Корзина
(пусто)
(0 руб.)

«Наш животный мир. Чĕрчунсемпе паллашар» кĕнекепе карточка пуххи тухрĕ

26 февраля 2024

2019 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче «Чăваш Енри чĕрчунсем. Животные Чувашии» карточка пуххи пичетленсе тухнăччĕ. Унта килти тата тискер чĕрчунсем çинчен çырса кăтартнăччĕ. Тин кăна «Наш животный мир. Чĕрчунсемпе паллашар» кĕнекепе карточка пуххи кун çути курчĕ. Вĕсене кĕçĕн çулхи ачасем валли Ольга Федорова пухса хатĕрленĕ, чăвашла куçараканĕ – Ольга Васильева, редакторĕ – Ольга Иванова, ӳнерçи – София Исаева. Тиражĕ – 2000 экземпляр.

2024 çула Чăваш Енре Экологи культурин тата çутçанталăкпа перекетлĕ усă курас ĕç çулталăкĕ тесе палăртнă. Тăван тавралăха упраса хăварас тĕлĕшпе республикăмăрта тĕрлĕ мероприяти иртет. «Наш животный мир. Чĕрчунсемпе паллашар» кăларăм ачасемшĕн кăна мар, ашшĕ-амăшĕпе воспитательсемшĕн тата вĕрентекенсемшĕн те усăллă пулĕ. Унпа килти вулавра, уроксенче, класс сехечĕсенче тăван енри тискер чĕрчунсем çинчен каласа панă чухне усă курма пулать.

Кĕнекере çирĕм пĕр чĕрчун çинчен çырса панă. Вĕсем – пурăш, хăнтăр, кашкăр, ăтăр, хура çĕлен, чĕрĕп, мулкач, хир сысни, каюра, йĕкехӳре, çара çерçи, тилĕ, пăши, упа, шăши, ондатра, çӳлевĕç, сăвăр, çĕр мулкачи, хурăн пуçлă çĕлен тата арлан. Очерксенче пĕтĕмĕшле информацисĕр пуçне интереслĕ фактсем те пур. Тĕслĕхрен:

• хăнтăрсен çурисем çуралнă-çуралман çурт е плотина тума пĕлеççĕ, куна ашшĕ-амăшĕ вĕрентмест;

• мулкачсен кунне 4 сехетрен кая мар хускалмалла, унсăрăн вĕсен шăмă чирĕ пуçланма пултарать;

• Чăваш Ене хир сыснисене 1970-мĕш çулсенче килсе янă;

• йĕкехӳре шывсăр тĕверен ытларах та пурăнма пултарать;

• Чăваш çĕрĕ çине сăвăрсене Чĕмпĕр облаçĕнчен илсе килнĕ;

• çĕр мулкачи питĕ типтерлĕ, кунне 40 хутчен те тасалать;

• арлан 90 кг таран апат хатĕрлеме пултарать.

Чĕрчунсемпе паллашнă чухне карточка пуххипе усă курсан аван. Карточкăн пĕр енче чĕрчуна курма пулать, ун ятне вырăсла тата чăвашла çырнă, çурисене тĕрĕс мĕнле каламаллине палăртнă. Унсăр пуçне ятарлă паллăпа ăçта пурăннине (вăрманта, шывра, йăвара) кăтартнă. Карточкăн тепĕр енче вара – тĕрлĕ ĕç: сăмах каçмăш шутламалла, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупмалла, ыйтăва хуравламалла, икĕ ӳкерчĕке танлаштарса уйрăмлăхсене асăнмалла... Ку ĕçсене ача хăй тĕллĕн е аслисемпе пĕрле тума пултарать. Анчах хăш-пĕр хăнăхтарăва пурнăçлама кĕнекесĕр йывăртарах, çавăнпа очерксене тимлĕ вуламалла. Тискер чĕрчунсен тĕнчи сире кăсăклантарасса шанатпăр.

 

Ольга АВСТРИЙСКАЯ

Подробнее о книге...


Галерея

IMG_20240222_111043 IMG_20240222_111542 Наш животный мир-комплект карточек Наш животный мир-книга