Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Управ вырăнсене юмах кĕнекипе пĕрле çитсе курма пулать

06 марта 2024

«Эпир пурăнакан çĕр тĕлĕнмелле илемлĕ, ун çинче капăр чечексем ÿсеççĕ, ешĕл курăк ешерет, тĕрлĕ йывăç ÿсет, чĕрчун пурăнать. Урамра утса пынă чух телефонран хăпăр та тавралăха сăнăр-ха – пирĕн çутçанталăк питĕ илемлĕ, хăйне евĕр пулнине асăрхатăр. Эпĕ çак кĕнекепе пĕрле сире Чăваш Республики тăрăх управ вырăнсене, çутçанталăк палăкĕсемпе илемлĕ кĕтессене çулçÿреве чĕнесшĕн. Кăларăмра Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ ÿсен-тăранпа чĕрчунсене тĕл пулатăр», – тесе йыхравлать вулакансене нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă кăларăм. «Заповедные места Чувашии. Чăваш Енри управ вырăнсем» ятлă вăл, авторĕ – Ольга Васильева, ÿнерçи – Юлия Лутошкина. Кĕнекене вырăсла тата чăвашла хатĕрленĕ, вăл кутăн-пуçăн çавăрса вуламаллискер.

Юмахăн тĕп сăнарĕсем – Кĕскехÿре тыркас çурипе Тяпка пăрăнтăк çури. Вĕсем кÿршĕллĕ пурăнаççĕ, тыркас çури ыталарах шăтăкĕнче кĕнеке вуласа ларма юратать пулсан унăн тусĕ вара выляма кăмăллать. Пĕррехинче Тяпка Кĕскехÿрене Чăваш Енри илемлĕ вырăнсене çитсе курма сĕнет. Çапла туссем çула тухаççĕ.

Çулçÿрев «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕнчен пуçланать, унтан чĕрчунсем «Сăрьен» çутçанталăк заповедникне çитеççĕ. Вĕсене Атăл карăкĕ кĕтсе илет.

Ун хыççăн çулçÿревçĕсем республикăри чылай заказникра пулса кураççĕ, унти чĕрчунсемпе паллашаççĕ, курăк-чечек курса тĕлĕнеççĕ. Кĕнекере пĕлтерĕшлĕ информацие тĕрлĕ тĕспе çырса кăтартнă. Сыпăк вĕçĕнче вара пĕр-пĕр ĕç пурнăçламалла. Кăларăмри вырăс тексчĕпе чăвашли пĕр килеççĕ, анчах ĕçĕсем – расна. Вĕсем ансат, çапах та пурнăçланă чухне тимлĕ пулмалла, кĕнекене вуласан ачасем пурне те çăмăллăнах тăвайĕç.

Управ вырăнсене çитсе килсен туссем парксене кайса курма шутлаççĕ. Шупашкарта «Гузовский ращи» паркра шăпах вĕсен тусĕ Шăрçапи пакша пурăнать. Çулçÿрев малалла тăсăлать. Канаш хулине çитсен Йĕпçăмха чĕрĕппе паллашаççĕ. «...Эпĕ кунта тахçанах пурăнатăп. Мана хамăн парк питĕ килĕшет. Çапах та ытти илемлĕ çутçанталăк вырăнĕсене те çитсе курас килет. Мĕнлерех-ши вĕсем?» – тет вăл туссене.

Йыш пысăкланать, малалла пĕрле çула тухаççĕ, Чăваш Республикинчи пур округри илемлĕ çутçанталăк вырăнĕсене çитсе килеççĕ. «Чи кирли – пирĕн çак илеме упраса хăвармалла. Çÿп-çапа ăçта кирлĕ унта пăрахмалла мар, вăрманта кăвайт чĕртме, курăка çунтарма юрамасть. Илемлĕ чечеке, курăка таптама, татма ан васкăр, тен, вăл юлашки пулса тăрĕ», – çапларах пĕлтерĕшлĕ шухăш патне тухаççĕ туссем юмах вĕçĕнче.

Кĕнекепе пĕрле сĕтел çи вăййи те пур.

Подробнее о книге...

 


Галерея

Заповедные места Чувашии_Обложка-1 (1) Заповедные места Чувашии_чув 1-54 постр чув-48 1-54 постр чув-43 1-54 постр чув-14 1-54 постр чув-9