«Варкăш» хăни – Елена Аксупи çыравçă
25 сентября 2024
Авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци вулавăшĕнче çуллахи каникул хыççăн «Варкăш» литература клубĕ ĕçне малалла тăсрĕ. Хальхинче варкăшçăсем Елена Аксупин «Пилеш куççулĕ» кĕнекине сÿтсе яврĕç. Кăларăм кăçал Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă, унта калавсем кĕнĕ.Автор уява Чĕмпĕр хулинчен килсе çитрĕ. Елена Геннадиевна Тутар АССРĕнчи Аксу районĕнчи Беловка ялĕнче çуралнă, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи чăваш филологийĕпе культура факультетĕнчен вĕренсе тухсан Чĕмпĕрте тĕпленнĕ, çавăнтанпа Чĕмпĕр облаçĕнчи чăвашсен «Канаш» хаçатĕнче вăй хурать.
Кĕреке хуçине саламлама çыравçăсем, журналистсем, вĕрентекенсем, редакторсем тата ытти вулакансем пухăнчĕç. Малтанах автор хăй пурнăçĕпе паллаштарчĕ, литература çулĕ çине епле тухнине каласа пачĕ.
– Калавсем çырасси манăн журналистикăна пырса кĕнипе çыхăннă. Тата çакă та асра. Студент чухне эпир пурăнакан общежитие юмăç пăхакан арçын килсе çÿретчĕ. Пĕррехинче ман алла тытрĕ те: «Эсĕ Шупашкара вĕренме инçетрен килнĕ. Пурăна киле çыравçă пулатăн», – терĕ. Эпĕ ун чухне вĕрентекен специальноçне суйласа илнĕччĕ ĕнтĕ. Ун чухне ĕненмерĕм, халь, çулсем иртнĕ май, пăхатăп та: тĕрĕсех каланă иккен. Журналист пулнипе тĕрлĕ çĕре çитетĕп, такам шăпипе те паллашатăп. Чи интереслисене вара хайлавсем çырнă чухне тĕпе хуратăп, – терĕ Елена Геннадиевна.
Кĕнеке редакторĕ Ольга Федорова кăларăм хăйнеевĕрлĕхĕ çинчен кĕскен каласа пачĕ:
– Елена Геннадиевна хайлавĕсемпе паллашсан авторпа канашласа вĕсене сăнарсен çулĕсене кура вырнаçтартăм. Геройсен чĕлхи пуян, диалогĕсем чĕрĕ – кашнин характерне туллин уçса панă. Сюжечĕсем те çивĕч, вулама пуçласанах малалла мĕн пулассине пĕлес килет, – терĕ Ольга Леонидовна.
Ольга Австрийская çамрăк çыравçă хăтлавра кĕнекене яланхилле тĕплĕ тишкерчĕ:
– Пĕтĕмĕшле, калавсенче юратупа туслăх теми тĕпре. Елена Аксупин тĕп сăнарĕсем черчен чунлă, ырра шанаççĕ, йывăрлăхсене парăнмаççĕ, такăнсан та тăрса малалла утаççĕ, ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме ăнтăлаççĕ. «Хура куçри» Саша пĕчĕкренех суккăр. Ача ури çума килнĕ çынсенчен тахăшĕ пепке çине «юратса мар, кĕвĕçсе, вĕчĕрхенсе, тарăхса пăхнă» имĕш, çавăнпа ăна куç ÿкнĕ. Халĕ каччă шкултан вĕренсе тухнă, куçне операци тăвасса, вăл ăнăçлă иртессе чăтăмсăррăн кĕтет. Лирăпа паллашни ăна пушшех хавхалантарать.
«Çĕлĕк» калавра автор вулакана кӑсӑклантарса яма пӗлет. Пӗр-пӗрне юратакан Таньӑпа Сергей пуйӑсра пыраҫҫӗ. Хӗр каччине ашшӗ-амӑшӗпе паллаштарма илсе каять, вӗсене станцӑра кӗтсе илмелле, килте те сӗтел ури авӑнса ларать пуль. Сергей: «Тем питӗ ӗҫес килет, пуйӑсра пылак шыв сутакансем пулаканччӗ», – тесе калать те Таньӑна пӗчченех лартса хӑварать. Минут хыҫҫӑн минут иртет, яш таврӑнмасть. Хӗр пӑшӑрханса ӳкет, савнине шырать-шырать, тупаймасть. Мӗн тумалла? Киле пӗччен пырса кӗме намӑс. Ӑҫта ҫухалнӑ Сергей? Таня хыҫҫӑн вулакан таҫта та ҫитет, юлашкинчен чӑнлӑха пӗлетех.
Алексей Зотиков тележурналист тата Любовь Кудрявцева вĕрентекен «Пилеш куççулĕ» калава тимлĕх уйăрчĕç.
– «Пилеш куççулĕ» хайлава хаваспах вуласа тухрăм. Пилеш урлă çыравçă çын чунĕ ыратнине кăтартса панă. Ачасемшĕн питĕ усăллă та интереслĕ произведени ку, – пĕлтерчĕ шухăшне Любовь Васильевна.
– «Пилеш куççулĕ» тенине илтсен малтанах хĕрпе каччăн телейсĕр юратăвĕ çинчен пуль терĕм. Калава вуласа тухрăм. Йăнăшрăм иккен. Унта йывăçа шелсĕррĕн, вăрттăн касни çинчен сăмах пырать. «Айăплă» калав та шухăша ячĕ. Пĕрре йăнăшнă çын кайран çав йăнăшах тепре тумĕ-ши тесе пăшăрхантăм. Çыравçăн чĕлхи чĕрĕ, автор вырăнти сăмахсемпе те усă курать. Çакă калавсене пуянлатать, – палăртрĕ Алексей Валерьевич.
Кĕнеке хăтлавне хутшăнакансем Елена Аксупие вулакансене интереслĕ калавсен пуххи парнеленĕшĕн тав турĕç, малашне пысăкрах калăпăшлă хайлавсем çырасса шанса хавхалану, çирĕп сывлăх сунчĕç.