Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Пулас чăваш ÿнерçисем Шăмалакра ÿсеççĕ

11 ноября 2022

Елчĕк районĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Шăмалак шкулĕнче вĕренекенсем çĕнĕ кĕнекесемпе хаваспах паллашаççĕ. Ачасене литературăн илемлĕ тĕнчипе туслаштарас тесе ялти вулавăш заведующийĕ В.К. Усанова ырми-канми тăрăшать, тĕрлĕ мероприяти ирттерет. Çĕнĕ кĕнекесем вулавăша çитсен вăл чи малтан библиотекăран инçе мар вырнаçнă шкула çитет, кăларăмсемпе ачасене, вĕрентекенсене паллашатрать.
Акă нумаях пулмасть кĕçĕн классенче ăс пухакансем Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă «Куçукпа Хураçка. «Потеряшка» хайлавсен пуххине шĕкĕлчерĕç. Унта вун тăватă авторăн чăвашла тата вырăсла хайланă калавĕсемпе юмахĕсем кĕнĕ. Пĕрремĕш пая хальхи чăваш çыравçисен хайлавĕсем пуянлатаççĕ, иккĕмĕшĕнче вара Чăваш Республикинче пурăнакан е çак тăрăхра çуралса ÿснĕ вырăсла çыракан авторсен калавĕсемпе юмахĕсем вырăн тупнă.

Пысăках мар хайлавсем тĕрлĕ чĕрчун пурнăçĕнчи самантсене уçса параççĕ, пĕрне вуласан ахăлтатаса кулас килет, тепринпе паллашсан куççуль тухать, виççĕмĕшĕ тарăн шухăша ярать. Авторсем тĕрлĕ тема хускатнă пулин те шухăшĕ кĕнекен пĕрре – чĕрчунсене алла илентеретпĕр пулсан пирĕн яваплă пулмалла, вĕсене йывăр вăхăтра пулăшмалла.

Ачасем пысăках мар кăларăма хаваспах шĕкĕлчерĕç, Валентина Александровна Долгова тата Венера Петровна Ильина класс ертÿçисем хавхалантарнипе кăмăла кайнă сăнарсен ÿкерчĕкĕсене те хатĕрлерĕç.

«Вĕренекенсем тăрăшса ĕçленине курсан кăмăл çĕкленет. Ачасем хатĕрленĕ ÿкерчĕксемпе Чăваш кĕнеке издательстви ирттерекен «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурса хутшăнас кăмăл та çуралчĕ. Пирĕн тăрăхра хастар чăваш ÿнерçисем ÿснине ыттисем те пĕлччĕр», – терĕ Венера Кузьминична вулавăш заведующийĕ йăл кулса.

Купить книгу (кунта пуссан ку кӗнекене илме пулать)

 


Галерея

123 a1 a2 a3 a4