«Варкăш» литература клубĕн хăни – Владислав Николаев çыравçă
30 октября 2024
Вăл – прозаик, драматург, поэт, куçаруçă, журналист. Ачасем валли те, çитĕннисем валли те çырать, литературăн тĕрлĕ жанрĕпе тухăçлă ĕçлет. Шупашкарти театрсем унăн пьесисем тăрăх сакăр спектакль лартнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн постановленийĕпе килĕшӳллĕн çулсеренех иртекен ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен конкурсĕнче пилĕк хутчен çĕнтернĕ. Хăшĕ-пĕри тавçăрса илчĕ пулĕ, сăмахăмăр Владислав Николаев пирки пырать. «Варкăш» литература клубĕн черетлĕ ларăвĕн хăни шăпах вăл пулчĕ.
Юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче варкăшçăсем Чăваш Республикин Наци библиотекине Владислав Дмитриевичăн «Маттурсем-хастарсем» повеçне пахалама пуçтарăнчĕç. Мероприятие Любовь Матюкова библиотекарь ертсе пычĕ. Кăларăм, çӳлерех асăннă пултарулăх ăмăртăвĕн 2023 çулхи çĕнтерӳçи, Чăваш кĕнеке издательствинче кăçал кун çути курнă. Хăтлавра автор хайлава çырни çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕ, ăнăçу вăрттăнлăхне те уçса пачĕ.
– Конкурсра пилĕк хутчен мала тухнин сăлтавне самана таппине кура хайланă алçырусемпе хутшăннинче куратăп. Ку таранччен пичетленнĕ пĕр кĕнекешĕн те намăс мар. Паян та çул çинче «Маттурсем-хастарсем» повеçе вуласа пытăм, хампа хам савăнса килтĕм, – терĕ Владислав Дмитриевич йăл кулса. – Кунти класс идеаллă, сăнарсем – идеализациленĕ ачасем. Вĕсем пурте хастар та пуçаруллă, пуçтаххисем çук. Пĕри ырă ĕç тăвас тесен ыттисем те кар тăраççĕ. Мĕншĕн шăпах улттăмĕшсене суйласа илтĕм-ха? Кĕçĕнреххисем ачапчарах, кăшт айванрах* аслăраххисен урăх шухăшсем. «Кирек мĕнле ачана та лайăх вĕрентекен кирлĕ», – тесшĕн пултăм эпĕ. Анита Васильевна класс ертӳçипе пĕрле вĕренекенсем таçта та çитеççĕ, темле ĕç те тăваççĕ. Ман пурнăçра та çавăн пек лайăх вĕрентекен пулнă. Пире хастар пулма вĕрентнĕшĕн Надежда Евгеньевнăна халь те тав тăватăп.
Кĕнекери хăш-пĕр пулăма çыравçă кĕçĕн хĕрĕн Соньăн шкул пурнăçĕнчен илнĕ. Хут перекетлесси пирки вара ача чухне хăй те шухăша путнă-мĕн. Малашне вăл ачасем валли сахалрах çырас шутлине пĕлтерчĕ. Пуçласа хунă романсемпе драмăсем кĕтеççĕ ăна. Çапах та юптарусене пăрахасшăн мар. Хавхалану килсен çĕрлехи икĕ-виçĕ сехетчен те сĕтел хушшинче лараканскер «Мускав пăтти» хайлавне те роман шайне çитересшĕн. Шел, хальлĕхе вăхăчĕ çитсе пымасть.
Кăларăм редакторĕ Ольга Иванова алçырупа кал-кал ĕçленине палăртрĕ.
– Хайлава автор пĕрремĕш сăпатран йĕркеленĕ. Каласа параканĕ – 6 «А» класра ăс пухакан Николай Сареев. Çавăнпа мĕнпур ĕç-пуç çинчен вулакан ун шухăш-кăмăлĕ урлă пĕлет. Арçын ача пĕртте кичемленсе лармасть, ялан тем пирки пуç ватать. Ирина Андреева художникăн ӳкерчĕкĕсем питĕ ăнăçлă пулса тухрĕç. Вĕсем сăнарсене куç умне кăларма пулăшаççĕ, – терĕ Ольга Михайловна.
«Варкăш» клубăн çĕнĕ членĕ Анна Михопарова, кĕске хайлавсем вулама юратманскер, повеçпе ытлашши хăпартланмасăр паллашнă.
– Ман шутпа, кунта ачисем пурте пĕрешкел, хăшĕ кам пулнине уйăрса илме йывăр. Хайлав тăршшĕпе пачах та улшăнмаççĕ вĕсем. Тарăнлăх, психологизм çитмерĕ мана. Мэр улттăмĕшсем каланине итлени, вĕсемпе пĕрле субботника тухни те ĕненмелле мар. Кĕнеке маттур ачан мĕнле пулмаллине кăтартакан инструкци пек туйăнчĕ, – терĕ Анна Ивановна.
Нина Царыгина çамрăк çыравçă ӳкерчĕксем произведенипе килĕшсе тăнине палăртрĕ. Ольга Васильева прозаик «Маттурсем-хастарсем» кĕнекери евĕрлĕ сăнарсем «Кăшăлвирусра» тĕл пулнине асăнчĕ.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ
Автор сăнÿкерчĕкĕсем