Николай Ишентейĕн кĕнеки икĕ чĕлхепе пичетленсе тухĕ
19 марта 2024
Çывăх вăхăтра Николай Ишентейĕн «Чĕвĕлпи. Щебетунья» кĕнеки пичетленсе тухĕ.Кăларăм икĕ чĕлхепе – чăвашла тата вырăсла – кĕçĕн çулхи ачасем валли пулĕ. Чăвашсен паллă çыравçин сăввисене вырăсла куçараканĕ – Светлана Гордеева поэтесса. Ÿнерçи – пултаруллă Екатерина Васильева.
Кĕнекене ачасем валли çырнă сăвăсем кĕнĕ. Вĕсенче автор килти тата тискер чĕрчунсемпе вĕçен кайăксен пурнăçне, арçын ачасемпе хĕр пĕрчисен кулленхи ĕç-хĕлне тимлĕх уйăрать. Çут тĕнчен тĕлĕнмелле илемне сăнланă май поэт çутçанталăка упрама вĕрентет. Хайлавсем чăвашла та, вырăсла та çăмăллăн вуланаççĕ.
СĂНŸКЕРЧĔКРЕ: Николай Ишентей çыравçă, Светлана Гордеева сăвăç, Екатерина Васильева ÿнерçĕ.