Корзина
(пусто)
(0 руб.)

«Шăпчăк çĕрĕпех юрлать» кĕнекен хăтлавĕ иртрĕ

31 января 2024

Кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче Сергей Павловăн «Шăпчăк çĕрĕпех юрлать» романĕн хăтлавĕ иртрĕ. Кăларăм пĕлтĕрхи çуркунне Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнăччĕ.

Унăн ал çырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли çырнă произведенисен конкурсĕнче (2022) çĕнтернĕ. «Сĕлкĕш», «Авăр», «Тан таппи», «Тĕтре», «Сарă хăмăш, сар хăях», «Сулăнчăк» тата ытти роман авторне, Сергей Павлов чăваш халăх писательне саламлама вулавăша поэтсемпе прозаиксем, библиотекарьсемпе вулакансем пуçтарăнчĕç.
Тĕлпулура Сергей Лукиянович хайлава çырнин историйĕпе паллаштарчĕ. Вăл ватă амăшĕ каласа панисене тĕплĕн çырса пынă-мĕн, каярахпа çак асаилӳсене тĕпе хурса илемлĕ произведени шăрçаланă. Малтанах ăна «Анне калавĕ» ят пама палăртнă, анчах писателе пĕр çемье виçи кăна çырлахтарайман. «Хам кăларса тăракан «Хресчен сасси – КИЛ» хаçата вăрçă ачисем тăтăшах çырса тăраççĕ те, вĕсен чăнлăхĕ çын шăпипе тăван халăхăн пурнăçне пĕтĕмлетсе уçса пама хистерĕ. Унсăр пуçне литература хайлавĕ чăн пулнине улăштармасăр та, илемлĕх мелĕсемпе анлă усă курмасăр та калăпланмасть», – тет С. Павлов. Юратупа курайманлăх, ăмсану, класс кĕрешĕвĕ, коллективизаци тапхăрĕ тата ытти тема тавра шухăшлани çыру сĕтелĕ хушшине ларма хистенĕ ăна.
«Кулаксем, чухăнсем... Тĕрлĕрен калаççĕ, уйăраççĕ. Тен, çынсем хушшинче ĕçлекенни тата ĕçлес теменни, вĕренекенни тата вĕренес теменни пур. Çавă кăна», – терĕ Сергей Лукиянович.
Романри ĕç-пуç Шăпчăк Эрхипĕн кил-йышĕ тавра пулса иртет. Хăй вăйне, ăс-хакăлне шанакан çемье пуçĕ алă усса ларма хăнăхман, нихăçан та çынна тара тытса ĕçлеттермен. Колхозсем йĕркелеме пуçласан Эрхип çемйине кулаксен шутне кĕртеççĕ, выльăх-чĕрлĕхне, пӳртне туртса илеççĕ. Çерçи йăхĕ чунтанах кураймасть Шăпчăксене, вĕсене тĕп тума тĕмсĕлет. Анчах Эрхиппа арăмĕ, ачи-пăчи йывăрлăхсене парăнмаççĕ, тĕрĕслевсем витĕр тухса çирĕпленеççĕ, пурнăç çине урăх куçпа пăхма пуçлаççĕ.
Çапла, романра тĕпре – çемье историйĕ. Хайлавра Шăпчăк йăхĕ çинчен сăмах пырать пулсан чăнлăхра вĕсем – Шăнкăрчсем.
Кĕнеке редакторĕ Ольга Иванова Сергей Павловăн пултарулăхĕпе тăххăрмĕш класра вĕреннĕ чухнех паллашнине, «Сĕлкĕш» романне хапăлласа йышăннине, каярахпа «Шупашкар кулачĕ» хайлав пуххине хавхаланса вуласа тухнине пĕлтерчĕ. Ун чухне вăл паллă çыравçăн редакторĕ пуласси çинчен сĕмленмен те. Пĕлтĕр вара «Шăпчăк çĕрĕпех юрлать» алçырăва пичете хатĕрлес ĕçе пикенме тивнĕ. «Кăларăм – аслă классенче вĕренекенсем валли, анчах вăл çитĕннисемшĕн те интереслĕ пулĕ, мĕншĕн тесен произведенире