«Уявсен кăшăлĕ. Наши праздники» кăларăм тата открытка пуххи пичетленсе тухрĕç
02 апреля 2024
Ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче, Ханс Кристиан Андерсен юмахçăн çуралнă кунĕнче, çулсеренех Пĕтĕм тĕнчери ача-пăча кĕнекин кунне уявлаççĕ. Ăна 1967 çулта Пĕтĕм тĕнчери ача-пăча кĕнекин канашĕ (IBBY) йĕркеленĕ. Уява ирттерме сĕнекенĕ – Йелле Лепман нимĕç çыравçи. Çак праçника юлашки çулсенче пирĕн çĕршывра та анлă паллă тăва пуçларĕç. Кунта, паллах, библиотекăсен тӳпи уйрăмах пысăк.
Шăпах паян Чăваш кĕнеке издательствинче «Уявсен кăшăлĕ. Наши праздники» коллективлă сборник тата открытка пуххи пичетленсе тухрĕç. Кăларăма пухса хатĕрлекенĕ тата редакторĕ – Ольга Федорова, ӳнерçи – Екатерина Васильева. Тиражĕ – 1500 экземпляр.
Çĕнĕ кĕнеке уявсемпе çыхăнни ятĕнченех паллă. Вăл вун икĕ пайран тăрать. Сăвă пуххине официаллă патшалăх, наци, халăхсем хушшинчи тата ытти уявсем кĕнĕ. Вĕсем çинчен ачасене кăна мар, çитĕннисене те вуласа пĕлме кăсăклă пулĕ. Ольга Федорова палăртнă тăрăх, датăсене календарьти йĕркепе мар, уявсен пĕлтерĕшне кура вырнаçтарнă. Паллашу кăрлач уйăхĕнчен – Çĕнĕ çулран – пуçланать. Малтан уяв çинчен икĕ чĕлхепе – чăвашла тата вырăсла – çырса панă, унтан чăваш поэчĕсен сăввисене вырнаçтарнă. Тĕрлĕ праçника халалланă вырăсла сăвă интернетра та пайтах, чăвашлисене тупма вара çăмăлах мар, ятарласа шырамалла. «Уявсен кăшăлĕ» çак ĕçе çăмăллатма пултарать. Авторсен йышĕнче паллă писательсем те (Петĕр Хусанкай, Николай Теветкел, Юрий Сементер, Петĕр Яккусен, Александр Алка, Марина Карягина, Слован Савгай, Петĕр Çăлкуç, Валентина Тарават, Николай Ишентей, Светлана Асамат, Раиса Сарпи, Лидия Сарине, Зоя Сывлăмпи, Раиса Воробьева, Нина Пăрчăкан, Николай Симунов, Людмила Смолина т. ыт. те), çамрăксем те (Лариса Петрова, Олеся Михайлова, Ольга Австрийская) пур.
Кашни пай вĕçĕнче «Сире пĕлме» ярăмра ытти паллă кунсемпе интереслĕ пулăмсем çинчен асăннă. Тĕслĕхрен, нарăс уйăхĕнче – Ы сас паллин кунĕ (нарăсăн 2-мĕшĕ), Кил управçин (Хĕрт-сурт) кунĕ (нарăсăн 10-мĕшĕ), Пĕтĕм тĕнчери кĕнеке парнелекенсен кунĕ (нарăсăн 14-мĕшĕ), Пĕтĕм тĕнчери юмахсем каласа памалли кун (нарăсăн 26-мĕшĕ); пуш уйăхĕнче – Кушаксен кунĕ (пушăн 1-мĕшĕ), Пĕтĕм тĕнчери çыравçă кунĕ (пушăн 3-мĕшĕ), Çăварни. Кăларăмпа пĕрлех открытка пуххи те хатĕрленĕ. Пурĕ 7 открытка: Çуралнă кун ячĕпе, Çĕнĕ çул ячĕпе, Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин кунĕ ячĕпе, Мартăн 8-мĕшĕпе, Çемье, юратупа шанчăклăх кунĕ ячĕпе, Пĕлӳ кунĕ ячĕпе, Анне кунĕ ячĕпе. Вĕсене пурне те Екатерина Васильева иллюстратор ӳкернĕ.
Ольга ИВАНОВА