Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Пултаруллисене пулăшмаллах

24 апреля 2024

Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Наци библиотекинче Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă «Сцена çинче те — пурнăç» пьесăсен пуххине хакларĕç.

2023 çулта тематика планĕпех тухнă пулин те, ахаль кĕнеке мар ку. Унччен маларах, 2022 çулта, Чăваш республикин культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министерстви чăвашла çырнă пьесăсен регионсем хушшинчи конкурсне ирттернĕччĕ. Çав ырă ĕçе пĕтĕмлетсе çĕнтерӳçĕсене палăртнисĕр пуçне ытларах балл пухнисен пьесисене уйрăм кĕнекен пичетлесе кăларма йышăну туса хăварнăччĕ. Издательствăра ĕçлекенсем тăрăшнипе пĕлтĕрхи çулталăк вĕçнелле пултаруллă авторсен произведенийĕсем уйрăм кĕнекен пичетленсе те тухрĕç.
Сборника сакăр авторăн вунă пьеси кĕнĕ. Авторсем хушшинче театр искусствине юратакансем лайăх пĕлекен ятсем те (Николай Сидоров, Александр Пăртта, Арсений Тарасов, Марина Карягина, Владислав Николаев, Левтина Марье), драматургире малтанхи утăмĕсене тăваканнисем те (Рита Арти, Надежда Кириллова) пур.
Кĕнеке икĕ пайран тăрать. Унăн çуррине çитĕннисем валли çырнă произведенисем, тепĕр çуррине ачасемпе çамрăксем валли хайланă пьесăсем йышăнаççĕ. Николай Сидоровпа Александр Пăртта конкурса харăсах икĕ номинаципе хутшăннă. Жанр, тематика тĕлĕшĕнчен илсен кĕнекере расна ĕçсем пур. Кунта тăван халăх ятне тĕнче шайне çĕкленĕ Андриян Николаевпа Никита Бичурин, чăваш культуринче ĕмĕрлĕх çырăнса юлнă Тани Юнпа Иоаким Максимов-Кошкинский çинчен çырнă пьесăсем те, уйрăм чăваш ялĕн историйĕпе çыхăннă, анчах пĕтĕм халăх кун-çулне аса илтерекен, шухăша яракан «Шураç» драма та, Сăр хĕрринче хӳтĕлев чиккине тăвакансене халалланă «Эпир çĕнтеретпĕрех!» пьеса та пур. Юрату темисĕр мĕнле-ха ĕнтĕ? Александр Пăрттан «Чĕреçĕм тикĕссĕн тапать» фантазиллĕ произведенийĕ çав пысăк та çутă туйăма туллин уçса парать. Ачасемпе çамрăксем валли Марина Карягинăпа Александр Пăрттан «Эреш-мен», «Сысна çурипе лĕпĕш» юмахĕсем те питĕ хăйне евĕрлĕ. «Сцена çинче те — пурнăç» кĕнекере çар драми те пур. Авторĕ — Владислав Николаев. «Çынсемутсемйытăсем» (виçĕ сăмаха юриех пĕрлештерсе çырнă) ятлă унăн драми. Произведени ятĕнче пур пулсан та пьесăра çынсем (вылякансем) пачах та çук. Вăрçăри лашасен, йытăсен паттăрла ĕçĕсене кăтартнă май автор вĕсем урлах çынсен пурнăçне, шухăш-кăмăлне, психологине сăнлама пултарнă.
Арсений Тарасов хăй ку таранччен тытса пынă темăна çĕнĕлле хускатма урăхла меслет тупнă. «Хĕрлĕ кĕпеллĕ телей» ятлă пьесăна сцена çине лартичченех, пьеса хальлĕнех вулама интереслĕ. Вуланă май куç умне çав тери интереслĕ ӳкерчĕксем, унти геройсем хушшинчи хутшăнусемпе калаçусем туха-туха тăраççĕ.
«Ман шутпа, драматурги произведенийĕсен пĕрремĕш конкурсне пурте питĕ тĕплĕ шухăшласа, тимлĕ хатĕрленсе хутшăннă. Çавăнпа пьесăсен пуххи те питĕ сумлă пулса тухрĕ», — терĕ кĕнеке редакторĕ Галина Антонова.
