Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Нушапа асапра тĕрĕсленнĕ

15 февраля 2023

Чăваш кĕнеке издательстви республикăри Наци библиотеки сĕннĕ «Вуламалли 100 кĕнеке» списока кĕнĕ тата тепĕр сумлă произведенипе ĕçлеме пуçларĕ. Ку вăл — виçĕ кĕнекерен тăракан «Юманлăх çулçă тăкмарĕ» роман.

Авторĕ — Тутарстанри чăваш ялĕнче çуралса ӳснĕ Алексей Андриянович Афанасьев прозаик, поэт тата куçаруçă. Çамрăк вулакансем ăна пĕлсех каймаççĕ. Чăваш литературинче курăнмаллах çырăнса юлнă писатель вырăсла та, удмуртла та лайăх пĕлнĕ, çамрăк чух шкулта ачасене удмурт чĕлхине вĕрентнĕ, каярахпа Павлă районĕнчи вырăсла тухса тăракан хаçат редакторĕ пулнă. А. Афанасьев «Нарспи» поэмăна, «Айтар» драмăна тата ытти хăш-пĕр произведение удмуртла куçарнă.
Юманлăх çулçă тăкмасан арçынсене йывăр килет текен каларăш пур. Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçланнă çул юмансем çулçисене тăкса пĕтермесĕрех хĕле кĕреççĕ. Фашистла Германи пуçланă тискер вăрçă арçынсене çеç мар, пĕтĕм халăха нушапа асапа кĕртсе ӳкерет.
Чăвашсемпе удмуртсем пурăнакан Тăмпай ялĕ фронта салтак хыççăн салтак ăсатать, Литваран эвакуаци йĕркипе килнĕ çынсене йышăнать. Хуйхă-суйхă пусăрăнтарсан та алă усса лараймастăн: фронта апат-çимĕç парса тăмалла, салтаксем валли ăшă япаласем ямалла, Хĕрлĕ Çара вăйлатма заем çырăнмалла, укçа пухмалла, ытти майпа пулăшмалла.
Тăмпай ялне тахçан Çĕпĕре янă кулак ывăлĕсем таврăнаççĕ. Пиччĕшĕпе шăллĕ — пачах расна çынсем. Çын куçĕ умне курăнмасăр килсе кĕнĕ Çĕпритун Мускав патне çывхарнă тăшман Атăл хĕрне çитессе кĕтет. Ылтăн тултарнă чӳлмеке ашшĕ ăçта пытарнине пĕлет вăл, ăна вăрттăн чавса кăларса пуйма ĕмĕтленет. Анчах чӳлмеке вăл мар, Çимун чавса кăларать, ăна халăх умĕнче уçса унти пĕтĕм ылтăна танксем тума парать. Унăн хăйĕн ывăлĕсем те фронтра-çке, танкистсем.
Вулакана Çимунпа Çĕпритун шăписем çеç мар, романри ытти геройсен кун-çулĕ те кăсăклантарать. Ял совечĕн председателĕ Мария Тимофеевна упăшки çапăçура пуçне хуни çинчен хыпар илнĕ те вутри пек çунать. Çимунăн ывăлĕсем унăн мăшăрне, йывăр аманнăскерне, çапăçу хирĕнчен илсе тухса госпитале леçсе хăварнине пĕлмест-ха вăл. Тав Турра, хыпарсăр çухалнă Иван та чĕрех-мĕн. Тăван çĕршывăн аслă вăрçи кашни çыншăн чăн-чăн тĕрĕслев пулса тăрать, асаплă та йывăр вăхăтра кашнин чунĕ хăйне майлă уçăлать. Акă вăрçăччен никамах та асăрхаман, питех шута хуман Отканах илер. Çиелтен пăхсан ни сăнĕпе, ни кĕлетки-çурăмĕпе илĕртӳллĕ хĕрарăм мар вăл. Халăхшăн йывăр тапхăр унăн шалти илемне куç умне кăларать: епле пултаруллă, ырă кăмăллă, пысăк чунлă çын иккен Откан. Вăрçăччен хăюсăр та йăваш пулнă Иван килне медальпе таврăнать. Курма кăна кĕрсе тухать вăл тăван яла, каллех фронта тухса каять.
Романăн пĕрремĕш кĕнекинче унти сăнарсен пурнăçне кĕрсе каятăн та — часрах иккĕмĕшпе виççĕмĕш кĕнекесене тытса вулас, малалла мĕн пулнине пĕлес килет. Хальлĕхе Чăваш кĕнеке издательствинче «Юманлăх çулçă тăкмарĕ» романăн пĕрремĕш кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕшне çитес çулсенче кăларма палăртнă.

Галина МАТВЕЕВА

Купить эту книгу (кунта пуссан ку кӗнекене илме пулать)


Галерея

Алексей Афанасьев-Юманлăх çулçă тăкмарĕ Алексей Афанасьев