Корзина
(пусто)
(0 руб.)

«Варкăш» литература клубĕнче «Чĕре тĕпĕнчи туйăм» кĕнекене пахаларĕç

29 мая 2024

Çуркунне пĕтĕм çут тĕнче вăранать, йывăç-курăк чĕрĕлет. Этем чĕринче тĕлĕрекен-тĕлкĕшекен ĕмĕт-шанăç та çĕнĕрен йăл илет. Хĕвел хĕртсе пăхнă, тавралла кайăксем чĕвĕлтетнĕ чухне тунсăхлă çӳреме йывăртарах, кирлĕ те мар. Çу уйăхĕнчи çакăн пек илемлĕ кунсенчен пĕринче «Варкăш» литература клубĕн хастарĕсем Чăваш Республикин Наци библиотекине ахальтен мар «Чĕре тĕпĕнчи туйăм» кăларăма пăхса тухма пуçтарăнчĕç. Унта шăпах юрату темипе çырнă хайлавсем кĕнĕ-çке. Вăл 2023 çул вĕçĕнче Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă.
Тĕлпулу поэтсемпе прозаиксене, библиотекарьсемпе журналистсене, редакторсемпе вĕрентекенсене пĕрлештерчĕ. Чи малтанах Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕн çумĕ Ольга Федорова /Васильева/ çыравçă кăларăма пухса хатĕрлени çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. 2019 çулта тухнă «Кĕтмен юрату» сборник кĕске вăхăт хушшинче саланса пĕтнĕ хыççăн вăл тĕп редакторпа канашласа çакăн евĕрлĕ тепĕр кĕнеке кăларма шут тытнă. Хальхинче те арçын тата пике çыравçăсен произведенийĕсене кĕртме палăртса ĕçе пуçăннă. «Хайлавсене тĕп сăнарсен ӳсĕмне кура вырнаçтарса тухнă. Константин Малышевăн «Татман чечек» калавĕнче тĕпре – аслă класра вĕренекен ачасем; Татьяна Ишмуратовăн, Ольга Рубцовăн тата Дмитрий Моисеевăн геройĕсем – студентсем; Ольга Австрийскаян, Владислав Николаевăн, Владимир Степановăн тата Ольга Васильевăн калавĕ-повеçĕнчи тĕп сăнарсем – ĕçлекен çамрăксем. Авторсем çинчен те вуласа пĕлме пулать – вĕсен биографийĕсене кĕртнĕ, сăнӳкерчĕкĕсем те пур», – палăртрĕ Ольга Леонидовна.
«Чĕре тĕпĕнчи туйăм» редакторĕ Ольга Иванова алçырупа интересленсе паллашнине асăнчĕ. «Константин Малышевăн, Ольга Рубцовăн, Владимир Степановăн хайлавĕсем шӳтлĕ-тăрăхлавлă. Дмитрий Моисеевпа Ольга Васильева вара паянхи çивĕч ыйтусене хускатаççĕ, тарăн шухăша яраççĕ, пăшăрхантараççĕ. Татьяна Ишмуратовăн героини телейсĕр юратупа асапланать. Владислав Николаев уçă финалпа тĕлĕнтерет. Чи пĕлтерĕшли – ку произведенисем çĕнĕ пулни, авторсен кĕнекисенче унччен пичетленменни», – терĕ Ольга Михайловна.
Людмила Сачкова прозаик сборника яланхи пек туллин тишкерчĕ. Паянхи çамрăк авторсем еплерех тата мĕн çинчен çырни хăйне кăсăклантарнине пытармарĕ. «Константин Малышевăн «Татман чечекĕ» жанрĕпе калава мар, эссене çывăхрах. Кунта «ăçта? хăçан? мĕн?» ыйтусене тивĕçтерекен сюжет çук. Арçын психологийĕ куç умне тухать. Иван Саламбекăн «Пирвайхи юрату» романне аса илтерчĕ. Ăшă та ырă туйăмсем çуратаканскер. Малышевăн хĕр портречĕ куç умне тухать, черчен юрату символĕ, ĕмĕтри идеал пулса тăрать. Татьяна Ишмуратова калавне сăвă çаврисем кĕрте-кĕрте янă. Вĕсене сăнар çырнă пек кăтартнă пулсан вырнаçуллăрах