Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Улькка Эльменĕн «Пурнăç сулăнка лексен...» кĕнекин презентацийĕ иртрĕ

13 сентября 2023

Авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин наци библиотекинче Улькка Эльменĕн «Пурнăç сулăнка лексен...» романĕн презентацийĕ иртрĕ. Кăларăм Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленнĕ. Ăна пахалама прозаиксемпе поэтсем, литературоведсемпе критиксем, журналистсемпе вулавăш ĕçченĕсем йышлăн пуçтарăнчĕç.
Вулакансем Улькка Эльменĕн кашни кĕнекине чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, юратса вулаççĕ. Çĕнĕ произведени те вĕсен йышне пуянлатасси куçкĕрет. Романăн сюжечĕ хивре аталанать. Тĕп сăнара – Таисия Краснова федераллă судьяна – пĕрисем хисеплеççĕ, теприсем ăмсанаççĕ, вăрттăн юратакансем те пур. Хăй вара, пуçĕпех ĕçе путнăскер, тӳре тивĕçĕсене саккунпа килĕшӳллĕн пурнăçласси, ашшĕпе амăшĕн тата Ильяс Магомедович аслă судьян шанăçне тӳрре кăларасси çинчен çеç шухăшлать. Паллах, ача чухнех Уголовлă кодекс вуласа ӳснĕ хĕр урăх професси суйлама та пултарайман. Тĕрĕслĕхе юратакан, яваплăха çивĕч туякан ашшĕн тĕслĕхĕ те витĕм кӳнĕ ахăртнех.
Апла пулин те вăхăтăн-вăхăтăн хĕр чĕри хăй пирки аса илтеретех – темшĕн тунсăхлать, теме кĕтет. Суд сакки çинче ларакан Александр Тихонова курсан Тайăн шухăш-кăмăлĕ тĕпренех улшăнать. Тӳре айăпланакана килĕштерме пуçлать, туйăмсен авăрне чăмать.
Ольга Геннадьевна произведение мĕнлерех хайлани, мĕне тĕпе хуни çинче чарăнса тăчĕ: «Романа икĕ çул çыртăм. Ун никĕсĕнче – чăн пулнă истори. Ку ĕç-пуçа пысăк должноçра тăрăшакан çын каласа пачĕ мана. Çырма лариччен нумай шухăшласа çӳрерĕм. Таиçĕн ыттисене тĕслĕх кăтартмалла пек, вăл вара туйăмсем хыççăн кайса ĕçне те, çывăх çыннисене те çухатать, шанăçран тухать. Çавăн пек ăссăрла хăтланни, хăвна тытса чарайманни мĕн патне илсе çитерме пултарнине кăтартса парас килчĕ манăн. Анчах героиня пурнăçра йăнăшсем тусан та пусăрăнмасть, йăлт тӳссе ирттерет, вăйланать. Каярахпа хăйĕн пекех йăнăшакансене, инкеке лекнĕ çынсене пулăшма пуçлать. Анатолий – çемçерех кăмăллă сăнар. Таиç ăна та витĕм кӳрет. Унпа хутшăннă май арçын хăюланать, çирĕпленет. Романа çырса пĕтернĕ хыççăн çирĕм хут та вуласа тухса тӳрлетрĕм, кашнинчех мĕн те пулин улăштармалли тупăнатчĕ. Халĕ кĕнекене вулакан хак патăр».
Чăваш кĕнеке издательствин илемлĕ литература редакторĕ Ольга Иванова авторпа килĕштерсе ĕçленине палăртрĕ. «Ăс-тăн хушнине те, çынсем асăрхаттарнине те итлемест Таисия Краснова. Савнă çыншăн тем тума та хатĕр вăл. Юрату вутне шыв сапса сӳнтереймĕн çав. Сăнар туйăмсен ытамне путнине питĕ ĕненмелле çырса панă Ольга Геннадьевна. Тайăна хурлакансем, тиркекенсем пайтах пулĕç, анчах ăна путарса лартиччен унăн кайранхи ĕç-хĕлне те хак парасчĕ, ӳкерчĕке пĕтĕмĕшле курасчĕ. Героиня хăйĕн йăнăшне ăнланса илет, тӳрĕ çул çине тăрать. Çавăнпа ăна пуçĕпех пĕтнĕ теме çук», – терĕ Ольга Михайловна.
Людмила Сачкова прозаик романа икĕ эрне вуланă-мĕн – тĕплĕн те васкамасăр. «Сюжет аталанăвĕ, конфликт – йăлт вырăнлă. Сăнарсен портречĕсем тулли, характерсене кăтартса пама пултарнă. Чи вăйлă характерсем, паллах, Александр Тихоновпа Таисия Красновăн. Улькка Эльмен çутçанталăка та сăнлама пĕлет. Ку ӳкерчĕксем илемлĕ», – терĕ Людмила Николаевна.
Юрий Артемьев критик, литературовед та «Пурнăç сулăнка лексен...» романпа кăсăклансах паллашнă. «Автор Таисийăпа Анатолие мĕн пуçламăшĕнчен вĕçне çитиччен уйăрса тытса пырать. Психологизма вăйлатать ку, вулаканăн тӳсĕмлĕхне те тĕрĕслет. Толя – интереслĕ тип. Йăлт чăтать, хуçăлмасть. Ĕçтешĕ ирсĕррĕн улталасан та кӳренмест ăна, çапăçмасть, ăшă вырăншăн çунмасть. Тепĕр çĕре çитсен те çухалса каймасть вăл. Пăхма çеç йăваш, чăннипе вăйлă тип. Ăна çав енчен курмалла. Таса мелсемпе кĕрешет Анатолий. Ылтăн хакĕпе çӳрекен çын вăл. Тайăн кӳрши Варвара Моисеевна вилĕмсĕр типсен шутне кĕрет. Ун ялан усал ĕç тумалла. Кĕвĕçӳ шалтан кăшлать ăна. Тая вĕтелсе кайса кĕрешмест. Романри характерсем пулса çитнĕ. Ку авторăн пĕрремĕш кĕнеки марри сисĕнет», – тишкерчĕ Юрий Михайлович.
Хăтлавра чылай ăшă сăмах, канаш-сунăм янăрарĕ. Тĕлпулу вĕçĕнче Ольга Геннадьевна пурне те тав турĕ, сĕнӳсем ăна çĕнĕ романа калăпланă чухне пулăшасса шаннине пĕлтерчĕ.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ


Галерея

1 2 3 4 5 6 7 8 9 10