Салтаксем патне те çитересчĕ
22 мая 2024
Нумаях пулмасть пичетленнĕ «Zа победу! Çĕнтерӳшĕн!» сăвăсен пуххин хăтлавне Республикăри профессиллĕ писательсен союзĕ тата Чăваш кĕнеке издательстви Йĕпреç районĕнче ирттерчĕç.Тата тепĕр сăлтав та пурччĕ-ха унта кайма: тăван литературăра паллă йĕр хăварнă поэт, прозаик, драматург, публицист Çемен Элкер çуралнăранпа 130 çул çитрĕ. Сумлă çыравçăн (вăл питĕ çирĕп ыйтакан тимлĕ редактор пулнине те палăртрĕç тĕлпулура) ентешĕсем патне çĕнĕ кĕнекепе кайни вырăнлă та, килĕшӳллĕ те пулчĕ.
Чăваш Енри Профессиллĕ писательсен союзĕн ертӳçине Улькка Эльмен (Ольга Куликова) прозаика, Чăваш кĕнеке издательствин редакторне Галина Антонова сăвăçа тата куçаруçа, Александр Ильин тата Зоя Сывлăмпи сăвăçсене, Наци библиотекинче ĕçлекен Ольга Тимофеевăна Йĕпреç районĕн тĕп библиотекинче ăшшăн кĕтсе илчĕç. Тĕлпулăва вуннăмĕш класра вĕренекен шкул ачисем, районти вулавăшсенче ĕçлекенсем тата ытти вулакансем пухăннă. Ольга Геннадьевна писательсен пĕрлĕхĕ пуçарнипе çуралнă кĕнеке çинчен кĕскен каласа пачĕ. Ăна пухса хатĕрлекенсем — Галина Антоновăпа Светлана Гордеева. Сăвăсен пуххине хăех редакциленĕ май Галина Алексеевна кĕнеке çинчен тĕплĕнрех те пĕлет, вăл унăн пĕлтерĕшĕ, уйрăмлăхĕ çинче чарăнса тăчĕ. Сăвăсенчен ытларахăшне Украинăра пуç çĕкленĕ фашизмпа кĕрешекенсене халалланă. Ăна кĕсьене кĕмелле пĕчĕк форматпа кăларни те ахальтен мар: тиражăн пĕр пайне çыравçăсем ятарлă çар операцине хутшăнакансем патне çитерме ĕмĕтленеççĕ, çак тĕллевпе «Zа победу! Çĕнтерӳшĕн!» сăвăсен пуххине хăйсен укçипе туянса пухма пуçланă ĕнтĕ.
Хăтлав вăхăтĕнче писательсем хăйсем çырнă е чăвашла куçарнă сăвăсене вуларĕç, çав шутра — кĕнекене кĕменнисене те. Тин тухнă кăларăм библиотекăсене çитеймен-ха, çавăнпа кĕнекене алăран алла парса шкул ачисене те сăвăсене сасăпа вулама сĕнчĕç. Аюк текен пулмарĕ, сăвă хыççăн сăвă янăрарĕ.
Раççей салтакĕсен паттăрлăхне сума суса ытти жанрсемпе çырнă произведенисем те тухĕç-ха малашне. Мĕншĕн тесен писательсем тăван çĕршыв, халăх пурнăçĕнчен уйрăм нихăçан та пурăнман. Акă тĕлпулăва килнĕ Александр Ильинăн Арнольд ятлă ывăлĕ паянхи кун ятарлă çар операцийĕнче. Александр Моисеевич çарпа патриотизм темипе ĕмĕрĕ тăршшĕпех ăнăçлă çырать. Çавăнпа поэтăн сăввисене уйрăмах тимлесе итлерĕç. Ывăлĕсене, тăванĕ-хурăнташне çар операцине ăсатнă çыравçăсем татах пур писательсен пĕрлĕхĕнче.
Тĕлпулăва пынă çыравçăсене пурне те вулакансем, библиотекарьсем пĕлеççĕ, çавăнпа та шкул ачисем урока кайсан та ыттисем час саланмарĕç, ăшă тĕлпулу малалла тăсăлчĕ.
Галина МАТВЕЕВА