çĕршывăмăр кун-çулĕнчи пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмсене хускатнă. Авторăн чĕлхи çыпăçуллă та илемлĕ. Сыпăксен ячĕсенче ваттисен сăмахĕсемпе тата каларăшсемпе усă курнипе вĕсем тӳрех тыткăнлаççĕ, тĕп шухăша палăртма пулăшаççĕ. Тĕслĕхрен: «Ырра анчах шыраççĕ, усал хăех тупăнать», «Тĕлĕк тĕле тĕлленет», «Каснă чĕлĕ каялла çыпăçмасть», «Латсăр саманан чаракĕ çук», «Ăмсанчăк алли ĕмĕре тăсăлать» т. ыт. те», – терĕ Ольга Михайловна.
Произведенин ятне тупса параканĕ, сĕнекенĕ «Хресчен сасси – КИЛ» корреспонденчĕ Елена Николаева-мĕн. Вăл палăртнă тăрăх, романа пĕрре ларса вуласа тухма пулать. «Кашни сăмахĕ хăй вырăнĕнче, çураçуллă, шайлашуллă. Сюжечĕ тӳрех туртса кĕрсе каять. Чăвашăн пĕтĕм тирпейĕ-перекечĕ курăнать кунта. Шăпчăксем яланах ĕçлĕ, чăн чăваш йăли-йĕркинчен пăрăнман. Çавăнпа кăмăл салхулăхне парăнмаççĕ, пĕтĕм йывăрлăха тӳссе ирттереççĕ», – терĕ Елена Николаевна.
Шăпчăк çĕрĕпех юрлани тепĕр кунне лайăх çанталăк пуласса пĕлтерет иккен. Романри тĕп сăнарсем те ыранхи куна, вăл ырă пуласса кĕтеççĕ, шанăçпа пурăнаççĕ. Хайлав ятĕнче çирĕп ĕненӳ пур. Эппин, малашлăх çутă пулĕ.
Романăн сыпăкĕсем «Тăван Атăл» журналăн темиçе номерĕнче те пичетленме ĕлкĕрнĕ. Вĕсемпе паллашнă май Арсений Тарасов редактор: «Малалли пулĕ-и?» – тесе кăсăкланнă. Сергей Павлов вăраха тăсса ямасăр романăн малаллахи пайне хайланă. Вăл çывăх вăхăтра журналта кун çути курмалла.
Людмила Сачкова хăй те романист пулнă май ĕçтешĕн çĕнĕ кĕнекипе интересленсех паллашнă. Ăна пысăк хак пачĕ. Çав хушăрах çыру чĕлхине ытла ансатлатса ярассинчен сыхланмаллине пĕлтерчĕ. «Кăткăслатмалла, хутлă-хутлă предложенисемпе усă курмалла. Ку стиле пысăклатса, шухăша анлăлатса пыма пулăшать», – терĕ Людмила Николаевна.
Арсений Тарасов çыравçă-журналист ку тĕлĕшпе урăхларах шухăшлать. «Чĕлхе пирки шухăшлама та кирлĕ мар. Кашни темăн хăйĕн чĕлхи. Вăл хăй тĕллĕнех пулса пырать», – терĕ Арсений Алексеевич.
Сергей Павлова кĕнеке пичетленнĕ ятпа çавăн пекех Улькка Эльмен çыравçă, Василий Кервен поэт саламларĕç. «Эткер» фольклор ушкăнĕ (ертӳçи – ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Земфира Яковлева) уяв хуçине тата хăтлава пухăннă хăнасене чăваш халăх юррисемпе савăнтарчĕ.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ

См.видео выступлений ВКонтакте:

Сергей Павлов

Арсений Тарасов

Народный фольклорный ансамбль «Эткер» 1  

Народный фольклорный ансамбль «Эткер» 2

Народный фольклорный ансамбль «Эткер» 3

Народный фольклорный ансамбль «Эткер» 4

Василий Кервен

 

 

Подробнее о книге...


Галерея

5 (1) 7 (1) 6 (1) 2 (2) 3 (1) 4 (1) 1 (2) 8 (1) 10 (1) 9 (1)