Олеся Михайловăн пĕрремĕш кĕнеки кун çути курчĕ
14 ноября 2024
Пĕрремĕш сăввисене вăл çичĕ çулта çырнă. Шкулта вĕреннĕ чухне «Тантăш» хаçатра пичетленнĕ, «Букварьтен – илемлĕ литературăна çити», «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» конкурссенче тĕрлĕ çулта мала тухнă. Хайлавĕсем «Пирĕшти патне янă çыру», «Çĕршывăмçăм, Чăваш çĕршывĕ. Чувашия родная», «Манăн туссем. Мои друзья», «Уявсен кăшăлĕ. Наши праздники» коллективлă сборниксене кĕнĕ. Раççей Федерацийĕн Журналистсен союзĕн членĕ /2012/, армрестлинг /алă вăйне виçни/ енĕпе Раççей спорт мастерĕ, çамрăксем хушшинче – Европа чемпионĕ. Сăмахăмăр – Олеся Михайлова çинчен.
Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче унăн пĕрремĕш хайлав пуххийĕ – «Пĕрремĕш çĕнтерӳ» – пичетленсе тухрĕ. Редакторĕ – Ольга Иванова, ӳнерçи – Ирина Андреева. Кăларăм 1000 экземплярлă тиражпа кун çути курнă. Вăтам классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕ кĕнекене тăхăр калав кĕнĕ.
Олеся Михайлова 1992 çулхи чӳк уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Канаш районĕнчи Ешкилт ялĕнче çуралнă. Шуркасси шкулĕнче, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче вĕреннĕ. Куславкка районĕн «Ялав» хаçат редакцийĕнче социаллă пурнăç пайĕн редакторĕнче ĕçленĕ, халĕ – Куславкка округĕн пуçлăхĕн пресс-секретарĕ.
Хайлавсенче çамрăк автор ачасемпе яш-кĕрĕмĕн кулленхи пурнăçне, шухăш-ĕмĕтне çутатать. Унăн геройĕсем ырă кăмăллă, ĕçпе вĕренӳре хастар, чăн-чăн туслăха хаклама пĕлеççĕ, аслисене хисеплеççĕ. Ăрусен çыхăнăвне те ăста кăтартса парать çыравçă. «Арчари сăнӳкерчĕк» калаври сăнар мăн асламăшĕ патне хăнана кайсан хăйсен çемйи çинчен интересли нумай пĕлет. Ватă çынпа калаçни хĕре савăк самантсем парнелет. Ун арчинче мĕн кăна çук иккен! Ытти япала хушшинче калуçă кивĕ çыру тупать. Конверчĕ çине «Самой красивой невесте Ольге» тесе çырнă. Шалта вара – хуçлатнă хут листипе çамрăк хĕр сăнӳкерчĕкĕ. Фотори пике хăй сăнлă пулнине ăнланса илет тĕп сăнар. Мăн асламăшĕ акă мĕн каласа парать ăна: «Çапла-çапла, ку эпĕ çирĕмре чух... Çакă асăнмалăх пĕртен-пĕр сăнӳкерчĕк. Туй пуçĕ киличчен кăшт маларах ӳкерсе илчĕ те вырăс каччи аякри çула тухрĕ. Тĕп хулана тĕрĕс-тĕкел çитсен почтăпа ярса пама шантарчĕ. Пĕр хĕллехи кун ĕçрен таврăннă чух урамра хаçат валеçекене тĕл пултăм, вăл мана çыру тыттарчĕ. "Самой красивой невесте Ольге" тесе çырнă унта. Сăнӳкерчĕкпе пĕрле вырăсла çыру та пурччĕ. "Ну, Улькка, эс телейлĕ. Камăн тата туйри сăнӳкерчĕк пур?" – теме пуçларĕç колхозра пĕрле пăру пăхакан хĕрарăмсем».
«Пĕрремĕш çĕнтерӳ» хайлаври тĕп сăнар пĕррехинче ашшĕн çăлтăрлă кубокне ӳкерет те ватса пăрахрăм тесе хăраса каять. Çӳлĕк çинчи парнесене тытма хушман-çке аслисем. Мĕншĕнне тавçăрайман та пуль ача. Хайхи кубок ашшĕшĕн мĕнпе пĕлтерĕшлине тинех ăнланса илет вăл...
«Çуркуннене кĕтни» тата «Шăнкăрч вĕлли» калавсем ачасене çутçанталăка упрама, сăнама, вĕçен кайăксене пулăшма вĕрентеççĕ. Кунти сăнарсем шăнкăрчсем валли вĕлле ăсталаççĕ, «хура йăмăксен» юррисене итлесе киленеççĕ. «Сывлăм тăрăх» хайлавра пиччĕшĕпе йăмăкĕн туслăхне куратпăр. «Виçĕ кăвакарчăн» пĕр-пĕрин патне çыру вĕçтерекен Нютăпа тата Русланпа паллаштарать. «Ачалăх сукмакĕсенчи» калу пĕрремĕш сăпатран пырать. Хĕрача кĕтӳ кĕтнĕ хушăра тавралăха сăнать. «Виçĕ сукмак, виçĕ еннелле каяççĕ вĕсем... Пĕри хурăнлăх витĕр тухать, тепри чугун çул еннелле тăсăлать, виççĕмĕшĕ ял хыçĕнчи кӳлĕ патне илсе çитерет... Ачалăх сукмакĕсем... Вĕсем мана ырă та телейлĕ вăхăта аса илтереççĕ. Çак асаилӳсем чуна ăшăтаççĕ», – тет вăл.
«Ту çинче çуралнă туйăм» калавра Маринепе тусĕсем çулçӳреве тухаççĕ. Хĕрсем Дагестана лашапа ярăнма каяççĕ. Капмар тусем, çĕнĕ паллашусем, кăсăклă йăла-йĕрке... – акă мĕн кĕтет вулакана кунта. Маринен чĕрине вара пĕрремĕш юрату пырса шаккать. Пач ăнсăртран. Анчах Кавказри тĕлпулу хыççăн пĕр-пĕрне чылайлăха куçран вĕçертеççĕ хĕрпе каччă. «Ту çинче çуралнă туйăм вăл вăйлă, нихăçан та сӳнмест. Турă сире икĕ хут тĕл пулма май туса панă пулсан виççĕмĕш хут та курнăçăр-ха. Шанăçа çухатмалла мар», – тет Чăваш Ен хĕрĕсене кĕтсе илсе ăсатакан Асамат. Вăл калани чăна килет-и, çук-и – куна хайлава вуласа тухсан пĕлме пулать.
«Йĕлтĕр йĕрĕ» мал ĕмĕтлĕ Нинукпа паллаштарать. Вăл мĕн пĕчĕкрен йĕлтĕрпе туслашать, спортсменка пулма ĕмĕтленет. Ашшĕ-амăшĕ те хĕрне май килнĕ таран пулăшать. Кӳршĕри Çтаппан мучи те хăй чухламасăрах хавхалантарать хĕрачана. Вĕрентекенсем ăмăртусене хутшăнтараççĕ. Нинук хăй те тăрăшуллă. Тавралла ăна ĕненекен-шанакан çавăн чухлĕ ырă кăмăллă çын пур чухне ĕмĕт пурнăçа кĕмесĕр тăма пултарать-и вара? Çук, паллах!
Ольга АВСТРИЙСКАЯ