Корзина
(пусто)
(0 руб.)

«Варкăш» литература клубĕн хăни – «Килсĕр йытă»

19 апреля 2023

Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче «Варкăш» литература клубĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.

Поэтсемпе прозаиксене, вĕрентекенсемпе библиотекарьсене, журналистсемпе критиксене хальхинче «Килсĕр йытă» пĕр çĕре пуçтарчĕ. Шăпах çакăн ятлă кăларăма сӳтсе яврĕç варкăшçăсем. Унăн авторĕ – Ольга Васильева çыравçă, куçаруçă, журналист. Хайлав пуххи 2022 çул вĕçĕнче Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă. Унта «Саккăрмĕшсем» шкул повеçĕ тата халапсемпе калавсем кĕнĕ. Сăмах май, Пĕтĕм тĕнчери ача-пăча кĕнекин кунĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та социаллă тетелсенчи хăйĕн страницисенче «Килсĕр йытă» кăларăма вулама сĕннĕ.
Ольга Васильева пухăннисене хайлавсене мĕнлерех çырни çинчен каласа пачĕ: «Ку кĕнекене эпĕ ятарласа вăтам классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕ. Малтан калавсемпе халапсем çуралчĕç, кайран повесть патне куçрăм. 2021 çулта Александр Галкинăн «Хаваслă ачасем» кĕнекине вуласа тухнăччĕ. Хайлавсенче сăнланă ĕç-пуç автобиографиллĕ. Çыравçă хăйĕн ачалăхĕ çинчен интереслĕ каласа кăтартать, класс пурнăçĕпе паллаштарать. Анчах та ку иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенчи арçын ачасемпе хĕр ачасен хаваслă вăхăчĕ. Хальхи тапхăра сăнлакан произведенисем вара чăваш литературинче çамрăк вулакансем валли çукпа пĕрех. Çавăнпа хамăн ума паянхи шкул ачисен пурнăçне сăнласа паракан хайлав шăрçаласчĕ тесе тĕллев лартрăм.
Çырма пуçланă чухне аслă хĕрĕм шăпах саккăрмĕш класра вĕренетчĕ. Вăл класс пурнăçĕнчи кăсăклă самантсене каласа паратчĕ. Тĕслĕхрен, повеçри «Тĕрĕслев ĕçĕ», «Квиз» сыпăксенчи ĕçсем чăннипех пулса иртнĕ. Хальхи вăхăтра библиотекăсем яш-кĕрĕме кĕнекесемпе туслаштарас тесе темĕн тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Манăн çакна та кăтартса парас килчĕ. Çавăнпа «Вулавăшра» сыпăкра Чăваш Республикин ачасемпе çамрăксен библиотекинчи пĕр тĕлпулăва сăнларăм. Саккăрмĕшсем кунта çамрăк писательсемпе паллашаççĕ. Çыравçăсен ячĕсене улăштармасăрах илсе патăм – Дмитрий Моисеев, Ирина Кошкина, Ольга Рубцова... Малтанах сăнарсен списокне турăм, кашниннех прототипĕ пур. Вĕрентекенсене те, ачасене те тĕрлĕрен сăнласа пама тăрăшрăм.
Калавсемпе халапсене хам курнă-илтнĕ пулăмсене тĕпе хурса çырнă. Паллах, шухăшласа кăларни те пур вĕсенче. Илемлĕ литература-çке. Кĕнекере Канаш районĕнчи Мăкăр кĕперĕн сăнарĕ пысăк вырăн йышăнать. Юлашки вăхăтра ун çинчен чылай çыраççĕ, калаçаççĕ, вăл текстсенче суя информаци нумай сарăлать. Палăкăн кун-çулне тĕпчемесĕр пĕли-пĕлми калаçни мана, Мăкăр ялĕнче çуралса ӳснĕскерне, питĕ хурлантарать, чуна ыраттарать. Çавăнпа ваттисем каласа панине тата архив докуменчĕсене тĕпе хурса «Кукаçи калавĕнче» Мăкăр кĕперĕн историне туллин уçса пама тăрăшрăм», – терĕ Ольга Леонидовна.
