Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Шупашкарта Чăваш кĕнекин кунĕ иртрĕ

21 июня 2024

Çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче Чӑваш кӗнекин кунӗ иртрӗ. Хӑтлӑ курав залĕнче вулавăш ӗҫченӗсем, редакторсем, литература тӗпчевҫисем, ҫыравҫӑсем, журналистсем тата чăваш кĕнекине юратакансем пухӑнчӗҫ. Кăçал уяв тăваттăмĕш хут иртрĕ.
«Ăна Ермей Рожанский (1741–XIX ĕмĕр пуçламăшĕ) куçаруçă тата миссионер ячĕпе çыхăнтараççĕ, мĕншĕн тесен XVIII ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринчи чăвашсен çыруллă культурин аталанăвĕнче ăсчах тÿпи уйрăмах пысăк. Вăл йĕркеленĕ кивĕ чăваш литература чĕлхипе çĕр çула яхăн усă курнă, кĕнекесем те пичетленĕ. Ермей Рожанскин «Сочинения, принадлежащие к грамматике чувашского языка» кӑларӑмӗ тухнӑранпа кăçал 255 çул çитрĕ», – уява уçнă май кĕскен паллаштарчĕ Ольга Тимофеева Чăваш наци вулавăшĕн ĕçченĕ.
Тĕлпулура калаçу хальхи чăваш кĕнеки, унăн шăпи тата малашлăхĕ тавра йĕркеленчĕ. Чăваш Республикин Наци библиотекинчи Сайра тĕл пулакан кĕнекесен тата документсене консервацилекен пайăн пуçлăхĕ Татьяна Николаева чăваш кĕнекисене Раççей Федерацийĕн кĕнеке палăкĕсен реестрне кĕртессине пирĕн республикăра пурнăçа еплерех кĕртнине каласа пачĕ, ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Геронтий Никифоров Ермей Рожанские шкулта вĕрентнине уçса пачĕ.
Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕн çумĕ Ольга Федорова предприятин ӗҫӗ-хӗлне тимлĕх уйăрчĕ, кĕнеке кăларас ĕç издательствăра хальхи вăхăтра еплерех йĕркеленсе пынине ăнлантарчĕ: «Çулсеренех пирĕн патра çĕре яхăн кĕнеке ячĕ (наименовании) пичетленет, вĕсенчен вӑтӑр ытла чӑвашла е чӑвашла-вырӑсла кун ҫути курать. Кĕҫӗн ҫулхи ачасем валли хатĕрленĕ кăларăмсем, тăван енпе паллаштаракан альбомсем ытларах икӗ чĕлхепе тухаҫҫӗ. Вăтам тата аслă классем валли пӗр чӗлхепе хатĕрлетпĕр, ытларах вĕсем – чӑвашла. Аслӑ ÿсĕмри вулакансем вара çыравçăсенчен романсемпе повеçсем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Çакна шута илсе Чăваш кĕнеке издательстви «Чăваш романĕ» конкурс йĕркелесе ячĕ. Унăн пĕрремĕш çĕнтерÿçи Аркадий Русаков пулса тăчĕ, кăçал çыравçăн «Турхан сăмахĕ» романĕ пичетленчĕ. Конкурс малалла пырать, хутшăнмасăр ан юлăр. Чӑваш кӗнеки малалла та аталантăр тесен пирӗн, Чăваш кĕнеке издательствин, ҫыравҫӑсен, ӑсчахсен, вулавăш ĕçченĕсен, пӗрле кар тӑрса ӗҫлемелле», – ҫапларах пулчӗ Ольга Леонидовна сӑмахĕ.
Хальхи вăхăтра чăваш кĕнекисемпе интернет уçлăхĕнче те паллашма пулать. Чăваш Республикин Наци бибилотекин Кĕнеке палатин секторĕн пуçлăхĕ Наталья Хомуткина электронлă вулавăшри чăваш кĕнекипе çыхăннă коллекцисем çинчен тĕплĕ каласа пачĕ.
Чылай чăваш хайлавне Чăваш халăх сайтĕнче тупса вулама май пуррине вулакансем чылайăшĕ пĕлеççĕ ĕнтĕ. Ку енĕпе Николай Плотников ырми-канми тăрăшать. Тĕлпулура вăл «Рувики» ҫӗнӗ интернет энциклопедипе паллаштарчĕ. «Рувики» – «Википедин» çĕнĕ варианчĕ-мĕн. Ăна 2023 ҫул вӗҫӗнче хута янă. «Вăл наци чĕлхисене аталантарать. Ытларах пайне «Википедин» чăвашла вариантĕнчен илнĕ, анчах калькăласарах куçарнă пирки хăш-пĕр сăмахсене ăнланма йывăр. Акă пĕррехинче «пайпл» тени куç умне лекрĕ. Мĕне пĕлтерет-ши тесе чылай пуç ватрăм, малтанах вăл укçа куçармалли система пулĕ тесе шутларăм. Тĕплĕнрех тишкертĕм те Библие чăвашла çапла каланă иккен. «Википедире» ĕçлекенсемшĕн çакă йĕркеллĕ куçару, анчах та чăваш çынни тавçăрса илеймĕ. Çавăнпа та пуриншĕн те ăнланмалла пултăр тесе унти статьясене тÿрлетсе йĕркене кĕртме тăрăшатпăр», – каласа пачĕ Николай Алексеевич çĕнĕ интернет энциклопедии пирки.
Уявра çавăн пекех чăваш çыравçисем тухса калаçрĕç, хăйсен кĕнекисемпе паллаштарчĕç.

 


Галерея

IMG_20240620_164049 IMG_20240620_160221 IMG_20240620_154758 IMG_20240620_154051 IMG_20240620_153317 IMG_20240620_152424 HPn55TpZOUo IMG_20240620_164608 zNroK27-ymw