Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Роза Шевлепин «Тунсăхпи» юмахĕ пичетленчĕ

05 сентября 2023

Юлашки вăхăтра Чăваш кĕнеке издательствинче ачасем валли икĕ чĕлхеллĕ кăларăмсем тăтăшах пичетленеççĕ. Нумаях пулмасть кĕçĕн çулхи вулакансем валли Роза Шевлепин «Тунсăхпи. Грустинка» юмахĕ кун çути курчĕ.

Кутăн-пуçăн çавăрса вуламаллискерĕн харăсах икĕ хуплашка: пĕрне уçсан чăвашла текстпа паллашма пулать, тепĕр енне çавăрсан – вырăслипе. Редакторĕ – Ольга Иванова, ӳнерçи – Татьяна Немцева. Тиражĕ – 1000 экземпляр.

Роза Шевлепи – чăвашсен паллă писателĕ тата педагогĕ, Чăваш Республикин култьтурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш халăхĕн Эмине ячĕллĕ наци премийĕн тата Чăваш Республикин Алексей Талвир ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ. Кĕнекене унăн «Тунсăхпи» юмахĕ кĕнĕ.

Хайлаври амăшĕ хĕрĕ хăйĕн пуканийĕпе калаçнине илтет. Хĕрача Натали ятлă пуканене темшĕн Тунсăхпи тесе чĕнет. Сăлтавне çапла ăнлантарать: Натали Ванюк ятлă пуканене юратса пăрахнă иккен, анчах ăна усал йытă йăтса тарнă. Çавăнтанпа чипер тетте тунсăхлать, савнă тусне кĕтет. Амăшĕ хĕрне пулăшас тĕллевпе лавккасенче Ванюка шырама пуçлать. Паллах, ăна тупаймасть, ун сăнлăрах пуканесене вара Тунсăхпи ниепле те йышăнмасть. Мĕнпур вăрттăнлăха уçса памăпăр, юмах мĕнпе вĕçленнине кĕнекене вуласан пĕлейĕр.

Подробнее о книге


Галерея

Тунсăхпи Роза Шевлеби 1 2