Корзина
(пусто)
(0 руб.)

«Турхан сăмахĕ» романа пахаларĕç

16 октября 2024

Пушкăртстанра пурăнакан Аркадий Русаков çыравçă тата публицист «Чăваш романĕ» литература конкурсĕн çĕнтерӳçи пулса тăнине маларах пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Пултарулăх ăмăртăвĕнче мала тухнă «Турхан сăмахĕ» кăçал Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухрĕ. Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче унăн хăтлавĕ иртрĕ.

Вăрăм çула кĕскетсе Аркадий Никандрович Пушкăртстанран килсе çитрĕ. Ăна саламлама поэтсемпе прозаиксем, редакторсемпе журналистсем, çыравçăн тус-тăванĕпе библиотекарьсем пуçтарăнчĕç. Уява «Чăваш кĕнеки» центрĕн ĕçченĕ Татьяна Семенова ертсе пычĕ.
А. Русаков мĕн пĕчĕкренех литературăпа туслашнă. Унăн Çĕнĕ çула халалланă сăвви вăл улттăмĕш класра вĕреннĕ чухнех кун çути курнă. Каярахпа стена хаçачĕ валли заметкăсемпе кĕске калавсем шăрçаланă. Ĕпхӳри Пушкăрт патшалăх медицина институтĕнче ăс пухнă чухне те çырма пăрахман, пултаруллă студентăн хайлавĕсем «Медик» хаçатра кун çути курнă.
Аркадий Русаков 1989 çултанпа Стерлитамакри çыравçăсен организацийĕн «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕнче тăрать. 2007 çултанпа – Раççей писателĕсен союзĕн, Чăваш писателĕсен союзĕн членĕ. Вăл чăвашла та, вырăсла та çырать. Унăн произведенийĕсем тĕрлĕ хаçат-журналта та, уйрăм кĕнекен те тухаççĕ. Çамрăкрах чухне çыравçа юрату, кăмăл-сипет, çутçанталăк темисем кăсăклантарнă пулсан халĕ истори ыйтăвĕсемпе халăх кун-çулĕ ытларах пăшăрхантараççĕ, çĕнĕ калав-повесть çырма хистеççĕ.
– Кашни çынна чун аталанăвĕ кирлĕ. Пĕри пулă тытать, тепри юрă-кĕвĕ хайлать. Эпĕ пулла та, сунара та çӳреместĕп. Çамрăкранпах сăвăсем, кĕнекесем çырас, историпе кăсăкланас туртăм пулнă ман, – терĕ Аркадий Никандрович. – Шкулта пире чăваш халăхĕн кун-çулне пачах та вĕрентмен, пĕр сăмах та каламан. Чухăн, тĕттĕм, вак халăх пек кăтартнă пире. Çав вăхăтрах Англипе Франци, Америка çинчен тем те пĕр каласа панă. Вырăс патшалăхĕ çинчен те чылай вĕрентнĕ. «Мĕнле-ха капла, эпир ак пурăнатпăр, уйрăм халăх темелле, пирĕн мĕншĕн хамăрăн истори çук?» – тесе тĕлĕнеттĕм. Каярахпа хамăр историпе интересленме, тĕрлĕ çăлкуçпа паллашма пуçларăм. Каçпа ĕç хыççăн истори докуменчĕсем тишкереттĕм. Çултан-çул ку енĕпе пĕлӳ ӳссе пычĕ. Унтан «В стране чувашской истории» ятлă кĕнеке кăлартăм. Хамăр кун-çулпа çыхăннă «Эпир кунта хĕçпе килмен» кăларăм кун çути курчĕ. Чăвашсем вырăссенчен кая пулман, хăюлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе палăрса тăнă. «Турхан сăмахĕ» романра та чăвашсем паттăр халăх пулнине кăтартса парас килчĕ. Истори пулăмĕсем çине таянса çыртăм ăна.
Произведение Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ Владимир Степанов пичете хатĕрленĕ. Вăл автор ĕçне пысăка хурса хакларĕ. Прозаик турханпа эккелсен хĕсметне те, ялти çынсен пурнăçне те, таркăнсен (хусахсен) шухăш-кăмăлне те туллин уçса панине палăртрĕ.
Людмила Сачкова хăй те романист пулнă май «Турхан сăмахне» тишкерсех вуланă.
– Сюжет малтанах васкавлă илсе каймасть. Конфликт вĕçнелле кăна палăрать, анчах ку япăх мар. Автор хайлавра авалхи сăмахсене ылтăн пăта пекех çапа-çапа тухнă. Вĕсем ĕлĕкхи пурнăçа кăтартса параççĕ. Çапах XVI ĕмĕр вĕçĕнчи – XVII ĕмĕр пуçламăшĕнчи çынсен сăн-сăпатне тата лайăхрах сăнланă пулсан аванрах пулĕччĕ, – терĕ Людмила Николаевна.
Ольга Васильевăпа Ольга Австрийская çыравçăсем произведенире асра юлмалли, тĕлĕнмелли самант чылаййине асăнчĕç.
– Романри калу, чăнах та, ерипен пуçланать, лару-тăру майĕпен çивĕчленет. Вуланăçемĕн ĕç-пуç çăмăллăн аталанса пынине, пулăмсем ырăпа вĕçленнине хăнăхса каятăн та малашне те юратакан çынсем пĕрле пуласса шанатăн. Туйĕсем, паллах, кĕрлеççĕ, çапах та пĕр мăшăр пысăк хуйхă тӳсет. Çамрăксен шăпи хăйсем ĕмĕтленнĕ пек килсе тухманнипе çырлахас килмерĕ. Ку хурлантарчĕ, чылай шухăшлаттарчĕ, – пĕлтерчĕ Ольга Михайловна.
Арсений Тарасов çыравçă-журналист романа вулама ĕлкĕреймен пулин те, «историллĕ япаласем» кăларни халĕ питĕ кирлине, ку халăха çиелерех шухăшлама пуçлассинчен хăтарнине палăртрĕ. Эдисон Патмар поэт тата прозаик роман уйрăм сыпăксенчен тăнине ырларĕ. Вăл Аркадий Никандровича Иван Патмар ячĕллĕ премие парса чысларĕ.
Çĕнĕ кĕнеке уявĕ чăннипех кăмăллă та савăнăçлă лару-тăрура иртрĕ, пĕр шухăшлă çынсене пĕрлештерчĕ. Кирек мĕнле çыравçăн та хăйĕн хайлавне ыттисене вулаттарас килет. Чăваш кун-çулĕпе çыхăннă «Турхан сăмахĕ» романпа та май пур таран ытларах вулакан паллашсан, халăхăмăр пуласлăхĕ пирки шухăша путсан мĕн тери аван пулмалла!

Ольга ИВАНОВА
Автор сăнӳкерчĕкĕсем

Подробнее о книге...


Галерея

9 4 7 5 6 3 8 10