Корзина
(пусто)
(0 руб.)

«Турхан сăмахĕ» – «Чăваш романĕ» конкурсăн çĕнтерÿçи

20 мая 2024

Чăваш кĕнеке издательстви 2022 çулта «Чăваш романĕ» конкурс ирттересси пирки пĕлтернĕччĕ. Унăн йĕркине тата ăмăрту çинчен калакан хыпарсене издательство сайтĕнче, социаллă тетелсенче тата электрон массăллă информаци хатĕрĕсенче çутатнăччĕ. Хальхи чăваш литературине халăхра анлă сарасси, литература аталанăвне тивĕçлĕ тÿпем хывакан произведенисен авторĕсене хавхалантарасси, пултаруллă çамрăк авторсене палăртасси тата вĕсене пулăшасси, литература хайлавĕсем çырма хавхалантарасси – çак пуçарăвăн теллевĕ.
Аркадий Русковăн «Турхан сăмахĕ» хайлавĕ – «Чăваш романĕ» конкурсăн пĕрремĕш çаврăмĕн çĕнтерÿçи. Кăларăм тин кăна Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухрĕ. Истори романĕ XVI ĕмĕр вĕçĕ – XVII ĕмĕр пуçламăшĕнчи чăваш халăх пурнăçĕпе ытарлăн паллаштарать. Автор историре чăнласах пулнă çынсене асăнать пулин те вĕсем тĕп вырăнта тăмаççĕ, самана хăй евĕрлĕхне тата пурнăç сулăнкисене чăваш ялĕ – Улатăр уесĕ шайĕнчи сăнарсемпе уçса панă.
Романри Василий Яковлевич Улатăр вăйпучĕ пирки вара кăшт тĕплĕнрех каламалла. Хайлавра ăна асăнса кăна иртмен, унăн кăмăл-шухăшне те кăтартнă, ĕçĕсене те хакланă. Çав вăхăтрах хайлаври вăйпут – историре чăнласах пулнă çын сăнарĕ.
Василий Яковлевич Кузьмин-Караваев – Владимир хулин выбор дворянĕ. 1572 çулта вăл Шупашкарти виçĕ вăйпутран пĕри. «Не ведома воевода не ведомо у черемисы и у чюваши голова, только точма в том году Василей Кузмин был со князь Петром Татаевым да со князь Григорьем Мещерским в Чебоксарах в товарыщах», – тесе палăртать 1475–1605 çулсенчи Разряд кĕнеки. 1573 çулта Василий Кузьмин Хусан походне хутшăннă, 1577 çулта ана Болхова куçарнă, тепĕр çултан – Сокола. Унта вăл поляксен аллине лекнĕ, тыткăнра ултă çул пулнă. 1587–1588 çулсенче – Белев вăйпучĕ, 1588–1590 çулсенче Терк (халĕ Кизляр) иккĕмĕш вăйпучĕ, 1593–1594 çулсенче – Улатăр вăйпучĕ (хула пуçĕ вăл вахăтра Юрий Матюнин – «на Олатыре голова Юрьи Федоров сын Матюнин»). Кайран Василий Кузьмин Арзамас, Тула, Хусан вăйпучĕ пулнă, ытти вырăнта та хĕсметленнĕ. Вăл 1611 çул хыççăн вилнĕ.
Чăваш халăхĕ Вырăс патшалăхне кĕрсен мĕнле лару-тăрура пурăнма тытăннине вăйпут сăнарĕ уçăмлатать, çĕнĕ чăнлăхсен картне палăртать. Вулакан Артас турханпа Василий Кузьмин хушшинчи пĕрпеклĕхсемпе уйрăмлăхсене шырать, икĕ ертÿçе танлаштарать.
«Чăваш романĕ» конкурс малалла тăсăлать. Çыравçăсенчен сюжечĕпе кăткăс, шухăшĕпе тарăн хайлавсем кĕтетпĕр.

Владимир СТЕПАНОВ
Ольга ИВАНОВĂН сăнÿкерчĕкĕсем

Подробнее о книге...


Галерея

Аркадий Русаков-Турхан сăмахĕ Аркадий Русаков