Вăй паракан сăмах
19 июня 2024
Нумай-нумай мĕльюн çын пурнăçне татнă, кашни çемьене инкек те асап кӳнĕ вăрçă пуçланнă куна — июнĕн 22-мĕшне — халĕ Асăну кунĕ тесе паллă тăватпăр. Тăван çĕршывăн аслă вăрçине манман эпир! Шел пулин те, фашизм каллех пуçне çĕклерĕ. Раççейĕн каллех вута хирĕç вутпа кĕрешме тивет.
2022 çултанпа ятарлă çар операцийĕ пырать. Халăх Раççей салтакĕсене май пур таран пулăшма тăрăшать. Республикăри профессиллĕ писательсен союзĕ те çак ĕçрен пăрăнмасть: масксетка çыхма, ăшă япаласем пухма, ытти ĕçсем тума хутшăнать. Окопри çынна чуна ăшăтакан, кăмăла çĕклекен, хавхалану кӳрекен сăмах, тав сăмахĕ, темрен те ытларах кирлине çыравçăсем лайăх ăнланаççĕ. Çавна шута илсе çар операцине хутшăнакансене халалланă сăвă кĕнеки пухса хатĕрлерĕç. Çыравçăсен пуçарăвне республика пуçлăхĕ ырласа йышăнчĕ. Сăвăсен пуххи Чăваш кĕнеке издательствинче «Zа победу! Çĕнтерӳшĕн!» ятпа пичетленсе те тухрĕ. Кĕсьене кĕмелле тăпăл-тăпăл форматпа, анчах хулăн хуплашкапа кăларнă ăна.
Асăну кунĕччен кăшт маларах, июнĕн 18-мĕшĕнче, Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче çĕнĕ кĕнекене анлăн хăтларĕç, хакларĕç. Хăтлава республика Пуçлăхĕ О.А. Николаев хăй хутшăнчĕ, сăмах тухса каларĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнакансене халалланă кĕнекене вăл пысăк хак пачĕ, ăна пухса хатĕрленĕ Г.А. Антоновăпа С.Д. Гордеевăна Тав çырăвĕсемпе чысларĕ.
Кĕнеке уявĕнче чăваш халăх поэчĕ Ю.С. Сементер, Республикăри профессиллĕ писательсен союзĕн председателĕ О.Г. Куликова, сăвăсен пуххине хатĕрленĕ Г.А. Антоновăпа С.Д. Гордеева тухса калаçрĕç.
Кăларăмра вулакан чунне витĕрех пырса тивекен сăвăсем сахал мар. Вĕсемпе Республикăри вырăс драма театрĕн, К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн тата Республикăри çамрăксен театрĕн артисчĕсем паллаштарчĕç. Оперăпа балет театрĕн артисчĕсем хăтлава пухăннă çынсем валли (вĕсем хушшинче ятарлă çар операцине хутшăнакансен тăванĕсем те пурччĕ) пурин чунне те хускатакан паллă юрăсене шăрантарчĕç.
Çакна та каласа хăвармалла: çыравçăсем çар операцине Чăваш Республикинчен кайнă салтаксем валли «Zа победу! Çĕнтерӳшĕн!» кĕнекене хăйсен шучĕпе 100 экземпляр ытла туяннă. Кĕнекесем кĕçех çарти ентешсем патне çитĕç.
Галина МАТВЕЕВА