Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Нина Царыгинăн «Çил-тăманлă ĕмĕт» кĕнеки пичетленсе тухрĕ

16 ноября 2023

Этем яланах мĕн çинчен те пулин ĕмĕтленет. Ăс-хакăл аталанăвне, чун туртăмне кура кашнин тĕмсĕлĕвĕ хăйне май. Яш-кĕрĕм чун-чĕрине ĕмĕтсем уйрăмах çупăрлаççĕ. Çунатлă çамрăклăх урăхла пулма та пултараймасть. Вăл яланах малкай, хăватлă, хастар.
Чăваш кĕнеке издательствинче тин кăна Нина Царыгина çамрăк çыравçăн кăларăмĕ – «Çил-тăманлă ĕмĕт» – пичетленсе тухрĕ. Редакторĕ – Ольга Иванова, ÿнерçи – Ирина Андреева. Тиражĕ – 800 экземпляр. Хайлав пуххине ултă калав кĕнĕ.
Çĕнĕ кĕнеке патне куçиччен авторпа çывăхрах паллаштарас килет. Чăваш вулаканĕсем ун ятне илтнех-тĕр. Нина Анатольевна Царыгина 1988 çулхи кăрлач уйăхĕн 29-мĕшĕнче Тутар Республикинчи Чистай районне кĕрекен Анат Кăтрата ялĕнче çуралнă. Вăтам шкулпа сывпуллашсан И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнче вĕреннĕ. Аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн «Алатырские вести» Улатăр районĕн хаçатĕнче вăй хунă. 2013—2015 çулсенче «Хыпар» Издательство çурчĕн «Тантăш» хаçатĕнче корректорта, корреспондентра тăрăшнă, каярахпа «Самант» журналта ĕçленĕ. 2016–2023 çулсенче «Çамрăксен хаçачĕн» корреспонденчĕ пулнă, халĕ – «Хыпар» хаçатăн социаллă пурнăç, культура тата спорт пайĕн редакторĕ.
Шкул çулĕсенче сăвви-калавĕ «Тантăш», «Школьники постарше» хаçатсенче пичетленнĕ. Университетра пĕлӳ илнĕ вăхăтра «Хресчен сасси», «Çамрăксен хаçачĕ» кăларăмсемпе çыхăну тытнă. Хайлавĕсем «Кĕтмен юрату», «Çĕршывăмçăм, Чăваш çĕршывĕ. Чувашия родная», «Пирĕшти патне янă çыру», «Çул кайăкĕ» коллективлă сборниксенче, «Тăван Атăл» журналта кун çути курнă. Нина Царыгина – Чăваш Республикинчи Профессиллĕ писательсен союзĕн членĕ (2021).
Кĕнекери калавсенче, тĕпрен илсен, прозаик паянхи яш ăру пурнăçне, шухăш-кăмăлне çутатса парать. Чылай чухне хĕрсемпе каччăсем ытлă-çитлĕ пурăнма ĕмĕтленеççĕ, вăхăта хаваслă ирттерме тĕмсĕлеççĕ. Анчах хăйĕн тĕллевĕ патне кашниех расна сукмакпа утать. «Çил-тăманлă ĕмĕтри» Вита, сăмахран, алла професси илсе пысăк шалуллă ĕçре вăй хурасшăн. Шел те, ялан эпир палăртнă пек йĕркеленсе пымасть çав...
«Симĕс çÿçлĕ хĕр, е Уйрăлу кĕвви» калаври Саша Авруцкий вара пĕтĕм вăйне музыкăна çеç халалласшăн, килĕшмен ĕçре тимлени уншăн тамăк вутĕнче çуннипе танах. Çав хушăрах тарăнрах пĕлÿ илес тесе вĕренме те талпăнмасть вăл. «Вĕренÿ хавхалану кÿмест мана. Ăнланаятăн-и? Вăхăта сая янăн туйăнать. Ун вырăнне эпĕ концертсенче выляма пултаратăп вĕт», – тет каччă. Çакăн пиркиех савнийĕпе тăтăш хирĕçеççĕ. Тая, хăйне шанма хăнăхнăскер, Саша çÿл тÿпере çеç вĕçсе çÿренине йышăнаймасть. Пурнăç тăршшĕпех савнă çынна хăв хыççăн туртса пырасси, пĕр вĕçĕм ун улшăнчăк кăмăлне чăтасси сехĕрлентерсе ÿкерет ăна. «Ирĕклĕхрен лайăхраххи мĕн пултăр?» – тесе шухăша путать тĕп героиня.
«Пике блогер» хайлав ниме пăхмасăр малалла талпăнакан, чун киленĕçĕнче хавхаланупа телей тупакан Златăпа паллаштарать. Ку хайлава çырма пуçăниччен прозаик ятарлă тĕпчев туса ирттернĕ тесен те йăнăш мар – блогерпа тĕл пулса вĕсен ĕçĕ çинчен ыйтса пĕлнĕ, ку темăпа нумай материал вуланă. Çапларах çуралнă та тĕп сăнар – Злата. Вăл тĕрлĕ видео ÿкернине, батлсене хутшăннине çынсем тĕрлĕрен йышăнаççĕ. Çамрăксем йăл кулаççĕ, ырлакан та пур. Тиркекенсемсĕр те май çук паллах. «Çулсем иртнĕçемĕн ачалăхри хăтланкаларăшсене те, çамрăклăхри туйăмсемпе ĕмĕтсене те вăхăт тусанĕ витет çав. Вара хальхи яш-кĕрĕме тиркесси çеç юлать», – тет автор.
Калавсенче юрату теми те пысăк вырăн йышăнать. Кĕнеке вулакансен кăмăлне каясса шанатпăр. Тен, çамрăксем сăнарсенче хăйсене палласа илĕç, аслăраххисем вара паянхи ăрăва лайăхрах ăнланма пултарĕç.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ

Подробнее о книге...


Галерея

Нина Царыгина Нина Царыгина-Çил-тăманлă ĕмĕт