«Варкăш» литература клубĕнче Нина Царыгинăн кĕнекине пахаларĕç
01 марта 2024
Кĕнеке пичетленсе тухни авторшăн кăна мар, вулаканшăн та – пысăк савăнăç. Çамрăк çыравçăн кăларăмĕ кун çути курни вара – пушшех те. Эппин, чăваш литератури аталанать-ха, сумлă писательсен ĕçне малалла тăсакансем пур.
Нарăс уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче «Варкăш» литература клубĕн тĕлпулăвĕнче шăпах çамрăк çыравçăн – Нина Царыгинăн – кĕнекин хăтлавĕ иртрĕ. «Çил-тăманлă ĕмĕт» ятлăскер Чăваш кĕнеке издательствинче пĕлтĕр пичетленсе тухнăччĕ. Хайлав пуххине ултă калав кĕнĕ. Вĕсенче, тĕпрен илсен, прозаик паянхи яш ăру пурнăçне, шухăш-кăмăлне çутатса парать. Чылай чухне хĕрсемпе каччăсем ытлă-çитлĕ пурăнма ĕмĕтленеççĕ, вăхăта хаваслă ирттерме тĕмсĕлеççĕ. Анчах хăйĕн тĕллевĕ патне кашниех расна сукмакпа утать. Калавсенче юрату теми те пысăк вырăн йышăнать.
Нина Царыгина презентацие пухăннисене хăйĕн пултарулăх çул-йĕрĕпе паллаштарчĕ. «Юрату чĕрене çавăрса илсен нумай çын алла ручка тытать, хăйĕн туйăмĕсем çинчен çырса кăтартать. Манăн та çаплах пулнă. Аслă класра вĕреннĕ чухне юрату сăвă çырма хавхалантарчĕ. Анчах вăл çынна мар, мотоциклсене килĕштерни çинченччĕ. Сăввăм «Школьники постарше» хаçатра тухни чăнласах савăнтарнăччĕ. Маншăн ку пысăк кĕтменлĕх пулчĕ. Çакăнтан пуçланнă-тăр литература енне туртăнасси, хайлавсем шăрçаласси.
Кĕнекене кĕнĕ калавсем çăмăллăн çырăнчĕç темелле. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри хаçат-журналта пичетленнĕччĕ. Тĕп сăнарсем хам пек ан пулччăр тесе тăрăшрăм», – терĕ вăл.
Вăтам шкулпа сывпуллашсан Нина И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнче вĕреннĕ. Аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн «Алатырские вести» Улатăр районĕн хаçатĕнче вăй хунă. 2013–2015 çулсенче «Хыпар» Издательство çурчĕн «Тантăш» хаçатĕнче корректорта, корреспондентра тăрăшнă, каярахпа «Самант» журналта ĕçленĕ. 2016–2023 çулсенче «Çамрăксен хаçачĕн» корреспонденчĕ пулнă, халĕ – «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатăн редакторĕ.
«Çил-тăманлă ĕмĕт» кĕнекен редакторĕ Ольга Иванова алçырупа хăпартланса ĕçленине палăртрĕ. «Нинăн хĕр сăнарĕсем çирĕп кăмăллă, хастар, хăюллă, тĕллев лартса ăна пурнăçа кĕртме ăнтăлаканскерскем. Каччисем те тĕрлĕ кăмăл-туртăмлă. «Пике блогер» хайлав ниме пăхмасăр малалла талпăнакан, чун киленĕçĕнче хавхаланупа телей тупакан Златăпа паллаштарать. Ку хайлава çырма пуçăниччен прозаик ятарлă тĕпчев туса ирттернĕ тесен те йăнăш мар – паллă блогерпа тĕл пулса вĕсен ĕçĕ çинчен ыйтса пĕлнĕ, ку темăпа нумай материал вуланă. Çапларах çуралнă та тĕп сăнар», – терĕ Ольга Михайловна хăш-пĕр вăрттăнлăха уçнă май.
