Уçлăх юмахĕсем – вырăсла тата чăвашла
15 ноября 2024
Людмила Симонова çыравçă, куçаруçă тата вĕрентекен Чăваш Енрен аякра çуралса ӳснĕ. Вăл 1946 çулхи пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче Красноярск тăрăхăнчи Раздольное поселокĕнче кун çути курнă. Туимри пуçламăш шкулта, Дивногорскри рабочи çамрăкĕсен шкулĕнче вĕреннĕ, Красноярскри патшалăх педагогика институчĕн филологи факультетĕнче аслă пĕлӳ илнĕ. Красноярск тăрăхĕнчи Дивногорскри 1-мĕш номерлĕ вăтам шкулта вĕрентекенре, «Огни Енисея», «Волгодонская правда» хаçатсен редакцийĕсенче корреспондентра тăрăшнă. 1973 çулта вара шăпа ăна Чăваш Ене илсе çитернĕ.
Ачаранпах литературăпа туслăскер, Людмила Павловна кунта та пултарулăх ĕçĕнчен пăрăнман. Çĕнĕ Шупашкарти 5-мĕш номерлĕ, Шупашкарти 47-мĕш номерлĕ вăтам шкулсенче вĕрентекенре, «Молодой коммунист» хаçатра корреспондентра, Шупашкарти ача-пăча пултарулăхĕн çуртĕнче методистра тимленĕ хушăрах сăвă-юмах шăрçаланă, кĕнекесем кăларнă. Каярахпа чăваш поэчĕсен хайлавĕсене вырăсла куçарма пуçланă. Вăл тăрăшнипе Николай Теветкелĕн, Юрий Сементерĕн, Юрий Айташăн, Раиса Сарпин, Николай Ишентейĕн, Зоя Сывлăмпин, Галина Матвеевăн, Раиса Воробьевăн, Людмила Николаевăн тата ытти авторăн произведенийĕсем вырăс вулаканĕ патне çитнĕ.
Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Людмила Симоновăн «Лети, лети, звездочка! Вĕç, вĕç, çăлтăр!» кăларăмĕ пичетленсе тухрĕ. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕскерне уçлăх юмахĕсем кĕнĕ. Вĕсене чăвашла Ольга Австрийская тата Лариса Петрова çамрăк çыравçăсем куçарнă. Ӳнерçи – Светлана Бритвина. Тиражĕ – 1000 экземпляр.
«Вĕç, вĕç, çăлтăр!» çăлтăрсен тĕлĕнмелле çемйипе паллаштарать. Вĕсенчен чи пĕчĕкки – Оя – пуринпе пĕрле Çăлтăрсен парадне хатĕрленет. Уявра пурте савăнаççĕ, ташлаççĕ. Пĕр ватă çăлтăр кăна кăмăлсăр: «Пĕчĕк Ойăн ăнăçăвне тӳссе ирттерме ăна питĕ хĕн пулни тӳрех курăннă. Хайхи çăлтăр пит-куçне вĕçĕмсĕр пĕркелентернĕ, мăртлатнă, çамрăк çăлтăрчăк енне усаллăн тинкернĕ». Оя ăна чăнласах шеллет. Анчах усалпа тулса ларнă чуна мĕнле тĕрев парайăн? Пĕррехинче Оя таçтан аякран пулăшу ыйтнине илтет те çула тухать. Çамрăк çăлтăрчăк мĕн-мĕн курнине, ăçта пулнине пĕлес тесен хайлава вуласа тухмалла.
Иккĕмĕш юмахри – «Якур ĕмĕтĕнчи» – арçын ача космонавт пуласшăн, аякри çăлтăрсем патне çитсе курасшăн. Ачан çуралнă кунне чăн-чăн асамçă килсе çитет те ун ĕмĕтне пурнăçа кĕртме пулăшать. «Ĕненсен, тăрăшсан çут ĕмĕт пурнăçланатех», – тесшĕн автор вулакансене. Акă мĕнлерех планета çине çитет Якур:
Карап ларсан ку вырăна
Кĕç илĕртрĕ ытти.
Çумрах ак шыв сикки курнать.
Якур пăхать мала.
Кунта пĕр халăх пит васкать –
Кĕтеççĕ пулмалла.
«Салам, юлташ! Салам, тăван!» –
Чĕнеççĕ-ха май пур таран.
Хаваслă йыт çури,
Çакна ăнланнă евĕр,
Вĕсем патне чупать юри,
Йышран салам теме-тĕр.
Кĕнеке вĕçĕнче ачасене хушма материал кĕтет: хайлавсенче тĕл пулакан уçлăх сăмахĕсене /орбита, галактика, Кайăк хур Çулĕ, Хĕвел системинчи планетăсем, Плутон, хĕвел çилĕ, хура шăтăк, комета, метеорит/ вырăсла тата чăвашла ăнлантарса панă. Тĕслĕхрен: «Метеорит – тĕнче уçлăхĕнчен Çĕр çине çитекен металл татăкĕ е чул катăкĕ; мăнаçи чулĕ».
Людмила Симоновăн çĕнĕ кĕнеки интереслĕ те усăллă. Автор ачасене юмахсем урлă уçлăхпа паллаштарать, ĕмĕтленме вĕрентет.
Ольга ИВАНОВА