Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Николай Ишентейĕн «Чĕвĕлпи. Щебетунья» кĕнеки кун çути курчĕ

27 мая 2024

Юлашки çулсенче Чăваш кĕнеке издательствинче ачасем валли икĕ чĕлхеллĕ – чăвашла тата вырăсла – кăларăмсем хатĕрлесси йăлана кĕчĕ. Ку енĕпе сăвă пуххисем те, калав-юмах кĕнекисем те тухаççĕ. Ытларах пĕлес текен хастар вулакан оригинал текстпа куçарăва танлаштарса пăхатех. Ку вара тавракурăма аталантарма, чĕлхе пĕлĕвне ӳстерме пулăшать.
Нумаях пулмасть издательствăра черетлĕ билингва-кăларăм кун çути курчĕ – «Чĕвĕлпи. Щебетунья». Унăн авторĕ – чăвашсен паллă çыравçи Николай Ишентей. Вырăсла куçараканĕ – Светлана Гордеева сăвăç, прозаик. Ӳнерçи – Екатерина Васильева, редакторĕ – Ольга Иванова.
Кĕнекене кĕçĕн çулхи ачасем валли çырнă сăвăсем кĕнĕ. Вĕсенче автор килти тата тискер чĕрчунсемпе вĕçен кайăксен пурнăçне, арçын ачасемпе хĕр пĕрчисен кулленхи ĕç-хĕлне тимлĕх уйăрать. Тем те пĕлме ăнтăлакан сăнарсем хĕвел çаврăнăша сăнаççĕ («Хĕвел»), чуччупа ярăнаççĕ («Чуччу кашти хурама»), куç кĕскине вылятса кушака йĕкĕлтеççĕ («Хĕветкепе хĕвелкке»), хĕвелпе пытанмалла выляççĕ («Вăйă»), çум çумлаççĕ («Мĕншĕн?»), чĕкеçпе тата çил ачипе пуплеççĕ («Чечекпипе Чĕвĕлпи», «Çил ачипе калаçни»), тырă çумăрĕ айне чупса тухаççĕ («Тырă çумăрĕ»), пулă тытаççĕ («Тавçăруллă пулă»), пĕве пĕвелеççĕ («Шăпчăк шӳтлевĕ»), çарăк ӳстереççĕ («Çарăк»)... Кĕскен каласан, ку ачасем пĕртте ахаль лармаççĕ.
Хайлавсем чăвашла та, вырăсла та çăмăллăн вуланаççĕ. Çут тĕнчен тĕлĕнмелле илемне сăнланă май поэт çутçанталăка упрама вĕрентет. Тĕслĕх вырăнне «Сассăр шăнкăрав» сăвва илсе парас килет:
– Шăнкăрав манерлĕ лантăш
Татрăм, – терĕ манăн тантăш.
Сулкаларĕ вăл ăна, –
Янăраттăр вăрмана!

Эп те лантăша тăнларăм:
Шăнкăравĕ шарламарĕ.
Ӳкрĕ кĕмĕл пек тумла –
Сассăр йĕчĕ пулмалла.
Тепĕр чух «сăтăрçă» шутне этем кăна мар, пĕчĕкçеç кăмпа та кĕме пултарать-мĕн. Сĕм вăрманти паттăр юман йăваннă кайнă. Гулливер пек пулни те çăлайман ăна. Мĕншĕн тетĕр-и?
Лилипут кăмпасем ерипен
Паттăра йăвантарнă иккен.
(«Вăрман юмахĕ».)
Николай Ишентейĕн сăввисем чăннипех сăнарлă, илемлĕ. Пултаруллă ӳнерçĕн ӳкерчĕкĕсем вара вуланине куç умне кăларма пулăшаççĕ.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ

Подробнее о книге...


Галерея

Николай Ишентей-Чĕвĕлпи-Щебетунья (1) Николай Ишентей (1) Светлана Гордеева1 (1) ч5 ч3 ч2 ч1 ч7 ч6 ч4