Ушанар Касаккассинчен инçе мар
05 апреля 2024
Чăваш кĕнеке издательствинче тухнă черетлĕ кĕнекинче Станислав Николаевич Никоноров хăйĕн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе анлăн паллаштарать.
Поэзие юратакансем Станислав Сатур пултарулăхне «Юхăмра», «Эпĕ» виçе», «Чĕнӳллĕ çул», «Станислав Сатур сăввисем. Стихотворения Станислава Садура», «Кĕр ванчăкĕ» тата ытти кĕнекисем тăрăх пĕлеççĕ. «Тăван Атăл» журналта та сăввисем курăнсах тăраççĕ. Çĕнĕ кĕнекесене хăтланă чух унта хутшăннă çыравçăсем, литература тĕпчевçисем, чăваш поэзине сăнаса пыракан вулакансем унăн тарăн шухăшлă, сăнарлă сăввисене пысăк хак паратчĕç. Çакă хаклав хăйне хавхалантарнă та пулĕ, анчах массăллă вулакан патне çитсех кайман.
Чăваш кĕнеке издательствинче тухнă черетлĕ кĕнекинче Станислав Николаевич Никоноров хăйĕн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе анлăн паллаштарать. Автор ăна «Иртни патне эп кĕтĕм çула май... Я к прошлому зашел на огонек...» тесе ят панă.
Кĕнеке автобиографирен пуçланать. Кăсăклă самант — автобиографие малалла тăсакан таблица. Унта Станислав Сатур хăйĕн пурнăçне Çеçпĕл Мишшин кĕске кун-çулĕпе танлаштарса темĕн чухлĕ пĕрпеклĕх тупать: иккĕшĕ те пĕр тăрăхра çуралнă (Ушанарпа Касаккасси Шĕкĕр – юнашар ялсем), пуçламăш шкула иккĕшĕ те сакăр çулта кайнă, иккĕшĕ те ачаран ура чирĕпе асапланнă, икĕ çамрăк ачара пурте пулас ӳнерçĕсене курнă, иккĕшĕ те пĕр ӳсĕмре çурма тăлăх юлнă, иккĕшĕ те сăвăç чунĕпе çут тĕнчене килнĕ, мĕн ачаран купăс калама юратнă, иккĕшĕ те виçĕ çул вĕреннĕ хыççăн професси илнĕ, Çеçпĕлпе Сатур иккĕшĕ те (тĕрлĕ вăхăтра ĕнтĕ) Киеври çар округĕн вĕренӳ полкĕнче радиопа телеграф ĕçне вĕреннĕ, иккĕшĕ те çамрăклах вăрçă тӳссе ирттернĕ, нумай виле курнă, Çеçпĕл — юратнă çыннипе, Сатур пулас мăшăрĕпе июнь уйăхĕнче паллашнă тата ытти те, тата ытти те.
Хальччен Станислав Сатура сăвăç пек кăна пĕлекенсем ку кăларăмра унăн пултарулăхĕн тепĕр енĕпе паллашĕç. Кĕнекен пĕрремĕш пайне автор хăй сăмах ăстисен произведенийĕсем çинчен çырнă литературăпа критика статйисемпе рецензийĕсене, публицистика жанрĕпе тата тĕнчекурăмпа çыхăннă ĕçĕсене кĕртнĕ, 4-мĕш стройтрестри 46-мĕш строительство управленийĕнчи комсомол организацине ертсе пынă чух хаçат-журналта пичетленнĕ статйисемпе интервьюсем те пур. Хăй каланă тăрăх, вырăсла тухса тăнă хаçатсенчи çак малтанхи ĕçсем ăна пултарулăхра малалла ăнтăлма хавхалантарнă.
Кĕнекен иккĕмĕш пайĕнче — Чăваш Республикин ăслăлăхĕпе культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕсен пысăк йышĕ Станислав Никоноров пултарулăхне хакланă, ун хайлавĕсене тишкернĕ ĕçсем.
«Иртни патне эп кĕтĕм çула май... Я к прошлому зашел на огонек...» кĕнекери статьясем вырăсла е чăвашла тухса тăракан пичет кăларăмĕсенче тĕрлĕ вăхăтра кун çути курнă, пĕрремĕш хут пичетленнисем те пур.
Галина АНТОНОВА