Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Мыскара та чăннине асилтерет

11 января 2023

«Пынăçемĕн тĕлĕнтермĕшсем татах тĕл пулчĕç: аслă çулăн икĕ айккипе лавккасем ларса тухнă та, çыннисем, ватти-вĕтти таран, хĕвĕшсе тем сутаççĕ, тем илеççĕ. Лавккисенче вара тем те пур: аталаннă социализмăн яш каччисем кун йышши апат-çимĕçпе кĕпе-тумтире, чашăк-тирĕкпе ĕç хатĕрĕсене халиччен курма мар, тĕлĕкре те тĕлленмен. Хăвна мĕн кирлине çеç мар, кирлĕ маррине те – чун чăтайманран – туянса ярăн çав.
Акă çумранах юмах тĕнчинчен тухнă пек курăнакан тĕрлĕ тĕслĕ машинăсем (вĕсене кунта бурубухайка теççĕ) вĕçе-вĕçе иртрĕç. Çӳрекен çуртсем тейĕн, тупата: кузовĕпе кабинине карнисла-карнисла эрешленĕ, чечекле-чечекле илемлетнĕ. Кун пек тупра çине чăваш пĕр-пĕр тавар мар, хăйĕн мулне те тиес çук. Вĕсем вара мĕн кăна турттармаççĕ унпа?..
Çулăн икĕ айккипе, вĕсемпе ăмăртнăн, арпа кӳлсе лартнă ашакĕсем тĕпĕлтетеççĕ. Лав çине улăхса ларнă ача-пăчипе паранджа айĕнчи ханума-арăмĕсене пĕр кишлакран тепĕр кишлака илсе çитерме васкаççĕ иккен вĕсем. Çумăн иртекен шурависене те асăрхамаççĕ – каяççĕ, килеççĕ! Халиччен курман-илтмен тĕнче хăйĕн еккипе пурăнать! Мĕн туса çӳреççĕ вĕсем кунта, кама шыраççĕ?
Ку киленӳ нумая пымарĕ, салтаксем çулăн сылтăм енчи вар тĕпĕнче бронетранспортер асăрхарĕç. Вăл тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кайнă та халĕ мучин чĕлĕмĕнчен сăрхăнакан тĕтĕм евĕр кукар кăларса выртать. Таврипе хăрăм! Вак-тĕвек...»
Ку йĕркесене Чăваш кĕнеке издательствинче халĕ çеç пичетленсе тухнă «Турай» приключениллĕ романран илнĕ. Авторĕ – интернационала тивĕçе пурнăçласа Афганистан вăрçине хутшăннă Анатолий Хмыт çыравçă. Иртнĕ ĕмĕрти сакăр вуннăмĕш çулсенче аякри Афганистанра пулса иртнĕ юнлă тытăçусене Анатолий Дмитриевич маларах тухнă кĕнекисенче сăнласа панă. Вулакана вăл хальхинче те пирĕнтен пачах урăхла йăла-йĕркепе, урăх тĕнпе пурăнакан çĕршыва илсе каять. Произведенире пулса иртекен событисене приключениллĕ роман жанрне вырнаçтарнăран унти геройсен шăписем çине кăшт урăхларах (çăмăллăнрах темелле-и) пăхатăн. Çапах – мыскараллă-юмахлă пăтăрмахсем витĕр те – историе тăрса юлнă юнлă вăрçă ĕмĕлки куç умне тухать. Татăк алăсемпе урасем чĕрĕлсе тăрса хăйсен кĕлеткисемпе пĕрлешме ĕмĕтленсе шартлаттарса утса çӳрени çинчен вуланă чух Афганистанра пуçĕсене хунă çамрăксене е киле алăсăр, урасăр таврăннă салтаксене епле аса илмĕн-ха ĕнтĕ... Нумай çынна макăртнă Афганистан.
Романри лару-тăру çирĕммĕш ĕмĕр вĕçĕнчи Шупашкарта пуçланать. Турай, романри тĕп сăнар, тĕрлĕ кăлтăка пула салтака, унтан Афганистанах лекет. Афганистанра тăхăр çула пынă вăрçă ыран-паян чарăнмалла, Совет çарĕ тăван çĕршыва таврăнма хатĕрленет. Çарти тата пурнăçри тĕрĕсмарлăх качча хĕсĕрлет. Аманса сусăрланнă Турай хăйĕн юлташĕсемпе пурнăçа юсаса тӳрлетме пикенет. Çут тĕнчере пыракан чарусăр вăрçа хирĕç тăрать. Çынсене вăл Турă ĕненĕвĕпе юрату витĕр пурнăç пархатарне курма вĕрентет. Анчах та пурнăç кустăрми хăйне майлă чупать. Çын пур ырă кăмăлпа çуралнă шухăша тӳнтеррĕн çавăрса хурать те хăйне майлă ăнланса каллех аллине хĕç-пăшал тытать иккен.
Ĕненӳпе юрату çеç çав пулăма хирĕç тăма пултарнине романри сăнарсем витĕр курма пултаратпăр. Вĕсем тĕрлĕ лару-тăрăва лекеççĕ. Çамрăк хĕрсемпе каччăсен чĕрисенче çунакан хăват тĕнчери пур чăрмава çĕмĕрсе çиеле тухать, усал-тĕселе çĕнтерет, ниме пăхмасăр телейлĕ пулма вĕрентет.

Галина АНТОНОВА

Купить эту книгу (кунта пуссан ку кӗнекене илме пулать)

 


Галерея

Анатолий Хмыт-Турай Анатолий Хмыт1