Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Пĕчĕк вулакансем валли «Юратнă пукане» кĕнеке кун çути курчĕ

08 ноября 2022

Ача-пăча вăйă-кулăра ӳсет, пĕлӳ пухать, çут тĕнчепе паллашать. Ку ĕçре теттесем самай пулăшаççĕ. Мĕн тĕрли кăна çук пуль кашни шăпăрланăн – кубиксем, мечĕксем, çемçе чĕр чунсем, юмахри сăнарсем, пуканесем, хăмпăсем, самолетсемпе машинăсем... Хăш-пĕр ачан пӳлĕмĕ теттепе лăк тулли. Анчах вĕсем хушшинче чи-чи юратни пурах. Вăл кивĕ, лăсканчăк пултăр, пурпĕр чи хакли.

Чăваш кĕнеке издательствин çĕнĕ кăларăмĕ – «Любимая кукла. Юратнă пукане» – пĕчĕк вулакансене хăйсен тĕнчине йыхравлать, аслисене вара ачалăха таврăнма хĕтĕртет. Вырăсла тата чăвашла хатĕрленĕ сăвă пуххин авторĕ – Зоя Осипова. Хайлавсене Олег Кульев чăвашла куçарнă, ӳнерçи – Мария Ермолаева, редакторĕ – Ольга Иванова. Кĕнеке 1000 экземплярлă тиражпа пичетленнĕ.

Кăларăмри сăвăсем ачасене ырă чунлă, ĕçчен, тирпейлĕ, пĕр-пĕринпе туслă пулма, аслисене хисеплеме вĕрентеççĕ. Автор пĕчĕккисен пурнăçне, тăван çутçанталăк илемне ăшă кăмăлпа сăнлать.

Нина ятлă хĕрачан, тĕп сăввăн лирика харкамçин, темĕн тĕрлĕ тетте пур: шăкăрин пукане, упа, Буратино, пысăк шар... Чи юратни вара – Света ятлă пукане. Акă еплерех сăнлать ăна поэт:

Хырăмне бинтпала туртса çыхнă,

Татăлса кĕç ӳкес пек алли,

Пуçĕ шăтнă, ури темшĕн хытнă –

Пурпĕр Нинăшăн вăл чи хакли.

Хĕрача хĕрхенет Светăна, ăна çĕнĕ пукане пачах кирлĕ мар. Теттесене хаклани «Упа çури чирленĕ» сăвăра та сисĕнет. «Манăçнă кĕнеке» вара тирпейсĕрлĕхпе тимсĕрлĕх мĕн патне илсе çитерме пултарнине кăтартса парать – Маша çухатнă кĕнекене сысна тупать...

«Çĕн атă» сăвăри арçын ача урамра шыв сирпĕтсех чупать, кӳлленчĕксене юриех кĕрсе каять. Çулпала иртен пĕр ватă чарăнсах юнать ăна. Кантăкран амăшĕ асăрхаттарать, ӳпкелет. Ачан кӳренме сăлтавĕ пурах: выляма-ашкăнма юрамасть пулсан мĕн тума туянса панă-ха ăна çĕн атă? Паллах, ку сăнара кашни шăпăрлан ăнланать.

Кăларăма вуласа тухсан кураксем мĕнле майпа алăсăр та мăлатуксăр çурт тунине, ачасем кĕркуннепе мĕнле сывпуллашнине, хĕл çитнишĕн еплерех савăннине пĕлме пулать... Зоя Осиповăн сăввисем Олег Кульев куçаруçă тăрăшнипе чăвашла та илемлĕ янăраççĕ, вырăсла текста çывăх.

Купить книгу (кунта пуссан ку кӗнекене илме пулать)


Галерея

Зоя Осипова-Юратнă пукане 11 22 33 44 55