«Таня» поэма икĕ чĕлхепе пичетленчĕ
23 января 2023
Петĕр Хусанкай чăваш халăх поэчĕ кирек хăш ăрури вулакана та пултарулăхĕпе тыткăнлать. Кашни тапхăрта та асра юлакан хайлавсем çырнă вăл. Тăван çĕршывăн аслă вăрçине 1942–1945 çулсенче хăй те хутшăннă поэт совет халăхĕ çĕнтерессе ĕнентерекен чылай сăвă шăрçаланă. «Таня» поэма вара пултарулăхĕнче хăйне уйрăм пысăк вырăн йышăнать. Ăна Петĕр Хусанкай 1942 çулхи ака уйăхĕнче çырнă, каярах вырăсла куçарнă. Чăваш кĕнеке издательствинче «Таня» поэма уйрăм кĕнекен чăвашла тата вырăсла пичетленчĕ. Редакторĕ – Н.В. Вечеркина, илемлетекенĕ – Д.В. Литаврин.
Тĕп геройăн прототипĕ – Зоя Космодемьянская Совет Союзĕн Геройĕ. Чăваш вулаканĕсем поэма ятне илтсенех çак йĕркесене аса илеççĕ пулĕ:
...Амăшне каларĕ хĕрĕ
Вăрттăн, ерипен:
– Эп вăрçа каятăп, – терĕ, –
Маншăн ан шиклен.
Амăшĕ чăр пăхрĕ: – Эсĕ?!
Чакрĕ, чакрĕ вăй...
Хĕрхенсе куççульленмесĕр
Чăтаймарĕ вăл...
Мускав хĕрĕ Зоя тăшмансем пирĕн çĕршыва тапăнса килсен хăй ирĕкĕпе вăрçа тухса каять, партизан пулса тăрать. Поэмăра автор тĕп сăнаршăн пăшăрханни палăрать, фашистсенчен йĕрĕнни сисĕнет:
...Фрицсем чăх-чĕп тăпăлтараççĕ
Е пусмăрлаççĕ хĕрсене:
«Капут, капут Мускав!..» – палкаççĕ
Куллен пĕр çав сăмахсенех.
Анчах канма паман хăрушă
Сăмах та пур-мĕн: «партизан».
Ăçтан кăна тухать вăл? Уншăн
Тем парĕччĕç тытас пулсан.
Шел пулин те, тĕп сăнарăн шăпи синкерлĕ вĕçленет. Совет салтакĕсем çĕнтерессе çирĕп шанса ĕмĕрлĕхех куçне хупать Таня.
Çĕнĕ кĕнекере вулакан пирвайхи хут поэмăпа чăвашла çеç мар, вырăсла та паллашма пултарать. Хайлава вырăсла автор хăех куçарнă. Автобиографире Петр Петрович çапларах аса илсе çырать: «...Блиндажсенче эпĕ 1942 çулти ака уйăхĕнче çырнă «Таня» поэмăн куçарăвĕпе ĕçленĕ. Чăваш Енре поэмăна юратса йышăнчĕç, хăш-пĕр сыпăкĕ халăх юрри пулса тăчĕ. Куçарăва Польша территорийĕнче çеç вĕçлеме май килчĕ...»
Кĕнекен хуплашки çинче Мускав облаçĕнчи Руза хулинче вырнаçтарнă Зоя Космодемьянскаян палăкне курма пулать. Палăк авторĕ – Зураб Церетели.