Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Сергей Павловăн «Шăпчăк çĕрĕпех юрлать» романĕ кун çути курчĕ

17 мая 2023

Сергей Павлов чăваш халăх писателĕн ятне тăван литературăна юратакансем питĕ аван пĕлеççĕ, унăн «Сĕлкĕш», «Авăр», «Тан таппи», «Тĕтре», «Сарă хăмăш, сар хăях», «Сулăнчăк» романĕсене юратса вулаççĕ. Çыравçăн чылай повеçĕпе калавĕ «Тăван Атăл» литературăпа культура тата искусство журналĕнче пичетленнĕ. Сергей Лукиянович аслисем валли кăна мар, çитĕнекен ăру валли те хайлать. «Шупашкар кулачĕ», «Асамлă кĕпер» тата «Шăпчăк çĕрĕпех юрлать» кĕнекесен ал çырăвĕсем ачасемпе çамрăксем валли çырнă произведенисен конкурсĕнче (2012, 2018, 2022) çĕнтернĕ.
Çутçанталăк ешернĕ, кайăксем чĕвĕлтетнĕ вăхăтра Чăваш кĕнеке издательствинче «Шăпчăк çĕрĕпех юрлать» романĕ шăпах кун çути курчĕ. Редакторĕ – Ольга Иванова, ÿнерçи – Дмитрий Литаврин. Тиражĕ – 1000 экземпляр. Кăларăма аслă классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕ, анчах вăл çитĕннисемшĕн те интереслĕ пулĕ, мĕншĕн тесен произведенире çĕршывăмăр кун-çулĕнчи пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмсене хускатнă.
Кĕнеке умсăмахран пуçланать. Автор хайлава мĕнле çырма шут тытнине уççăнах пĕлтерет. Сергей Лукиянович ватă амăшĕ каласа панисене тĕплĕн çырса пынă-мĕн, каярахпа çак асаилÿсене тĕпе хурса илемлĕ произведени шăрçаланă. Малтанах ăна «Анне калавĕ» ят пама палăртнă, анчах писателе пĕр çемье виçи кăна çырлахтарайман. «Хам кăларса тăракан «Хресчен сасси – КИЛ» хаçата вăрçă ачисем тăтăшах çырса тăраççĕ те, вĕсен чăнлăхĕ çын шăпипе тăван халăхăн пурнăçне пĕтĕмлетсе уçса пама хистерĕ. Унсăр пуçне литература хайлавĕ чăн пулнине улăштармасăр та, илемлĕх мелĕсемпе анлă усă курмасăр та калăпланмасть. Çавăнпа асăрхаттарас килет: паллакансем хушшинче ан шырăр кĕнекери сăнарсен тăхăмĕсене, вăл е ку ят та ăнсăртран çеç пĕр килме пултарать. Пурнăç чăнлăхне вара никам та улăштараймĕ», – тет С. Павлов.
Романри ĕç-пуç Шăпчăк Эрхипĕн кил-йышĕ тавра пулса иртет. Хăй вăйне, ăс-хакăлне шанакан çемье пуçĕ алă усса ларма хăнăхман, нихăçан та çынна тара тытса ĕçлеттермен. «Ывăлне авлантариччен, хĕрĕсене качча париччен пурпĕр çĕнĕ пÿрте кĕме тĕв тунăччĕ Эрхип. Вăй çитерчĕ-çитерчех. Ачисене хăйĕнчен хăвармасăр нушалантарчĕ мар-и? Вăрман касма-турттарма та пĕрлех илсе çÿренĕ, йывăç хуппи те шураттарнă, мăк кăларма та кайса янă, хăма çуртарнă. Вĕсемпех пĕрене хыççăн пĕрене хунă. Çын пухмарĕ Эрхип, ниме тумарĕ: ыттисенчен ютшăнарах пурăнма хăнăхнă йăлана тинех пăрахаяс çук. Тăр каштисем хунă тĕле Çинукпа Праски пĕве кĕчĕç, Ваçлей вун улттă урлă каçрĕ. Саня вун тăваттă тултарчĕ», – сăнласа парать автор.
Колхозсем йĕркелеме пуçласан Эрхип çемйине кулаксен шутне кĕртеççĕ, выльăх-чĕрлĕхне, пÿртне туртса илеççĕ. Çерçи йăхĕ чунтанах кураймасть Шăпчăксене, вĕсене тĕп тума тĕмсĕлет. Анчах Эрхиппа арăмĕ, ачи-пăчи йывăрлăхсене парăнмаççĕ, тĕрĕслевсем витĕр тухса çирĕпленеççĕ, пурнăç çине урăх куçпа пăхма пуçлаççĕ.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ

Купить эту книгу (кунта пуссан ку кӗнекене илме пулать)


Галерея

Сергей Павлов-Шăпчăк çĕрĕпех юрлать Сергей Павлов