Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Улькка Эльменĕн «Пурнăç сулăнка лексен…» кĕнеки кун çути курчĕ

12 января 2023

Улькка Эльмен тесессĕн вулаканăн куçĕ умне тÿрех «Ма инçе-ши çăлтăрăм?», «Кая юлнă ӳкĕнӳ», «Çирĕп чунлисем телейлĕ», «Упраймарăм сана...» кĕнекесем тухса тăраççĕ. Паллă чăваш прозаикĕн сăнарĕсем тăван литературăна юратакансен чĕрине тахçанах кĕрсе вырнаçнă ĕнтĕ. «Упраймарăм сана...» виçĕ томлă романри Машăн шăпи кама кăна пăшăрхантармарĕ, тавлаштармарĕ пулĕ. Библиотекăсемпе культура çурчĕсенче мĕн чухлĕ тĕлпулу иртрĕ! Ольга Геннадьевна çитĕнекен ăру валли те шăрçалать. Шкулта вĕренекенсем унăн «Сарă кĕпе», «Кушак» хайлав пуххийĕсене пĕлеççĕ. Вĕсен алçырăвĕсем ачасемпе çамрăксем валли çырнă произведенисен конкурсĕсенче çĕнтернĕ.
Улькка Эльмен 1961 çулхи çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Авшак Эльмен ялĕнче çуралнă. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн чăваш чĕлхипе литератури уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă. Нурăсри тата Санарпуçĕнчи вăтам шкулсенче, районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатра, «Капкăн» журналта, акционерсен «Вурнарыдорстрой» уçă пĕрлешĕвĕнче вăй хунă. Хальхи вăхăтра – «Чăваш Республикинчи профессионал писательсен союзĕ» общество организацийĕн председателĕ.
Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче Улькка Эльменĕн черетлĕ кăларăмĕ пичетленсе тухрĕ – «Пурнăç сулăнка лексен...». Унăн редакторĕ – О.М. Иванова, ÿнерçи – А.И. Алексеев. Тиражĕ – 1000 экземпляр. Вулакансем чăтăмсăррăн кĕтнĕ çĕнĕ романăн сюжечĕ хивре аталанать. Тĕп сăнара – Таисия Краснова федераллă судьяна – пĕрисем хисеплеççĕ, теприсем ăмсанаççĕ, вăрттăн юратакансем те пур. Хăй вара, пуçĕпех ĕçе путнăскер, тӳре тивĕçĕсене саккунпа килĕшӳллĕн пурнăçласси, ашшĕпе амăшĕн тата Ильяс Магомедович аслă судьян шанăçне тӳрре кăларасси çинчен çеç шухăшлать. Паллах, ача чухнех Уголовлă кодекс вуласа ÿснĕ хĕр урăх професси суйлама та пултарайман. Тĕрĕслĕхе юратакан, яваплăха çивĕч туякан ашшĕн тĕслĕхĕ те витĕм кÿнĕ ахăртнех.
Апла пулин те вăхăтăн-вăхăтăн хĕр чĕри хăй пирки аса илтеретех – темшĕн тунсăхлать, теме кĕтет. «Мĕн ырри тунă-ха эпĕ çак пурнăçра? Мĕншĕн тата камшăн пурăнатăп? Малашлăхран мĕн кĕтетĕп?» – çакăн евĕрлĕ ыйтусемпе тĕмсĕлет вăтăр çула çывхарса пыракан Таисия Краснова.
Суд сакки çинче ларакан Александр Тихонова курсан Тайăн шухăш-кăмăлĕ тĕпренех улшăнать. Тӳре айăпланакана килĕштерме пуçлать, туйăмсен авăрне чăмать. Ăс-тăн хушнине те, çынсем асăрхаттарнине те итлемест вăл. Юрату вутне шыв сапса сӳнтереймĕн çав. Савнă çыншăн тем тума та хатĕр Таисия Краснова... «Аннеçĕм, ăнлан мана, юрататăп эп ăна, унсăр пурнăç çук. Пĕрремĕш хутчен çапла вăйлă юрататăп, анне. Аса ил-ха, эсĕ те аттене юратнă. Эпир санпа хамăр юратушăн вута кĕме те, шывра путма та хатĕр çынсем. Аннеçĕм, эпĕ айăплă мар кунта. Эсир, аттепе иксĕр, мана çапла çуратса янă...» – амăшне чунне уçать хĕрĕ.
Мĕнпе вĕçленĕ-ши ку ăнтăлу? Ыйту хуравне «Пурнăç сулăнка лексен...» романпа паллашсан пĕлме пулать.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ

Купить эту книгу (кунта пуссан ку кӗнекене илме пулать)


Галерея

Улькка Эльмен Улькка Эльмен-Пурнăç сулăнка лексен...