Ольга Иванова кăларăм редакторĕ алçырупа еплерех ĕçлени çинче чарăнса тăчĕ, ăна пĕтĕмĕшле хак пачĕ. «Повеçре хальхи вăхăтри хула шкулĕнче вĕренекен 8 «А» класс пурнăçĕ туллин тухса тăрать. Яшсемпе хĕрсем хушшинче тăрăшса пĕлÿ илекенни те, кахалраххи те, чеереххи те, кĕнеке вулама юратаканни те, телефона алăран вĕçертменни те тĕл пулать. Вĕсем тĕрлĕ пăтăрмаха тăтăшах лекеççĕ. Хайлаври кашни сăнарăн хăйĕн пăшăрханăвĕ-сĕмленĕвĕ. Калавсемпе халапсенче автор тăван тавралăха, тăват ураллă туссене юратмалли çинчен асăрхаттарать. Чуна пырса тивекен самант йышлă кĕнекере. «Килсĕр йытă» калава хăйне те çакăн йышшисен шутне кĕртес килет. Темиçе страницăрах прозаик этемĕн чурăслăхĕпе каппайлăхне, чĕр чунăн шанчăклăхĕпе ырăлăхне туллин кăтартса пама пултарнă. Кăларăм хуплашкинче сăнланнă Бим яланах килсĕр пулман иккен. Вăл ялта пурăннă, хуçисем те юратнă ăна. Эппин, мĕнле майпа Канаша пырса çакланнă-ха вăл? Хуравне пĕлес тесен хайлава вуласа тухмалла.
«Пӳрт уççийĕ» калав Натали аппан кун-çулĕпе паллаштарать, нумай çул иртсен те тăван ывăлне вăрçăран унчченхи пекех кĕтет вăл. Унăн япалисене типтерлĕ усрать, чашăк-кашăкне хатĕр тытать. Мĕн тери хăватлă ĕненӳ! Мĕн тери чикĕсĕр амăшĕн юратăвĕ!» – терĕ Ольга Михайловна.
Николай Осипова литературовед тата критик паянхи ачасен ĕç-хĕлне çутатса панине ырларĕ, авторăн чĕлхи илемлĕ пулнине палăртрĕ. Людмила Сачкова прозаик яланхи пек туллин тишкерчĕ хайлавсене. Повеçре диалогсем нумай-мĕн, çутçанталăка сăнлани сахалрах. «Чĕкеç пилĕ» халап – Ольга Васильева чăн-чăн писатель пулнине çирĕплетекен хайлав. «Килсĕр йытă» калаври шухăш та питĕ вăйлă. Кунта йытă кил пирĕштийĕн сăнарĕ пек тухса тăрать, анчах хĕрача çакна ăнланмасть», – терĕ Людмила Николаевна.
Ольга Васильевăна тăван чĕлхепе литературăна юратма вĕрентнĕ çынсенчен пĕри – Геронтий Никифоров Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ. Пулас çыравçă Шупашкарти Г.С. Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци лицейĕнче ăс пухнă чухнех калавсемпе повеçсем хайлама пуçланă-мĕн, «Букварьтен – илемлĕ литературăна çити» пултарулăх конкурсĕнче палăрнă. Кĕнекере вĕрентекен сăнарне еплерех уçса панине сăнанă Геронтий Лукьянович. Паянхи пурнăç ыйтăвĕсене хускатнишĕн автора тав турĕ.
«Хыпар» Издательство çурчĕн тĕп редакторĕн çумĕ Дмитрий Моисеев кăларăма пысăк хак пачĕ, «Саккăрмĕшсем» çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ. «Килсĕр йытă» – паянхи чăваш литератури çук текенсене хурав паракан кĕнеке. Повеçре пĕр вĕренӳ çулне сăнланă автор, паянхи çивĕч ыйтусене хускатнă: амăшĕ харăсах икĕ вырăнта ĕçлени, ашшĕ ачисене воспитани парас ĕçе хутшăнманни, çемье кредитпа пурăнни... Детальсем пĕлтерĕшлĕ кунта. Сăнарсем куç умне чĕррĕн тухса тăраççĕ. Пĕр тĕп герой пулманни ниме те пĕлтермест. Хайлав ячĕ хăех вăл саккăрмĕш класра вĕренекенсем çинчен пулнине систерет. Диалогсем нумаййи динамикăлăх кӳрет», – палăртрĕ Дмитрий Андреевич.
Светлана Асамат чăваш халăх поэчĕ хĕрӳ те туйăмлă калаçрĕ. «Ольга Васильева выльăх-чĕрлĕх чĕлхине пĕлни тĕлĕнтерет мана. Вăл йытă-кушак, качака-сурăх мĕн шухăшланине те тавçăраять. Чĕр чунсен пурнăçĕ этемĕнни пекех тĕрлĕрен пулнине кăтартса парать. Чуна хускатма пултарать», – терĕ Светлана Васильевна.
Ырă сăмах чылай янăрарĕ çĕнĕ кĕнеке уявĕнче. Ольга Васильевăна кашниех çирĕп сывлăх, хавхалану сунчĕ. «Килсĕр йытă» та хăйĕн вулаканне тупасса шансах тăратпăр.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ


Галерея

5 7 1 (1) 2 (1) 3 (1)