Мĕнле çуралать-ши вăл, спектакль пулса сцена çине тухакан, нумай-нумай куракана култаракан, макăртакан, шухăша яракан пьеса? «Туйăмсем сĕвĕрĕлсе ан пĕтчĕр тесе пĕр пуçланă произведение вĕçне çитичченех хăвăрт çыртăм», — терĕ «Шураç» пьеса авторĕ Рита Арти. Анчах пьесăна калăпличчен вăл тăван Шураç ялне халалласа сăвă та, юрă та хайланă иккен, Алексей Фадеевпа пĕрле 2008 çулта «Савнă ялăм ман Шураç» ятлă кĕнеке те кăларнă, унччен тата маларах ват çынсем каласа панă халапсене пуçтарнă. Çавăн чухлĕ материал пухнă хыççăн «кĕске вăхăтра» çуралнă ун пьеси.
«Андриян Николаев космонавт çинчен çырас умĕн ун кун-çулне нумай тишкертĕм. Библиотекăна килсе мĕн чухлĕ кĕнеке вуларăм пуль — пурпĕр пуçлаймастăп. Николай Каманин генерал-полковникăн «Скрытый космос» ятпа тухнă дневникĕсене вуланă хыççăн тин пиçсе тухрĕ çĕнĕ произведени. Унта Андриян Николаев пурнăçĕнчи хальччен çырса кăтартман фактсем те пур», — терĕ Николай Сидоров паллă драматург.
Надежда Кириллова Максимов-Кошкинскипе вуникĕ çултах интересленсе кайнă-мĕн. Ун чухне, паллах, хăçан та пулин Тани Юнпа иккĕшĕ пирки пьеса çырасса шухăшламан. Нумай-нумай çул иртнĕ хыççăн Кирилловăн киносценари тума тивнĕ, унтан ăна вăл пьесăна куçарнă.
Арсений Тарасовăн та «Хĕрлĕ кĕпеллĕ телейĕ» çăп-çăмăллăн килмен. «Тăван ялăма кайнăччĕ. Анне ун чух ватăччĕ ĕнтĕ. Çĕрле вăранса кайрăм та анне сассине илтрĕм. Пуканепе калаçать. Ман атте ăна хĕрлĕ кĕпе туянса пама шантарнă иккен. Хĕрлĕ тĕс халăхра савăнăç, хаваслăх тĕсĕ, телей тĕсĕ шутланать. Анне ĕмĕтленекен хĕрлĕ кĕпене туянса парса савăнтарайман ăна атте. Пуканепе сывпуллашса анне çывăрма выртрĕ, ман куçа вара куççуль капланчĕ, ирччен те çывăраймарăм», — тесе аса илчĕ драматург. Çав чун ыратăвне нумай çул хушши шалта йăтса çӳренĕ хыççăн тин çуралнă конкурсра палăрнă пьеса.
Хăш автор ĕçĕ мĕнле вырăн йышăннине кĕнекере палăртман. Ку кирлех те мар, мĕншĕн тесен пьесăн малашнехи шăпи вăл мĕнле режиссер аллине лекнинчен, лартас пулсан та рольсене мĕнле актерсем вылянинчен нумай килет. Лартас кăмăллисем те, сцена çинче выляма юратакансем те нумай пирĕн республикăра. Пысăк сценăсене шутламасăр халăх театрĕсем – 49, художество пултарулăх ушкăнĕсем, драма кружокĕсем вара çĕршер тесе палăртрĕç хăтлава пынисем. «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсран «Чи лайăх драматург» номинацие кăларса пăрахнипе драматургсем кăмăлсăр, паллах. Чăваш литературинчи чуна ыраттаракан ытти ыйтусене те хускатрĕç хăтлава пынисем. Çапах та культура министерстви регионсем хушшинчи çак конкурса ирттернине, çĕнтерӳçĕсенне çеç мар, нумайрах балл пухнă ытти авторсен пьесисене те пĕрле пухса çакнашкал кĕнеке кăларма йышăннине вĕсем пурте ырлаççĕ. Ку чăваш драматургине аталантарма, çыравçăсене (уйрăмах çамрăксене), тĕрлĕ шайри сцена ăстисене хавхалантарма пулăшĕ. Чăваш литературинче çĕнĕ пьесăсем пулаççех апла!

Галина МАТВЕЕВА

Подробнее о книге...


Галерея

kZhZ4zV3BRQ IMG-20240424-WA0003 IMG-20240424-WA0002 IMG-20240424-WA0001