Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Сцена çинче курасчĕ

15 ноября 2023

Пирĕн республикăра театр искусствине юратакан халăх пурăнать. Куракансен кăмăлне кура театрĕсем те тĕрлĕрен. Пурте пĕлекен пысăк сценăсемсĕр пуçне халăх театрĕсем те йышлă. Вĕсен репертуарĕ куракансемшĕн илĕртӳллĕ пуласси драматургсенчен килет. Театра юратакансем çĕнĕрен çĕнĕ спектакльсем кĕтеççĕ çеç мар, ыйтаççĕ те. Драматурги жанрĕпе ĕçлекен çыравçăсене хавхалантарас шутпа 2022 çулта Чăваш Республикин культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министерстви чăвашла çырнă пьесăсен конкурсне ирттерчĕ, унта пысăкрах бал пухнисен пьесисене уйрăм кĕнекен пичетлесе кăларма йышăнчĕ.
Акă ĕнтĕ çав кĕнеке, «Сцена çинче те – пурнăç» ятлăскер, пичетленсе те тухрĕ. Кăларăм икĕ пайран тăрать: пĕрремĕш пайра – çитĕннисем валли çырнă пьесăсем, иккĕмĕшĕнче – ачасемпе çамрăксем валли хайланисем. Пĕтĕмпе сакăр авторăн вунă пьесине кĕртнĕ. Произведенисен темисем те тĕрлĕрен: халăхăн иртнĕ кун-çулĕпе («Шураç»), чăвашсен паллă çыннисемпе çыхăннисем те («Шуршăл каччи», «Çунатлă çамрăклăх», «Тани Юн»), паянхи пурнăçа сăнлаканнисем те («Хĕрлĕ кĕпеллĕ телей»), ĕмĕрхи кивелми ыйтусене хускатаканнисем те («Чĕреçĕм тикĕссĕн тапать») пур... «Сысна çурипе лĕпĕш» пьесăна лартма шкул театрĕсем те вăй çитерессĕн туйăнать. Авторсенчен нумайăшне вулакансем, куракансем лайăх пĕлеççĕ, çав шутра Арсений Тарасов, Николай Сидоров, Марина Карягина, Владислав Николаев тата ыт. Драматургипе хальтерех ĕçлеме пуçланисем те пур.
Пьесăсене, паллах, сцена çинче лартма çыраççĕ. Драматургсен ăсталăхĕ пысăк пулнăран кĕнекери пьесăсене илемлĕ литература произведенийĕ пек вулама та интереслĕ. Вĕсем хивре йĕркеленĕ сюжечĕсемпе кăсăклантараççĕ, çивĕч ыйтусене хускатса вулакана тарăн шухăша яраççĕ.
Чăваш кĕнеке издательстви республикăри театрсен репертуарĕ çĕнелессе шанса тăрать.

Галина АНТОНОВА, кĕнеке редакторĕ

Подробнее о книге...


Галерея

Сцена çинче те - пурнăç