Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Улькка Эльменĕн «Интернетри юрату» кĕнеки кун çути курчĕ

26 июля 2024

Интернет, тĕрлĕ гаджет анлă сарăлнă май яш-кĕрĕм пĕр-пĕринпе виртуаллă тĕнчере паллашасси самаях вăй илчĕ. Асатте-асаннесен вăхăтĕнчи пек никам та улаха тухмасть, вăйăра савни шырамасть халь. Статистика пĕтĕмлетĕвĕсене ĕненес пулсан юлашки вăхăтра социаллă тетелсем пулăшнипе паллашакансен йышĕ палăрмаллах ӳснĕ. Унта вара темле шухăшлă этем те ларать. Çепĕç çырусем ăсатакан, япшар пуплекен маттур каччă усал шухăшлă çын та пулма пултарать. Çавăнпа чиперуксен тимлĕхе çухатмалла мар, çĕнĕ юлташа чуна уçма васкамалла мар. Унсăрăн инкек патне çитесси те часах.

Шăпах çакнашкал шухăшсем патне пырса тухатăн Улькка Эльменĕн çĕнĕ кăларăмне вуланă май. Вăл, «Интернетри юрату» ятлăскер, нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курчĕ. Унăн алçырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2023 çулхи конкурсĕнче çĕнтернĕ. Конкурса Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2011 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче йышăннă постановленипе килĕшӳллĕн йĕркеленĕ. Кĕнекен редакторĕ – Ольга Иванова, ӳнерçи – Анна Никонорова. Тиражĕ – 1000 экземпляр.

Повеçри ĕçсем вуннăмĕш класра вĕренекен яшсемпе хĕрсем тавра пулса иртеççĕ. Çамрăксен кашнин хăйĕн пăшăрханăвĕ, ĕмĕчĕсем. Ашшĕ-амăшĕ ывăлĕ-хĕрне пур чухне те ăнланаймасть, вĕсен пурнăç йĕркине йышăнаймасть. Çавна май хирĕçтăру сике-сике тухать. Тĕслĕхрен, Дима Егоров амăшне тăтăшах кӳренет, компьютер умĕнче нумай ларнишĕн асăрхаттарни, йăмăкне пăхма пулăшма тивни тарăхтарать качча.

Катя Кулагина та хăй шухăшне аслисем умĕнче уççăн палăртайманнипе кăмăлсăр. Çулталăк майлă вăл Арăслан ятлă çамрăкпа интернетра çыру çӳретет. Каччă та килти лару-тăрупа кăмăлсăр, хĕр патне çапларах шăрçалать: «Интернет кăна чăтать мана, хирĕç каламасть, пӳлмест. Кунта темĕн те çырма пулать. Никам та кулмасть, палламасть мана. Акă санпа та интернетра паллашрăм. Мана ăнланатăн пек туйăнать. Пурнăçра никам та теприне итлесшĕн мар, кашниех хăйшĕн пурăнать. Ялан васкаççĕ. Пурте пĕр-пĕрне хĕсĕрлесшĕн, путарасшăн». Арăслан чăннипе кам пулнине Катя каярахпа кăна тавçăрса илет.

Çав хушăрах тулли çемьере ӳсекенсене те телейлĕ тееймĕн. Коля Петровпа Лариса Игнатьевăн ашшĕ-амăшĕ ĕç ăшне путнă. Ачисем валли вăхăчĕ те, чун хавалĕ те юлмасть вĕсен. Кольăн укçи-тенки те, чаплă япали те ытлашшипех. Часах вăл иккĕленӳллĕ ушкăнсемпе çыхланса каять, сиенлĕ йăласемпе туслашать... Ларисăна ашшĕ юратать-ха, анчах амаçури амăшĕ килĕштерсех каймасть-мĕн. Пике виртуаллă хутлăха пуçĕпех чăмать, кĕç пăтăрмаха çакланать...

Кăткăс лару-тăрура çамрăксем чăнлăхран тарса интернетра ăшăлăхпа ăнлану шыраççĕ. Хăшĕн-пĕрин чĕрине юрату çулăмĕ те хыпса илет. Вăл çунтарса яма та, хавхалану кӳме те пултарать…

Улькка Эльменĕн çĕнĕ кĕнеки яшсемпе хĕрсемшĕн кăна мар, ашшĕ-амăшĕшĕн те интереслĕ, усăллă пулĕ, мĕншĕн тесен автор повеçре паянхи çивĕч ыйтусене хускатнă, кулленхи йывăрлăхсене татса памалли çул-йĕре тĕпченĕ, сăнарсене ĕнентерӳллĕ калăпланă.

 

Автор çинчен

Улькка Эльмен (Ольга Геннадьевна Куликова) 1961 çулхи çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Авшак Эльмен ялĕнче çуралнă. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн чăваш чĕлхипе литератури уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă. Нурăсри тата Санарпуçĕнчи вăтам шкулсенче, районти «Çĕнтерӳ çулĕ» хаçатра, «Капкăн» журналта, акционерсен «Вурнарыдорстрой» уçă пĕрлешĕвĕнче вăй хунă. Хальхи вăхăтра – «Чăваш Республикинчи профессионал писательсен союзĕ» общество организацийĕн председателĕ.

Малтанхи калавĕсемпе повеçĕсем район хаçатĕнче, «Ялав», «Тăван Атăл», «Çилçунат» журналсенче кун çути курнă. Улькка Эльмен 2002 çултанпа Раççей Писателĕсен союзĕн членĕ. Унăн уйрăммăн пичетленсе тухнă кĕнекисем: «Ма инçе-ши çăлтăрăм?» (2001), «Кая юлнă ӳкĕнӳ» (2002), «Çирĕп чунлисем телейлĕ» (2010), виçĕ томлă «Упраймарăм сана…» роман (пĕрремĕш кĕнеке – 2012, иккĕмĕш кĕнеке – 2015, виççĕмĕш кĕнеке – 2018), «Пурнăç сулăнка лексен…» (2022); ачасем валли – «Сарă кĕпе» (2016), «Кушак» (2021). «Анне çăкăрĕ йӳçĕхмест» калавĕ «Инкеклĕ телей» коллективлă сборника кĕнĕ, «Акăшсем» хайлавĕ – «Çул кайăкĕ» кăларăма.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ

Подробнее о книге...


Галерея

Улькка Эльмен_Интернетри юрату Улькка Эльмен