнле йывăрлăхпа килнине нихăçан та манма юрамасть. Çак тĕллевпе хатĕрленĕ ку кĕнекене», – терĕ Г. Антонова.
Людмила Сачкова прозаик Юлия Николаевăн чĕлхи техĕмлĕ пулнине палăртрĕ. «Çутçанталăка сăнланинче те, сюжета калăпланинче те авторăн пуян чĕлхи сисĕнет. Тĕлĕнмелли нумай. Ваттисен сăмахĕсемпе, каларăшсемпе анлăн усă курнă. Сăмахран, çурхи çанталăк çурма ăслă* хĕрарăм хуйхăрма юратать, çук пулсан кивçен илсе хуйхăрать... Чылай хайлавне асаилӳ мелĕпе çырнă. Сăнарсем санаторире, пуйăсра тĕл пулаççĕ, вара иртнине аса илме пуçлаççĕ. Хивре, чуна витерекен сюжетсем йĕркелет çыравçă, анчах калас тенине пур чухне те вĕçне çитермен, уçăмлатман, тарăнлатман. Хайлав тытăмĕнче çакăнса тăракан çипсем пек юлнă вара хăш-пĕр ĕç-пуç. «Вăрçă çăкăрĕ» Михаил Шолоховăн «Судьба человека» калавне çывăх пек туйăнчĕ. Писатель пулăмсене пурнăçран илсе хайлава кĕртнĕ, мĕнле пур, çапла çырса панă. Тепĕр чухне вăрçă тискерлĕхĕсене ытлашшипех тимлĕх уйăрнă. Анчах пурнăçри мĕнпур япалана произведение сĕтĕрмелле мар. Юлия Николаева ял пурнăçне пĕлсе сăнлани килĕшрĕ. Пур çĕрте те таса юрату шурăмпуç çăлтăрĕ пек çиçсе тăрать. Кашни çыннăн хăйĕн шăпи текен шухăш тăтăшах тĕл пулать», – яланхи пек туллин хак пачĕ Людмила Николаевна.
Чăваш кĕнеке издательствин илемлĕ литература редакторĕ Ольга Иванова Юлия Николаевăн кĕнекипе вăл пичетленсе тухсанах паллашнă. Каярахпа писателĕн хĕрĕпе Галина Зайцевăпа телефонпа çыхăнса калаçнă. Галина Николаевна амăшĕ çинчен мĕн пĕлтернине Ольга Михайловна варкăшçăсене каласа кăтартрĕ.
«Анне çынсем (тăвансем, юлташсем, пĕлĕшсем) вăрçă çинчен каласа панисене йăлт çырса пыратчĕ, нимĕн те манмастчĕ. Кукаçи Федор Константинович вăрçăра зенитчик пулнă, Одесса патĕнче çапăçнă. Госпитальте выртса тухнă вăл. 1946 (е 1947) çулта унăн хăрах урине татнă. Кукамайăн шăллĕ, Шура пичче, танкист пулнă, вăрçă çулăмĕ хĕрхенмен ăна. Пичĕ йăлт суранлăччĕ, хăйне паллама та çукчĕ. «Инкеклĕ телей» повеçри танкра çуннă каччăн прототипĕ шăпах Шура пичче ĕнтĕ.
Анне куççуль витĕр çыратчĕ хайлавĕсене. Кашни сăнарне чун витĕр кăларатчĕ. Ку пĕртте ӳстерсе калани мар. Час-часах çакăн пек ӳкерчĕк курма пулатчĕ, киле çитетĕп те, анне йĕрсе ларать. «Мĕн пулчĕ? Мĕншĕн макăратăн?» – тесе ыйтатăп. «Мĕнле-ха, чĕрене пырса тивет-çке, ытла та хурлăхлă», – тетчĕ. «Ах, каллех юн пусăмĕ ӳссе каять ĕнтĕ. Упрасчĕ хăвна», – теттĕм. Анчах вăл урăхла пултараймастчĕ. Чунне парса ĕçлетчĕ. Çулла сĕтел хушшине ларма вăхăчĕ питех пулман унăн. Хĕлле вара ир пуçласа каçчен çыратчĕ», – каласа панă Галина Николаевна.
Ольга Васильева прозаик Юлия Николаевăн кĕнеки пичетленнине чăваш литературинчи пĕлтерĕшлĕ пулăм пек хакларĕ. «Кунта кашни ӳсĕмри вулакан хăйне кирлине тупма пултарать. Пуян содержаниллĕ хайлавсем пурнăçа юратма вĕрентеççĕ, чĕлхе илемĕпе тыткăна илеççĕ», – терĕ Ольга Леонидовна.
Елена Кудрявцева вĕрентекен кăларăма хумханса вуласа тухнă, хăш-пĕр самантра куççульленмесĕр те чăтайман. «Чи кăмăла каяканни «Тăманлă хĕл» калав пулчĕ. Ватă çынсен пурнăçне чуна пырса тивмелле сăнланă автор. Теми хурлăхлă – ватлăхри пĕчченлĕх. Анук кушакĕпе мĕнле ăшшăн калаçать. Йытти тата епле ăслă: ват çынна çул уçса пыма та пулăшать. Чылай произведенире çын вăхăчĕ çитмесĕр вилмест текен шухăш янăрать», – пĕтĕмлетрĕ вăл.
«Варкăш» литература клубĕн тепĕр ларăвĕ пуш уйăхĕнче иртĕ. Ун чухне Людмила Сачковăн «Çиçĕмпе туслашни» кĕнекине пăхса тухĕç.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ

Купить эту книгу (кунта пуссан ку кӗнекене илме пулать)

 


Галерея

IMG_20230228_182558 IMG_20230228_180515 IMG_20230228_180023 IMG_20230228_180054 Юлия Николаева IMG_20230228_175914 IMG_20230228_193148 Юлия Николаева-Вăрçă çăкăрĕ IMG_20230228_191540 IMG_20230228_191549 IMG_20230228_184057