Корзина
(пусто)
(0 руб.)

«Сармантей» – сăрласа илемлетмелли кĕнеке

31 мая 2023

Иван Яковлевăн «Сармантей» ятлă паллă юмахне пĕлмен çын çук та пулĕ. Чăваш кĕнеке издательтвинче вăл тĕрлĕ çулта чăвашла та, вырăсла та, харăсах икĕ чĕлхепе те пичетленнĕ. Мĕн пулса иртет-ха ку юмахра? «Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă, ăна шăши пынă та хӳрипе çапса çĕмĕрнĕ...» Кам шутланă ку пулăм тĕрлĕ пăтăрмах патне илсе çитерессе?
Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче юмах харăсах икĕ чĕлхепе – чăвашла тата вырăсла – çĕнĕрен пичетленчĕ. Ăна хатĕрлекенĕ – Ольга Федорова, ӳнерçи – Светлана Бритвина. Тиражĕ – 2000 экземпляр. Вăл ахаль кăларăм мар, сăрласа илемлетмелли. Кĕнекен кашни страницинче ӳнерçĕ пĕр-пĕр пулăма сăнласа панă, пĕчĕк ачасен вара вĕсене тĕрлĕ тĕспе сăрласа илемлетмелле. Çавăнпа ку юмах кĕнекипе паллашма ларсан кăранташсем те хатĕрлеме ан манăр. Эсир вăхăта усăллă ирттерессе шанатпăр. Ăнăçу сунатпăр!

Купить эту книгу (кунта пуссан ку кӗнекене илме пулать)


Галерея

Иван Яковлев ч2 Иван Яковлев-Сармантей (1) ч1