Корзина
(пусто)
(0 руб.)

«Варкăш» литература клубĕнче «Анне пилĕ» кĕнекене сÿтсе яврĕç

30 ноября 2022

Чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче «Варкăш» литература клубĕнче черетлĕ тĕлпулу иртрĕ.

Чăваш литературине кăмăллакансем хальхинче Николай Ларионовăн «Анне пилĕ» кăларăмне сÿтсе яврĕç. Николай Николаевич хăй те инçе çула кĕскетсе Чĕмпĕр хулинчен килсе çитрĕ. Уява чăваш çыравçисем, издательство ĕçченĕсем, студентсем тата вулакансем хутшăнчĕç.

Н.Н. Ларионов-Йĕлмел – çыравçă, куçаруçă, журналист. Вăл 1961 çулхи апрелĕн 25-мĕшĕнче Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнче çуралнă, халĕ Чĕмпĕрте пурăнать. Унăн хайлавĕсем 1990-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Чĕмпĕрти «Канаш» чăваш хаçатĕнче пичетленме тытăннă.

– «Канаш» хаçата йĕркелесе ярсан çак кăларăм путарулăх çыннисен çулне уçрĕ, сунтăха валли çыракансем те пичетленме пуçларĕç. Малтан чăваш хаçат-журналĕнче пирĕн тăрăхри професиллĕ писательсен хайлавĕсем çеç – Анатолий Юманăн, Анатолий Чебановăн, Валентина Тараватăн – кун çути курнă. 1991 çулта хаçатра пĕрремĕш сăвă тухрĕ, çавăнтанпа тăтăшах пичетленме пуçларăм. 1996 çулта манăн «Чĕре тапнă чух» пĕрремĕш кĕнеке кун çути курчĕ. Ăна эпĕ грузовик водителĕнче ĕçленĕ чухне çырнă. Манăн машинăра хампа пĕрле яланах хутпа кăранташ пурччĕ. Тавар кĕтсе ларнă чухне пуçа тĕрлĕ шухăш килет, çавсене çырса пыраттăм, – уçса пачĕ çыравçă пултарулăх çулĕн хăш-пĕр самантне.

«Варкăшра» Николай Ларионовăн «Анне пилĕ» кĕнеки тавра калаçу тĕпре пулчĕ. Кăларăм кăçал Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курчĕ. Автор Эрнепи Сетнерова спортсменка пурнăçĕпе паллаштарать. Чăваш ялĕнче çуралса ÿснĕ пултаруллă хĕрача тĕрлĕ лару-тăрăва лекет. Çыравçă пултарулăхне йĕрлесе пыракансем çак сăнарăн прототипĕ Надежда Сандркина – 12 сехетре 101 çухрăм чупса ылтăн медале çĕнсе илнĕ чăваш спортсменки, тĕнчипех паллă марафонка – пулнине тÿрех уйăрса илчĕç. Сăмах май, «Анне пилĕ» кăларăмран маларах Н. Ларионовăн 2019 çулта Надежда Сандркина пурнăçĕпе паллаштаракан «Подвиг во имя матери» ятлă документлă кĕнеке пичетленсе тухнă.

– Надежда Сандркинăпа эпир кÿршĕллĕ ялсенчен. Ача чухне пĕр-пĕрне палламан та. Чылай çул иртсен интернет урлă паллашрăмăр, вăл ун чухне Америкăра пурăнатчĕ. Малтанах ăна халалласа «Подвиг во имя матери», 2020 çулта çак темăна тĕпе хурса «Анне пилĕ» повесть çыртăм. Документлă кĕнекене çулталăка яхăн шăрçаланăччĕ, унтан авторĕпе тата çур çул кашни датине тĕрĕсленĕччĕ, литература хайлавне – виçĕ уйăх.

Кĕнеке редакторĕ Ольга Федорова авторпа килĕштерсе ĕçленине палăртрĕ, çак хайлав çамрăксемшĕн те, çитĕннисемшĕн те усăллă пуласса пĕлтерчĕ:

– Хайлавра чи кирли – нихăçан та алă усмалла мар, ырă çынсем çĕр çинче ытларах, вĕсем пулăшаççех текен шухăш тĕпре. Çакна Эрнепи Сетнерова урлă автор ĕненмелле уçса панă, – терĕ вăл.

Ольга Австрийская çыравçă кĕнекене кĕнĕ калавсене ытларах тимлĕх уйăрчĕ:

– Авторăн чĕлхи пуян, сюжет йĕрĕсене хивре тытса пырать. Николай Николаевич хăйĕн сăнарĕсене пурнăçпа вилĕм хушшине тăратать, вĕсем йывăрлăхсемпе кĕрешме вăй-хал тупаççĕ. Çакă уйрăмах «Хир варринчи кăвайт» калавра палăрать, – терĕ вăл.

Николай Николаевич кашни сăнарăн прототипĕ пуррине палăртрĕ.

– «Хир варринчи кăвайт» калав сюжечĕ Тутар Республикинче Пушкăрт енче пулса иртнĕ ĕç хыççăн çуралчĕ. «Австралири тĕлпулу» та – чăн пулни. Вăл 1974 çулта пулнă. Сюжетне те, ял ячĕсене те улăштармарăм, – каласа пачĕ Николай Николаевич.

«Варкăша» Надежда Сандркина тăванĕсемпе ентешĕсем те хаваспах хутшăнчĕç.

– Надежда Сандркина – пирĕн мухтавлă ентеш. Вĕсен çемйине, уйрăмах амăшне – Елюк аппана, питĕ лайăх пĕлетпĕр. Ун çинчен кĕнеке çырнăшăн питĕ пысăк тав сире, – чĕререн тав турĕç çыравçа.

И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн тăваттăмĕш курс студентки Мария Чернова та хайлава юратса вуланине, çак повесть тăрăх курс ĕçĕ çырас кăмăллине палăртрĕ.

Купить книгу (кунта пуссан ку кӗнекене илме пулать)

 


Галерея

вражкин гостья сачкова 33 22 11 66 55 44