Тавралăх ячĕсем – çĕнĕ кĕнекере
16 января 2024
Кăçалхи çула Чăваш Республикинче Экологи культурин тата çут çанталăкпа перекетлĕ усă курас ĕç çулталăкĕ тесе палăртнă. Çулталăк пуçланнă тĕле Чăваш кĕнеке издательствинче «Словарь топонимических названий и терминов Чувашии» ятлă кĕнеке кун çути курчĕ.Унăн авторĕсем – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ И.С. Дубанов тата филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Ю.Н. Исаев. Редакторĕ – Алина Майорова. Кĕнекене 4 пине яхăн географи ячĕпе терминĕ кĕнĕ. Вĕсенче ял-хула, çырма-çатра, вар-васан, вăрман-ката, сăрт-ту ячĕсем мĕнле пулса кайни çинчен çырса панă.
Паллах, пĕр кĕнекене республикăри пĕтĕм географи ятне кĕртсе пĕтерме май çук. Вĕсем çав тери нумай. Хăш-пĕр топонима тата вырăнта тĕрлĕрен калаççĕ. Ун пек чухне кĕнекене вариант ятсене те кĕртнĕ.
Асăрханă тăрăх, республикăри чылай ял ячĕ ăна пуçарса яракан çын ятĕнчен е ун çумне «кас/касă» сăмах хушăннипе пулнă (Саватер, Матикасси, Çеменкасси). Çавăн пекех çĕршыври лару-тăрупа çыхăннă, символла ят та чылай (Путь Ленина, Советски, Комсомольски). Хăш-пĕр ятсенче истори паллисем сыхланса юлнă, тĕслĕхрен, финн-угр е араб чĕлхисенчен кĕнĕ ятсем тĕл пулаççĕ.
Кĕнеке авторĕсене вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ. И.С. Дубанов – республикăри паллă таврапĕлÿçĕ, Вырăс географи обществин членĕ. Унăн Чăваш Республикин тавралăхĕ, кунти çырма-çатра, ял-хула ячĕсем пирки çырнă кĕнекисем ку таранччен те тухнă («Водоемы Чувашии», «Озера, реки, родники Чувашии» т. ыт. те). Ю.Н. Исаев – çĕр ытла ăслăлăх, вĕренÿпе методика ĕçĕсен авторĕ. Вăл çавăн пекех краеведенипе те интересленет. Унсăр пуçне унăн калав пуххисем те пичетленсе тухнă.
И.С. Дубанов, Чулхулари педагогика институтĕнче ăс пухса биологипе географи учителĕн специальноçне алла илнĕскер, 40 çул ытла шкулта ачасене географи вĕрентет. «Эпĕ геолог пулма ĕмĕтленеттĕм, – аса илет вăл. – Шкулта пире географи предметне истори учителĕ вĕрентетчĕ. Вăл çав тери кăсăклă каласа пама пултаратчĕ. Çавăнтан эпĕ географи предметне юратма пуçларăм. Ачаранах ку е вăл яла, çырмана мĕншĕн-ха шăпах çак ята панă тесе шутлаттăм».
Хăйĕн ĕçĕ пирки юратса каласа парать Иван Степанович: «Эпĕ çул çÿреме юрататăп. Студент çулĕсенчех походсене кайма пуçланă. Çак ĕçе вĕренекенсене те явăçтарма тăрăшрăм. Хĕрĕх çул ытла шкул ачисемпе походсене çÿретпĕр. Хамăр республикăна çурçĕртен кăнтăра, анăçран тухăçа миçе хутчен утса тухман-ши? Эпир курса кăна çÿремен, вырăнти çынсене тĕл пулсан таврари çырма, кÿлĕ, ката, вар тата ытти топонимсене çырса илнĕ, май пур таран вĕсем мĕнле пулса кайни çинчен ыйтса пĕлме тăрăшнă. Çакă та кĕнекене пуянлатма пулăшрĕ». Унсăр пуçне И.С. Дубанов кĕнеке çырнă май авторсем архив материалĕсене, хамăр çĕршывра тата тăван республикăра краеведи темипе тухнă кăларăмсемпе энциклопедисене нумай шĕкĕлченине асăнчĕ.
Çĕнĕ словарь тăван тавралăха юратакансене, унăн историйĕпе тата культурипе интересленекенсене пысăк усă кÿрессе шанас килет.
Алина МАЙОРОВА