Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Редактор тÿрлетĕвĕсемпе килĕшетчĕ – хăй вариантнех хăварма ыйтатчĕ...

17 марта 2023

Эп – писатель.
Çак пĕр кĕске сăмахпа
Хам çинчен пĕтĕмпех эп каларăм, -

çапларах çырнă хăй çинчен Михаил Мерчен. Пурăннă пулсан пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче, вăл 90 çул тултарĕччĕ. Михаил Захарович вулакансене пуян сюжетлă чылай хайлав парнелесе хăварчĕ. Унăн кун-çулĕпе тата пултарулăхĕпе тĕплĕнрех паллашар-ха.
Михаил Мерчен (Михаил Захарович Захаров) 1933 çулхи пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш АССРĕн Шупашкар районĕнчи Анаткас Тăрăн ялĕнче çуралнă. Тăрăнти тулли мар вăтам шкултан вĕренсе тухсан маттур ача тăван колхозра вăй хунă, бригадир çумĕ пулнă. Унтан Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче водительте, çав хушăрах Горький филиалĕнче бухгалтерсен каçхи курсĕнче вĕреннĕ. Кĕçех ăна Совет Çарне илнĕ, вăл Сахалинта хĕсметре тăнă.
Çартан таврăнсан М. Захаров малтанхи вырăнтах малалла ĕçленĕ, Шупашкарти каçхи ÿнер студийĕнче виçĕ çул вĕреннĕ, художник ăсталăхне алла илнĕ. Унăн вĕрентекенĕсем В. Степанов, Н. Овчинников, Ф. Осипов ÿнерçĕсем пулнă. 28 çулта çамрăк ÿнерçĕ автопортрет ÿкернĕ.
Михаил Захарович И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн Чăваш патшалăх кĕнеке палатинче, нумай çул пичетре патшалăх вăрттăнлăхĕсене сыхлакан управленире редакторта тăрăшнă. Çавăн пекех вăл Шупашкарти 17-мĕш вăтам шкулта вĕрентÿпе воспитани ĕçĕн директор çумĕ пулнă, Г.С. Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци лицейĕнче литература теорине вĕрентнĕ.
Çырас туртăм Михаил Захаровичăн ачаллах палăрнă. Унăн пĕрремĕш сăвви 4-мĕш класра вĕреннĕ чухне шкулти стена хаçатĕнче кун çути курнă. Çыравçă хайлавĕсем Чăваш кĕнеке издательствинче 2010-мĕш çулсенче кун çути курнă, вĕсен шутĕнче «Сарă роза» (2011), «Куçĕсем! Ах, куçĕсем!» (2014), «Вĕçсĕр çул» (2014), «Хумлă Атăл» (2016) кĕнекесене асăнмалла.
«Сарă роза» кăларăмшăн яваплă пулнă редактор Алина Владимирова (Майорова) Михаил Мерчене çапларах аса илет: «Ял илемĕ, вĕçĕ-хĕррисĕр хирти сарă ăрша юххиллĕ ыраш пусси, çутă таса Ункăра шыва кĕнисем çăра хура çÿçлĕ ача чĕринче пĕчĕклех вăйлă юрату туйăмне вăратнă, – тет Михаил Захарович Мерчен хăй пирки аса илсе çырнинче. Çавăнпах пулĕ унăн хайлавĕсен тĕп теми – юрату: е каччăпа хĕр хушшинчи юрату, е Тăван çĕршыва, е çутçанталăка юратни...
Çыравçăн чĕлхи пуян, сĕтеклĕ. Вăл танлаштарусемпе, ытти илемлĕх мелĕсемпе усă курма ăста. Хайлавĕсенче тĕрлĕ пулăмсем çинчен ытарлăн калама юратни курăнать, кăмăл-туйăма палăртакан ой, о-ой, ай, ах, эх, ух татăксемпе час-часах усă курать.
Вăл çав тери сăпайлă, лăпкă çынччĕ, анчах хăйĕн шухăшĕ çине тăма пултаратчĕ. Нумай чухне кăларăм редакторĕн тÿрлетĕвĕсемпе килĕшетчĕ, çапах та Чăваш кĕнеке издательствине тепре килнĕ çĕре каллех хăй вариантнех хăварма ыйтатчĕ...»
М.З. Мерчен СССР Журналистсен союзĕн (1981), Раççей Писателĕсен союзĕн (1999) членĕ пулнă.
Çыравçă 2020 çулхи раштав уйăхĕн 7-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ.


Галерея

хумла атал_2016 сарă роза_2011 куçĕсем_2014 merchen вĕçсĕр çул_2014