Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Тĕлпулăва — çĕнĕ кĕнекепе

17 апреля 2023

Кăçалхи çулталăк паллă пулăмсемпе пуян. Республикăри çыравçăсен пĕрлĕхне туса хунăранпа 100 çул, халăхăмăра çутта кăларнă И.Я. Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнĕ май чăваш писателĕсем вулакансем патне тăтăшах тухса çӳреççĕ, уйрăмах — шкул ачисем патне. Тата... 2023 çула хăйне те телейлĕ ачалăх çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ вĕт.
Апрелĕн 14-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Мăн Вылăри шкулта иртнĕ тĕлпулăва унта вĕренекенсем те, вĕрентекенсем те йышлăн пухăнчĕç. Литература уявне илемлетме, хăнасене савăнтарма шкул ачисем юрă-ташă та хатĕрленĕ. Çамрăк вулакансем умĕнче Улькка Эльмен, Галина Матвеева, Раиса Воробьева, Владимир Мишшан çыравçăсем тата çак шкул директорĕн çумĕ пулса ĕçлекен пултаруллă сăвăç Любовь Шашкина (Лĕпĕшпи) тухса калаçрĕç, хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Хăнасем шкул библиотекине кĕнекесем парнелерĕç.
Чăваш кĕнеке издательствинче ĕçлекен Галина Матвеева тĕлпулăва тин çеç типографирен тухнă çĕнĕ кĕнекипе пынă. Мăн Вылăри шкул ачисем «Çураçми кӳршĕсем. Недружные соседи» сăвăлла юмахăн малтанхи вулаканĕсем, хак параканĕсем пулĕç.

Галина АНТОНОВА


Галерея

2 3 4 1