пулĕччĕ, ман шутпа. Ольга Рубцовăн «Хуçăк çăпалине» кула-кула вуларăм. Ну маттур та вара ун героини, каччăсене çавăрттарать кăна. Дмитрий Моисеевăн литература анинче хăйĕн йĕрĕ палăрать: паянхи пурнăçа тĕпчесе-асăрхаса пыракан писатель вăл. Хальхи пурнăç атрибучĕсем, калаçусем, шухăшсем... Ку унăн хăйне евĕрлĕхĕ, вĕрене хуть те мĕн чул явсан та вĕçĕ пулать тесшĕн автор. Ольга Австрийскаян чĕлхи сăнарлă, пуян, çыравçă детальсемпе вырăнлă усă курать, сюжета тирпейлĕ йĕркелет. Владислав Николаевăн «Пуйăсри пикине» интеллектуаллă проза теме пулать. Кунта искусство, литература ыйтăвĕсене сӳтсе явни пысăк вырăн йышăнать, героиня тĕлĕке килнĕ хĕр пек туйăнать. Владимир Степановăн прозăллă пĕчĕк трагикомедийĕнче ĕçлĕ те кăнттамрах арçын психологийĕ курăнать», – тĕпчевçĕ куçĕпе хак пачĕ Людмила Николаевна.
Хăтлавра сборникри произведенисен авторĕсене те итлеме май пулчĕ. Владимир Степанов «Икĕ айкки те тăвайкки» хайлавĕнче вăхăт хăватне-терменне кăтартса пама тĕв тунă-мĕн. «Юрату пурин валли те мар. Пурте хыпса кайса юратма пултараймаççĕ. Вăхăт кирек мĕнле туйăма та сĕвĕрĕлтерет, кирек мĕнле сурана та сиплет», – терĕ Владимир Васильевич.
«Коллективлă сборник тĕрлĕ автора пĕрлештерсе тăнипе интереслĕ те. Пĕр темăнах кашни хăйне майлă уçса парать. Мана мĕнпур калавĕ-повеçĕ килĕшрĕ. Кĕнекене вăл кун çути курсанах вуласа тухнăччĕ», – палăртрĕ Дмитрий Моисеев. Хăйĕн «Телефонри çыру» хайлавне пурнăçра чăн пулнине, курни-илтнине тĕпе хурса çырнă иккен. Ольга Васильева та хăй произведенине пурнăçри ĕçсемпе самантсене кĕртнĕ. Ольга Рубцовăн калавĕн никĕсĕнче те – чăнлăх, анчах хăйĕнпе пулса иртни. «Ман героиньăна кунта çăмăлттай пек кăтартаççĕ, анчах вăл пĕртте апла мар. Хĕр патне умлăн-хыçлăн темиçе каччă килсе тăни ун айăпĕ мар ĕнтĕ. Тĕрлĕ вăхăтра тĕрлĕ çĕрте паллашнă яшсем пĕр вăхăтра килни – ăнсăртлăх. Кирек кампа та пулма пултарать», – хăй сăнарне хӳтĕлерĕ Ольга Петровна.
Мальвина Петрова сăвăç коллективлă сборниксене юратнине асăнчĕ. «Чĕре тĕпĕнчи туйăма» çăмăллăн вуланакан хайлавсем те, йывăр шухăшлисем те кĕнĕ. Мана иккĕмĕшсем çывăхрах, çавăнпа Ольга Васильевăн повеçĕ, Дмитрий Моисеевăн калавĕ уйрăмах килĕшрĕç. Ольга Леонидовна вĕçне çитиччен интрига тытать. Кĕнекерен хăпма май çукчĕ вĕт», – терĕ Мальвина Владимировна.
Елена Кудрявцева вĕрентекен кăларăмра кашни авторăн хăйĕн сасси пулнине палăртрĕ. «Чĕре тĕпĕнчи туйăм» повесть вĕçĕ ăна çураçуллă пек туйăннă пулсан Нина Царыгина прозаика тата çыравçа тивĕçтереймен. Çапларах вăл юрату – хавхалантарать кăна мар, тавлаштарать-калаçтарать те.
«Варкăш» клубăн ларăвĕ кăсăклă та хаваслă иртрĕ. Çитес тĕлпулу çĕртме уйăхĕнче литература пикникĕ форматпа пулĕ.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ
Автор сăнӳкерчĕкĕсем

Подробнее о книге...


Галерея

2 10 8 7 6 5 4 9 3 1