Корзина
(пусто)
(0 руб.)

«Тĕлĕнмелле самантсем» – пурнăç ыйтăвĕсене хуравлакан кĕнеке

23 октября 2023

 

Этем çуралать, ӳсет, тавралăхпа паллашать, шкула çӳреме пуçлать. Пĕлӳ çуртĕнче мĕне кăна вĕрентмеççĕ пире – хушма-кăларма, дискриминант шутлама, подлежащипе сказуемăй тупма, сăвă виçине палăртма, литература хайлавĕсене тишкерме, экономика саккунĕсене ăнланма... Анчах пурнăç ыйтăвĕсене татса пама темшĕн хăнăхтармаççĕ. Хамăр тĕллеве мĕнле палăртмалла? Хисепе епле çĕнсе илмелле? Хамăра мĕнле йышăнмалла? Вăй-хала епле упрамалла? Пурнăçра мĕне мала хумалла? Юрату мĕнрен çуралать? Телейлĕ пулма мĕн тумалла? Хурлăха, пĕчченлĕхе епле чăтса ирттермелле?..
Кунсерен вун-вун ыйту канăç памасть пире. Хуравĕсене ăçта шырамалла-ши? Чăваш кĕнеке издательствинче анчахрах тухнă кăларăм – «Тĕлĕнмелле самантсем» – ку ĕçре самай пулăшма пултарать. Унăн авторĕ – Ордем Гали çыравçă. Редакторĕ – Ольга Федорова. Кĕнекене кĕнĕ хайлавсене чăвашла Ольга Васильева куçарнă. Умсăмахра вăл «Тĕлĕнмелле самантсем» хăйне евĕрлĕ кăларăм пулнине систерет. Кунта калаçусем кĕнĕ-мĕн. «...автор пурнăçри опытне, тавракурăмне тĕпе хурса кашнишĕн пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пăхса тухнă, хăйĕн шухăшне палăртнă, ăна тĕслĕхсемпе çирĕплетнĕ. Ку кĕнекене пĕрре ларса илемлĕ хайлав пек вуласа тухмалла мар, кунсерен е пушă вăхăтра васкамасăр шĕкĕлчесен аванрах пулĕ», – тет Ольга Леонидовна.
Яш-кĕрĕмшĕн те, çитĕннисемшĕн те кăсăклă пулмалла ку калаçу пуххи. Жанрĕ тĕлĕшĕнчен пăхсан ăна кун кĕнеки пек те хаклама пулать. Автор кулленхи пулăмсене тĕрĕс йышăнма, йывăр лару-тăруран тĕрĕс-тĕкел хăтăлса тухма вĕрентет, вĕçĕмсĕр аталанма, çĕнĕ пĕлĕве ăша хывма хистет. Ăна ĕненмесĕр тăма май çук, мĕншĕн тесен пĕтĕмпех пурнăçри тĕслĕхсемпе çирĕплетнĕ. Сиенлĕ йăласенчен мĕнле пăрăнмалла, ĕçкĕçпе кун-çула çыхăнтармалла-и, ăнăçу мĕнрен килет, тунсăхран мĕнле хăтăлмалла, усал шухăшсене мĕнле сирмелле... – çак тата ытти ыйту тавра кăсăклă калаçу йĕркелет Галина Николаевна.
Тĕрĕс ĕмĕтленме те пĕлмелле иккен. Тав тăвасса, мухтасса кĕтни те кăлăхах, кăмăла пăсатăн çеç. Хăвăн вара тав тума хăнăхмаллах – пуриншĕн те. Счетпа тӳленĕ чухне те хытса тăрса, кулянса мар, тав туса уйрăлмалла укçаран: «...тав тума пĕлни – пуянлăха пысăклатакан хăват». Тепĕр чухне «çук» тесе калама та пултармалла, пĕтĕмлетӳ тума – васкамалла мар. Кĕнекере хĕрсем хăйсем валли усăллă сĕнӳсем тупĕç, мĕн патне туртăнмаллине пĕлĕç. «Пикен тивĕçĕ – черченкĕ те чăн-чăн хĕрарăм пуласси. Унăн ырă кăмăллă пулмалла, тав туса шухăшламалла, кашни саманта лăпкăн йышăнмалла. Хĕрарăмăн тĕп тĕллевĕ – телейлĕ пуласси, çав телее кайран ыттисемпе пайласси», – çырать Ордем Гали. Çыпăçуллă тум суйласси те, халăх хушшинче хăвна тытма пĕлесси те – искусство.
Арçынсем хĕрарăмсенчен мĕн кĕтеççĕ-ха тата? «Пирĕн вĕсене итлемелле, анчах ӳпкелемелле мар. Хамăр шухăша каламалла, анчах арçынна канаш памалла мар. Пирĕн вĕсене шанмалла, çапах вĕсенчен нимĕн те ыйтмалла мар. Хĕрарăмсен вĕсене пулăшмалла, анчах пĕтĕм ыйтăва хăйсен татса памалла. Хĕрарăмсен вĕсем çине пăхмалла, анчах нимĕн те кĕтмелле мар. Пирĕн арçынсене ыталамалла, пăвмалла мар. Пирĕн вĕсене хавхалантармалла...» – тет автор. Хăш-пĕр вулакан унпа килĕшмесен те пултарать, анчах арçынсем ку шухăшсене ырламасăр тӳсеймĕçех пуль.
Кăларăм вĕçĕнче Ордем Гали çапла калать: «Чи кирли – вĕренмелле. Пĕрмаях вуламалла. Шухăшлама, пĕтĕмлетӳсем тума вĕренсен пирĕн ăс-тăн, астăвăм аталанать. Иккĕленӳсене, пăшăрханусене айккинелле сирсе ярăр та мĕн те пулин кирлине вулăр, тăвăр». Унăн сăмахне асра тытса «Тĕлĕнмелле самантсем» кĕнекене алла тытар, ăна кунсерен пĕчĕккĕн тишкерер, хамăра тата çак пурнăçа ăнланма вĕренер.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ

 Подробнее о книге


Галерея

Ордем Гали-Тĕлĕнмелле самантсем Ордем Гали