Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Николай Евдокимовăн «Çулсем-йĕрсем» кĕнеки кун çути курчĕ

12 апреля 2023

Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче Николай Евдокимовăн «Çулсем-йĕрсем» романĕ кун çути курчĕ.

Кăларăм редакторĕ – Владимир Степанов, ӳнерçи – Татьяна Бурдина. Тиражĕ – 1000 экземпляр.
Хайлав Хĕрлĕшур ялĕнче пурăнакан Лерисен çемйине, пултаруллă та мал курăмлă, вăрçă вутĕнче тата тăшман тыткăнĕнче туптаннă Александр Лери хирург ĕç-хĕлне сăнарлать. Автор вăрçă умĕнхи тата вăрçă вăхăтĕнчи чăваш ялĕн пурнăçĕпе тĕплĕн паллаштарать, çынсен характерĕсен тарăнлăхне курăмлăн çутатать. Халăх йăли-йĕркин енĕсене, кил-çурт, хуçалăх, ĕç хатĕрĕсен уйрăмлăхĕсене тĕрĕс кăтартса пани Николай Евдокимовăн романне кăсăклă та вĕрентӳллĕ тата кăштах тунсăхлă тăвать.
Вулакансене писательпе те паллаштарас килет. Николай Евдокимович Евдокимов 1893 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Самар облаçĕнчи Шунтал районĕнчи Çĕнĕ Таяпа ялĕнче çуралнă. 1911 çулта Саврăшри икĕ класлă шкултан, 1913 çулта Теччĕри педагогика курсĕнчен вĕренсе тухнă. Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçлансан ăна салтака илнĕ, вăл Граждан вăрçине те хутшăннă. 1919–1925 çулсенче Хусан университечĕн медицина факультетĕнче вĕреннĕ, Хусантах акушерство клиникинче ординатурăра пĕлĕвне ӳстернĕ. 1930 çулта Чăваш ене куçса килнĕ. Шупашкар хула больницинче ĕçлев амбулаторийĕн, гинекологипе акушерство уйрăмĕн ертӳçи, Чăваш енри хĕрарăмпа ача социаллă гигени институтĕнче 1935–1936 çулсенче ассистент тата директор пулнă. Шупашкарта фельдшерсемпе акушерсен шкулне, колхозсенче çурату çурчĕсене уçас, акушерсене хатĕрлекен курссене йĕркелес енĕпе нумай тăрăшнă. 1937–1941 çулсенче Канаш хула больницинче акушерствăпа гинекологи уйрăмне ертсе пынă. Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçлансан 42-мĕш номерлĕ çар хирурги отрядĕнче хирург пулнă. 1946 çулта çартан таврăнсан каллех Канаш хула больницинче акушерствăпа гинекологи уйрăмне ертсе пынă. 1963 çулта «Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ тухтăрĕ» ята тивĕçнĕ.
Николай Евдокимовичăн малтанхи юптарăвĕсем 1929 çулта «Хĕрлĕ сăнă» кĕнекере пичетленнĕ. 1936 çулта унăн «Юптарусем» кĕнеки, 1962 çулта «Çулсем-йĕрсем» романĕ, 1964 çулта «Крепков» повеçĕ тухнă. Вăл совет тата ют çĕршыв çыравçисен хайлавĕсене, медицина кĕнекисене чăвашла куçарнă. Н.Е. Евдокимов 1964 çулхи утă уйăхĕн 16-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.

Купить эту книгу (кунта пуссан ку кӗнекене илме пулать)


Галерея

Евдокимов _фото Николай Евдокимов-Çулсем-йĕрсем (2)