«Тăван Атăл» журнал редакторĕ Арсений Тарасов чăваш литературинче тинех урăхларах, «хулари чăвашсем валли» хайлавсем шăрçалакан çамрăк çыравçă палăрнишĕн хĕпĕртенине пытармарĕ. Çакăн евĕр литература кирли çинчен Борис Чиндыков писательпе хĕрĕх çул каяллах калаçнă иккен вăл. Ĕмĕт тинех пурнăçланнă темелле. «Нина – чăн-чăн çыравçă, чĕлхине ырлатăп. Унăн кĕнеки – паянхи çамрăксем валли паянхи çамрăксем çинчен. Ăçта кăна çитмеççĕ, мĕн кăна тумаççĕ пуль ун сăнарĕсем. Чăннипех хăюллă, çакăншăн Нинăна ырлатăп», – саламларĕ çамрăк автора Арсений Алексеевич.
Хăтлавра чылайăшĕ «Симĕс çӳçлĕ хĕр, е Уйрăлу кĕвви» калав ытларах килĕшнине пĕлтерчĕ. Людмила Сачкова прозаик ăна повесть теме те пулать терĕ. «Автор сăнарсене туса çитернĕ. Персонажсем çителĕклĕ. Алекс – паянхи пулăма кăтартакан сăнар. Вăл хулара пултаруллă çемьере çуралса ӳснĕ, тулăх пурăнать, анчах çак ытлă-çитлĕ пурнăç ăна ачашласа ярать. Унра чăрмавсене çĕнтерсе малалла аталанас туртăм чакать, юлхав чирĕ пуçланать. Вĕренсе те тухаймасть Алекс, ĕçлес те килмест ун, пăлахая каять. Юлашкинчен Обломовах çаврăнать, хĕр ĕнси çине хăпарса ларать темелле», – яланхи пек тĕплĕн тишкерчĕ Людмила Николаевна.
Ольга Васильева çыравçă тата куçаруçă кĕнекене юратса вуласа тухнă-мĕн. Ăна «Çил-тăманлă ĕмĕт» калав уйрăмах килĕшнĕ, хайлавсенчи амăшĕсен сăнарĕсем – вĕсем мĕн тери расна кăмăллă, хăйне евĕрлĕ пулни – тĕлĕнтернĕ. Ачисемшĕн хыпса çунаканнисем те, пуç каçăртаканнисем те, чунран пăшăрханаканнисем те пур кунта. «Пĕр пĕчĕк самантах вĕсене туллин уçса парать. Çакă вăл – чăн-чăн ăсталăх. Маттур, Нина!» – терĕ Ольга Леонидовна.
«Хыпар» Издательство çурчĕн директор-тĕп редактор тивĕçĕсене пурнăçлакан Дмитрий Моисеев çыравçă кĕнеке ăнăçлă пулса тухнине палăртрĕ. «Ячĕ те, хуплашки те тӳрех илĕртеççĕ. Самана, саманари çамрăксем, йăлана кĕрсе пыракан технологисем... – йăлт вырнаçуллă. Авторăн чĕлхи таса, тикĕс. Хушăран асса кайса çырни сисĕнет», – палăртрĕ вăл.
Лариса Петрова çамрăк сăвăç кăларăмра хăйĕншĕн кăсăклă çĕнĕ сăмахсем асăрханă, Любовь Кудрявцева Бетховен çинчен çырнине вуласа хавхаланнă. Ирина Кошкина прозаик-журналист хайлавсемпе корректурăрах паллашма пултарнă, çавăнпа хăйне телейлĕ тесе шутлать. «Кашни калавĕ – ахах-мерчен. Кунта рок кĕмсĕртетĕвĕ те, Бетховенăн çепĕç кĕвви те, «Яки-Маки» тути те пур. Манăн юлташ çавăн пек чаплă çырнишĕн тĕлĕнетĕп те савăнатăп», – хăпартланса каларĕ Ирина Станиславовна.
Нина Царыгинăна çавăн пекех ĕçтешĕсем, тусĕсем саламларĕç. Хăтлавра ăшă сăмах чылай янăрарĕ, автора студентсемпе тата аслă классенче вĕренекенсемпе тĕл пулма сĕнчĕç. Çĕнĕ кĕнеке уявĕ кашнин кăмăлне çĕклерĕ, çепĕç туйăм парнелерĕ.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ
Автор сăнӳкерчĕкĕсем